Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапла эпир унпа, пӗр-пӗрне малтанхи хут курсанах, урлӑ ҫынсем пулса тӑнӑччӗ, вӑл питӗ сӑпайлӑччӗ пулин те, темшӗн эпӗ ӑна кураймастӑм.
II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.
Манран пӗр тӑватӑ ҫула яхӑн аслӑ хӗрачи мана тӑтӑшах ватнӑран-ши, Пурхиле мучине эпӗ чӗререн кураймастӑм, хӑраттӑм та.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.
Поэма мана шутсӑрах хумхантаратчӗ, лайӑх туйӑннипе сасӑ та ҫӗте-ҫӗте ларатчӗ, эпӗ стихсен строкисене лайӑххӑнах кураймастӑм, куҫҫуль тухса каятчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл ҫав тери лайӑх, ҫав тери хурланса ӳкнӗ пек калатчӗ, ҫавӑнпа та эпӗ унӑн романӗсемпе пӑртак килӗшрӗм: эпӗ унпа туслӑрахчӗ, Ермохинне кураймастӑм та пур майпа та мӑшкӑлама, тарӑхтарма хӑтланаттӑм, — ӑна эпӗ пултараттӑм, час-часах вара вӑл ырӑ мар шухӑш тытса килкартишӗ тӑрӑх ман хыҫҫӑн хӑваласа ҫӳретчӗ, хӑй правур пулман пирки анчах вӑл мӗн тума шутланийӗ сайра ҫеҫ май килетчӗ.
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ача чухне пуринчен те хӑраттӑм, — ӳсме пуҫласан, курайми пултӑм, хӑшӗсене намӑссӑр та ирсӗр пулнӑшӑн, теприсене — мӗншӗнне те пӗлместӗп, — ахалех, кураймастӑм!
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ҫав асӑрхануллӑ, ҫӑткӑн та чее кайӑксене эпӗ тахҫантанпах кураймастӑм.К этим осторожным, хищным и лукавым птицам я издавна чувствовал ненависть.
II // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Хут ҫӗленсем вӗҫтерме эпӗ нихҫан та юратман; юратма мар, кунашкал вӑйӑсене чунтанах кураймастӑм, ӑна ӑсӗ ларсах ҫитеймен ача-пӑча ӗҫ ҫукран ӗҫ тупни вырӑнне кӑна хураттӑм.
Хут ҫӗлен // Аркадий Малов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 105–109 стр.
- 1