Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӑрнарсене хӑйсене те, аякри ҫын вӗсен хула шайне хӑпарса пыракан посёлока мӗнле курни кӑсӑклӑ пулӗ.
Вӑрнара кайса килни: курни-илтни // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/5669-%D0%92% ... D0%B8.html
Ҫав самантра — пӗтӗм тӗнче, хамӑн куҫӑмсемпе мӗн курни — ҫаврӑнса ӳкет-и е ҫаврӑнса ӳкмест-и?В эту минуту — весь свет, всё, что я моими глазами видел — перевернётся или не перевернётся?
Магр майра патша лабиринчӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Эпӗ ҫавӑн пек шутлассине кукамай, вӑл турӑ амӑшӗпе Премудрая Васелиса ҫинчен каласа кӑтартнисем, кӗпе ҫӑвакан телейсӗр хӗрарӑм Натали тата хӗрарӑмсем куҫпа пӑхса йӑл кулнисене хам темиҫе ҫӗр хут, пин хут та курни ҫирӗплетсе хуратчӗ, — хӗрарӑмсем, пурӑнӑҫӑн амӑшӗсем, ҫавӑн пек пӑхса йӑл кулнипе савӑнӑҫ тӗлӗшӗнчен, юрату тӗлӗшӗнчен чухӑн пурӑнӑҫа илемлетеҫҫӗ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ вӗсене хам мӗн курни ҫинчен каласа кӑтартсан, вӗсем мана питех те ӗненместчӗҫ, анчах пурте хӑрушӑ юмахсене, арпашса пӗтнӗ историсене юрататчӗҫ; ватӑлнӑрах ҫынсем те шухӑшласа кӑларнӑ япалана тӗрӗссинчен маларах хуратчӗҫ, калавра мӗн чул фантази ытларах, ҫавӑн чул ӑна ҫынсем тӑнласарах итлесе лараҫҫӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫӑмӑллӑн ыйӑхласа ларассине сирсе янӑ пек, ҫавӑн пек шухӑшласа тӗлӗрсе ларассине хам ҫинчен сирсе ярса, эпӗ кочегартан каллех унӑн пурӑнӑҫӗ ҫинчен, вӑл мӗн курни ҫинчен ыйтма тытӑнатӑн.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Манӑн ҫине тӑрсах унтан вӑл ҫӗр тӑрӑх епле ҫӳренисем ҫинчен, мӗн курни ҫинчен ыйтса пӗлес килетчӗ, анчах унтан ыйтма май килместчӗ; пуҫне каҫӑртса, упа куҫӗсем пек хура куҫӗсене кӑшт уҫса, вӑл хӑйӗн ҫӑмлӑ питне аллипе ачашлатчӗ те аса илкелесе вӑрӑмӑн тӑсса калатчӗ:
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Каҫхине, хапха патӗнче тӗл пулса, эпӗ ирхине мӗн курни ҫинчен Людмилӑна хуйхӑрса каласа пӗлтертӗм, анчах ҫакӑ ӑна пӗрре те хумхантармарӗ.
III. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Унтан вӑл старикпе хӗре хӑйсем кунта мӗнле майпа лекни, мӗн курни ҫинчен каласа пама хушрӗ.Потом он велел им рассказать, как они сюда попали и что пережили.
II // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Мӗн курни, мӗн илтни ун пуҫне те шӑнӑҫмасть, ҫавӑнпа та унӑн пуҫӗ ҫапла йывӑрланса кайнинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук.
I // Л. Борисова. Сенкевич Генрик. Ҫӑкӑр шыраса: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 62 с.
Громада кун хыҫҫӑн Чеканюк ҫапла хӑтланнине кам тата мӗнле курни ҫинчен ыйтрӗ.
9 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
«Ҫапла ҫав, ҫапла! Пӗтӗмпех улшӑнчӗ, пачах ӗлӗкхи пек мар. Эп мӗн ҫинчен шутлани пӗтӗмпех, тӗлӗкре мӗн курни пурте пачах урӑхланчӗ», — шухӑшларӗ Павӑл сиввӗн; ҫакна вӑл кӗҫӗр тин пӗтӗмпех ӑнланса илчӗ тейӗн.
20 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Дачӑсем ҫинчен сӑмах тапратсан, эпӗ Иван Иваныч княҫӑн Мускав ҫывӑхӗнче дача пурри, ӑна курма Лондонран та, Парижран та килсе ҫӳрени, унта виҫҫӗр сакӑрвунӑ пин тӑракан решетке пурри, Иван Иваныч князь манӑн ҫывӑх хурӑнташ пулни, эпӗ паян ун патӗнче апатланни, вӑл мана ҫав дачӑра ҫу каҫиччен пурӑнма чӗнни, анчах эпӗ килӗшменни, мӗншӗн тесен вӑл дачӑна эпӗ лайӑх пӗлни, унта темиҫе хутчен кайса курни, ҫав решеткесемпе кӗперсем мана пӗри те илӗртменни, мӗншӗн тесен эпӗ ытлашши пысӑк пуянлӑха, уйрӑмах тата ялта, чӑтма пултарайманни, ялта пур енчен те ялти пек пулнине юратни ҫинчен тӑруках каласа патӑм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Мана курни, ӑна нимӗн чухлӗ те савӑнтармарӗ, савӑнанҫи те тумарӗ вӑл иҫмасса.Он нисколько не был рад меня видеть, по крайней мере, не выразил этого.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ман пуҫа: Мими мана урок вӑхӑтӗнче ӑҫта курни ҫинчен каланӑ та халь вӑл журнала пӑхма кайрӗ, текен шухӑш пырса кӗчӗ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Гувернантка хӑйӗн кӗпине ҫӗлеме хӗрсен пӳлӗмне пӑшӑрхануллӑ сӑнпа кайнине курни мӗнпур хӗрачасене, уйрӑмах Соньӑна, хытӑ хӗпӗртеттернине асӑрхаса, эпӗ вӗсене тата тепре хӗпӗртеттерме шут тытрӑм.
ХIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хамран аслӑ ҫынсене, уйрӑмах аттене, пӗр иккӗленмесӗр хисеплеме хӑнӑхнӑран, хам мӗн курни ҫинчен ним шухӑшлама та аптрарӑм.
XII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫакна курни мана мӗн тери тӗлӗнтернине каласа та параяс ҫук, тӗлӗнӳ часах Володьӑн хӑтланӑвне ырланипе улшӑнчӗ: халӗ мана ҫак хӑтлану хӑй мар, ҫапла тума кӑмӑллӑ иккенне вӑл мӗнле майпа пӗлни тӗлӗнтерчӗ.
VI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ӑна курни мана тем пекех савӑнтарать; пӗр вӑхӑтра ҫак туйӑм нихҫанхинчен те вӑйлӑланса кайрӗ; ӑна виҫӗ е тӑватӑ кун хушши курмасан, эпӗ тунсӑхлама пуҫлатӑп, куҫҫуль тухмаллах ӑш вӑркама тытӑнать.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Ах, ma bonne tante, — атте ҫине хӑвӑрттӑн пӑхса илсе, ырӑ сасӑпа ответлерӗ княгиня, — сирӗн ку тӗлӗшпе шухӑшӑр епле пулнине аванах чухлатӑп ӗнтӗ; анчах ку ыйтура пӗрин пирки сирӗнпе килӗшме пултараймастӑп: ун пирки эпӗ, мӗн чухлӗ шухӑшласан та, мӗн чухлӗ вуласан та, мӗн чухлӗ ҫынсемпе канашласа пӑхсан та, ҫавах пурнӑҫра хам сӑнаса курни мана ачасене хӑратма кирлине ӗнентерсе ҫитерчӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
— Хӑв мӗн курни ҫинчен каласа пар.
Алтӑр-Косе тата Шигайбай // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 21–26 с.