Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

купӑста сăмах пирĕн базăра пур.
купӑста (тĕпĕ: купӑста) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Грузовиксем пасара, хатӗрлев пункчӗсене ҫӗр улми, купӑста турттараҫҫӗ: пӗтӗм таврана сӗтеклӗ чӗрӗ купӑста шӑрши сарӑлнӑ пек туйӑнать, колхоз ферминчи ӗнесем канӑҫсӑррӑн мӗкӗреҫҫӗ, сӑмса шӑтӑкӗсене карӑнтараҫҫӗ: вӗсен, ӗнесен, кӑшт сивӗ лекнӗ техӗмлӗ купӑста ҫулҫисене, ҫул ҫине ӳксе юлнӑскерсене, чӗлхепе питӗ ҫаклатса илес килет.

Грузовики везут на рынок и заготовительные пункты картошку, капусту; свежий, сочный, холодный дух капусты пропитал, кажется, насытил весь здешний мир, и коровы на колхозной ферме беспокойно мычат, вожделенно раздувают ноздри: им, коровам, должно быть, очень хочется подцепить тронутый морозцем упоительно лакомый капустный лист, оброненный на дороге.

Укахви, Дорофеевна тата ыттисем // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Ун пек ҫынсем вӗсем уҫӑлса ҫӳрес вырӑнне — шахматла выляма спаржа вырӑнне — кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратакан ман пек ҫынсенчен чылай йышлӑрах; нумайӑшӗ эпӗ шахмат вӑййине килӗштернипе килӗшмеҫҫӗ, тата вӗсем эпӗ кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗ купӑста ҫиме юратнипе хаваслӑнах килӗшмесӗр тӑма хатӗр пулнӑ пулӗччӗҫ, эпӗ вӗсем манран сахалтарах ӑнланманнине пӗлетӗп, ҫавӑнпа та эпӗ калатӑп: ҫак тӗнчере уҫӑлса ҫӳремелли, савӑнмалли тем тӗрлӗ нумай пултӑр, кантӑр ҫӑвӗ сапнӑ йӳҫӗе купӑста тӗнчерен пӗтӗмпе тенӗ пекех ҫухалтӑр, хӑшпӗрисем валли, ман пек ухмахсем валли, кӑна юлтӑр, питӗ сайра тӗл пулакан япала пултӑр! — тетӗп.

Люди, отличные от тех, , которые, подобно мне, предпочитают гулянью — шахматную игру, спарже — кислую капусту с конопляным маслом; я знаю даже, что у большинства, которое не разделяет моего вкуса к шахматной игре и радо было бы не разделять моего вкуса к кислой капусте с конопляным маслом, что у него вкусы не хуже моих, и потому я говорю: пусть будет на свете как можно больше гуляний, и пусть почти совершенно исчезнет из света, останется только античною редкостью для немногих, подобных мне, чудаков кислая капуста с конопляным маслом!

XVI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Сире ҫирӗм пиллӗкмӗш полкри, кунти пек каласан, «купӑста» полкӗнчи (кунта пире купӑста яшки кӑна ҫитереҫҫӗ) ҫара хӑй ирӗкӗпе кайнӑ салтак Пенишора Григоре хӗрӳллӗн саламлать тата ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма сунать…»

— Кланяется и желает вам здоровья солдат-доброволец Пенишора Григоре из двадцать пятого пехотного полка, или, как его называют здесь, «капустного» (нас кормят только борщом с капустой)…»

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Тӑвар вырӑнне йӳҫӗтнӗ купӑстапа ҫийӗр, пӗлтӗрхи купӑста пур-ха пирӗн, пӗтмен.

Помоги переводом

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӗсен чӗлхинче вара кучан купӑста пуҫӗ е купӑста туни тенине пӗлтерет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ унта купӑста лартатӑп — акӑ ҫакӑн пек купӑста пуҫӗсем!

Я посажу там капусту — вот такие кочаны капусты!

Вӑрманти сукмак ҫинче // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

— Хӑшӗ вӑл купӑста яшки ыйтаканни? — терӗ пӗр хулӑнрах кӗлеткеллӗ те таса мар ҫи-пуҫлӑ хӗрарӑм, пӳлӗме пӗр чашӑк купӑста яшки илсе кӗнӗ май.

— Кто борщу требовал? — провозгласила довольно грязная женщина, с миской щей входя в комнату.

6 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Хӑшпӗр чухне апат хатӗрлекенӗн аванмарланмалли самантсем те пулаҫҫӗ — апат ӑшӗнчен ҫӳҫ тухать, тӗслӗ купӑстара купӑста хурчӗ юлма пултарать т. ыт. те.

Случается, что и тот, кто готовил пищу, испытывает чувство неловкости — в еде может оказаться волосок, гусеница в цветной капусте и т. д.

Сӗтел хушшинче хӑвна мӗнле тытмалла // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.

Темиҫе кун каярах вӑл купӑста тиенӗ машина ҫине королева пек кӗрсе ларнӑ та купӑстана пасара хӑй илсе кайнӑ.

Несколько дней назад она королевой уселась на машину, груженную первой капустой, и сама повезла ее на базар.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Ку Татьянӑн купӑста уйӗ, кунти купӑстана нумай пулмасть каснӑ.

Это было Татьянино капустное поле, с которого недавно сняли капусту.

4. Фрося сӑрчӗн хӗрринче // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

— Сирӗн пахчари купӑстана та турӑ панӑ, анчах кам та пулин сирӗнтен ыйтмасӑрах купӑста касма килтӗр-ха?

— Капуста у вас на огороде тоже от бога, а попробуй притти кто-нибудь по капусту, не спросясь вас?

3. Вӗрен-кантра // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Хулсӑр Алешка Шамиль нӳхрепе йӳҫӗтнӗ купӑста патне кайрӗ те пусма ҫинчен тӳплетсе ӳкрӗ, унтан, каялла мешеленсе тухса, сӑхман арки ҫинче пӗр чӗрҫи йӗпе купӑстапа ванчӑк турилкке катӑкӗсене ҫӗклесе кӗчӗ.

Безрукий Алешка Шамиль пошел в погреб за соленой капустой, сорвался с лестницы, вылез, принес в полах чекменя черепки разбитой тарелки и ворох мокрой капусты.

XLI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Куҫне хӗссе, кӗҫҫеленсе кайнӑ пӗчӗк сухалне яланхи пек якаткаласа, старик тавраналла — хуторти кӑткӑс мар пурнӑҫӑн чӗрене пырса тивекен сӑнарӗсем ҫине пӑхса пырать; пӗр хутчен, ӳркевне сиркелесе, вӑл чӑпӑрккипе урапа айӗнче ҫине тӑрсах ҫапӑҫакан ҫерҫисене те хӑмсарчӗ, анчах, Антип Грач ҫурчӗ умӗпе иртсе пынӑ чух ун сӑмсине кӑмакаран тин ҫеҫ кӑларнӑ ҫӑкӑр тата кӑштах ҫуннӑ купӑста ҫулҫин тутлӑ шӑрши пырса кӗчӗ те — Шырланпуҫри хӗрарӑмсем ҫӑкӑра купӑста ҫулҫи ҫине лартаҫҫӗ — вӑл сасартӑк ӗнерхи кӑнтӑрларанпа апат ҫименнине аса илчӗ, хӑйне ытла выҫӑ туйнипе, шӑлсӑр ҫӑварӗ унӑн ҫавӑнтах сӗлекепе тулса ларчӗ, хул айӗнче темскер туртӑнса ыратнӑ пек пулчӗ.

Подслеповато щурясь, привычным движением оглаживая свалявшуюся бороденку, старик посматривал вокруг — на милые его сердцу картины незамысловатой хуторской жизни; один раз, пересилив лень, даже кнутом взмахнул, чтобы прогнать из-под колес линейки сцепившихся в азартной драке воробьев, но, проезжая мимо двора Антипа Грача, уловил запах свежеиспеченного хлеба, дразнящий аромат подгорелых капустных листьев, на которых гремяченские бабы обычно выпекают хлебы, и тут только вспомнил, что не ел со вчерашнего полудня, и ощутил такой голод, что беззубый рот его сразу наполнился слюной, а под ложечкой засосало томительно и нудно.

XVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Панулмисемпе купӑстасем сутакан плошадьри лавсем патӗнче Даша инке тӑра парать, самай ватӑлнӑ хӑй, аллинчи купӑста пуҫне илес-и, илес мар-и, тесе шухӑшласа тӑрать.

На площади, у возов, с которых колхозники продают яблоки и капусту, с большим кочаном в руках, постаревшая, задумчивая — взять или нет? — стоит тётя Даша.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл соус мар тесшӗнччӗ эпӗ, анчах ҫав самантра Петя пичче сасартӑк ҫӑварне купӑста хыпса ман патӑмран васкамасӑр иртрӗ, купӑстине вӑл, шӳрпе пиҫет-ши тесе, астивсе пӑхатчӗ иккен.

Я хотел сказать, что это не соус, но в эту минуту дядя Петя вдруг медленно поплыл вокруг меня вместе с капустой, которую он пробовал зубом, чтобы узнать, готовы ли щи.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тӑварланӑ купӑста е хӑяр пулсанччӗ…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вырӑнта усӑ курмашкӑн ҫавӑн пекех ҫӗр улми, купӑста, куккурус, пӑрҫа, тулӑ, урпа, вир, импӗр тата ытти культурӑсем ӳстереҫҫӗ.

Для внутреннего потребления также выращивают картофель, капусту, кукурузу, горох, пшеницу, ячмень, просо, имбирь и другие культуры.

Сикким // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B8%D ... 0%B8%D0%BC

Темле йывӑр шӑршӑ пӳртре, анчах мӗн шӑршине никам та пӗлес ҫук; тӑварланӑ купӑста шӑрши те, тар шӑрши те, нӳхреп шӑрши те — пурте пӗрле.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Школ пит пулӑшать-ха: мӗн чухлӗ купӑста, хӑяр, сугон, помидор ӳстерчӗҫ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чӑланӗсемпе карти-хури таранччен кӑтартрӗ Кулюкка, ҫырмари купӑста йӑранӗсем патнех антарса ҫитерчӗ.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней