Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

курмарӑм (тĕпĕ: кур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ой, ачамсем, мӗн кӑна курмарӑм пуль эпӗ ку ялта!

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Курмарӑм

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Йӗри-тавра ҫӳресе те пӗр ҫын чунне курмарӑм.

Помоги переводом

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ кунта циркачсем укҫа хунине курмарӑм? — терӗ Богданов кӗрешӳ тапранас умӗн.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр япала пирки иккӗленместӗп: вӑл каялла таврӑннах хӑйӗн планети ҫине, мӗншӗн тесессӗн кӑнтӑр ҫутипе хӑйӑр ҫинче эпӗ ун кӗлеткине курмарӑм.

Но я знаю, он возвратился на свою планетку, ведь, когда рассвело, я не нашел на песке его тела.

XXVII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Патнех ҫитрӗм пулин те, унпа калаҫакана никама та курмарӑм.

Но нигде у стены я больше никого не видел и не слышал.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Каялла ҫаврӑнса пӑхсан, эпӗ Андрее курмарӑм.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ма тесен Володьӑпа Надя чун-чӗринче Ҫтаппан чун-чӗрин паллине йӗп вӗҫӗ чухлӗ те курмарӑм.

Помоги переводом

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Анчах вӑл ҫавӑн пек пулнинче эпӗ ун чӗрин, шухӑшӗсен, кӑмӑлӗн чӗркӗмӗл пек тасалӑхӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те курмарӑм, хам ҫавӑнтан мӗнле те пулин урӑхларах шухӑшлама пултарайманнишӗн савӑнтӑм.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

Калаҫнӑ чухне вӑл хуп-хура та ҫепӗҫ куҫӗсемпе мана тӳрех куҫран пӑхса калаҫрӗ, эпӗ унра именӳ пуррине пӗрре те курмарӑм.

Помоги переводом

Альбина // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 144–160 с.

«Кайран, виҫ ҫул иртсен, эп ҫав кӳлле тепре кайса курмарӑм

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

— Куҫӑмпа курмарӑм, тетӗп-ҫке.

Помоги переводом

Ҫӑхан куҫне ҫӑхан чавмасть // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Эп унта-кунта пӑхкаларӑм, хам палланӑ ҫынна курмарӑм.

Помоги переводом

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Урапа пек, тен, унтан та пысӑкрах пуль, тӗттӗмччӗ те, лайӑх курмарӑм, — тет Салма Иванӗ.

Помоги переводом

Салма Иванӗ шуйттан курни // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Анчах пурттине лав ҫинче курмарӑм, Петӗр ӑна алла илме ӗлкӗрнӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫапла пилӗк-ултӑ минут тӑтӑм пулӗ, никам килнине курмарӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Суран тавраш курмарӑм.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

— Паян сана апат пӗҫернине курмарӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

— Ҫук, тӗлӗкре те никама курмарӑм.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ҫук, курмарӑм, тусӑм… — хаш сывласа илчӗ Анук.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней