Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунӗнчех (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пит куляннипе виҫӗ кун хушши ҫу кунӗнчех шӑрӑхра вӗриех мар кӗлетре сулхӑнта аташса выртрӗ те вилсе кайрӗ.

Помоги переводом

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

— Ҫапла, пирӗн ӑру пӗтсе пырать, — калаҫӑва малалла тӑсрӗ Ваҫиле, — хамӑр ялтан та вӑрҫӑн пӗрремӗш кунӗнчех ик ҫӗр арҫын тухса кайрӗ — яланлӑха.

Помоги переводом

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Эпӗ иккӗмӗш кунӗнчех Андрей Андреевич ҫичӗ ҫул каялла институт пӗтернине, унтан гидрометеослужбӑн облаҫри управленинче ӗҫленине пӗлекен пултӑм.

Помоги переводом

21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Астрахане ҫитсен иккӗмӗш кунӗнчех Оля военкомата кайса хӑйне ҫар специальноҫне вӗренмешкӗн пулӑшма ыйтнӑ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

1941 ҫулта, Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланнӑ купах, вут-ҫулӑм ӑшне кӗрет, вӑрҫӑн саккӑрмӗш кунӗнчех пуҫран мина ванчӑкӗ пырса тивнипе йывӑр аманать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

Хӗл кунӗнчех плащ тӑхӑннӑ арҫын, хӑйне гражданин тесе чӗнекенскер, ӑна килӗшсех каймарӗ, шанчӑксӑр ҫын пек туйӑнчӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

— Ҫак вырӑнсенче пӗр янккамас упа кӑнтӑр кунӗнчех кӑмпа пуҫтаракан ватӑ кинемее тем-тӗкӗр туласа, ҫурса тӑкни ҫинчен хаҫатсем те ҫырчӗҫ вӗт…

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Унсӑрӑн ав кӑнтӑр кунӗнчех Симаковӑпа ыталашса ҫӳрет…»

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Калаҫаҫҫӗ пулмасӑр, кур-ха: кӑнтӑр кунӗнчех ыталанса ҫӳреҫҫӗ те, — ҫаплах хӗтӗртрӗ-ха Мокин.

Помоги переводом

11 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Сӑмах май: тепӗр кунӗнчех «Тускил», «Шуҫӑм» тата Кӗҫӗн Таяпари культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Илем» ансамбльсем Хӑвӑлҫырма ялӗнче мобилизациленӗ салтаксене пулӑшас тӗллевпе ыркӑмӑллӑх концерчӗ йӗркеленӗ.

Помоги переводом

Кӑҫал — пӗрремӗш // Елчӗк Ен. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%baac%d0 ... bce%d1%88/

Кӑнтӑр кунӗнчех урампа киле анма аван мар пек темле, — шӑллӗ куҫӗсенчен пӑхрӗ тетӗшӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Чи маттур хӗрсене кӑнтӑр кунӗнчех вӑрлатчӗҫ.

Помоги переводом

Хӑтараҫҫӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Мӗн пулса иртет кунта кӑнтӑр кунӗнчех!? — тесе кӑшкӑрчӗ те вӑл, шӑп пушатма ӗлкӗрнӗ стакана арӑмӗ аллинчен кап! ярса илчӗ, карчӑкне Усли ҫине тӗртсе ячӗ.

Помоги переводом

Эй, Хветут, Хветут // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

«Кӑнтӑр кунӗнчех темиҫе хӗр ачана вӑрласа кайнӑ.

Помоги переводом

7. Вӗҫленмен ҫапӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӑна хӗл кунӗнчех симӗс шӑна ҫыртрӗ-им, эсреле?

Помоги переводом

1. Курманӑн курас килет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫитменнине тата ҫунапа та мар, чӑн-чӑн туй каччисем пек, хӗл кунӗнчех юлан утпа.

Помоги переводом

15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Патша ӗҫки хыҫҫӑн иккӗмӗш кунӗнчех, пукрав эрни вӗҫленнӗ чух, мӑрсасене каллех Хусана чӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

3. Япанча ҫыннисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Утлӑ ҫар вал, Атӑл ҫинчи ҫил-тӑвӑл пекех, кӗтмен ҫӗртен кӑнтӑр кунӗнчех килсе тухма пултарать.

Помоги переводом

1. Юнлӑ пукрав // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Хӗл кунӗнчех килӗ-ши вара Адашев? — пӗлесшӗн пулчӗ стрелецки голова.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Маччаран ҫумӑр анать, урайӗсем шӑтса пӗтнӗ, пурте кӑнтӑр кунӗнчех йӗке хӳресем тухаҫҫӗ.

Помоги переводом

6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней