Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кунпах (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шӑл нуши кунпах вӗҫленмерӗ-ха.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

Кунпах ӗҫ вӗҫленмен-ха.

На этом работа не заканчивалась.

Пархатарлӑ пурнӑҫ парнелет телей // Елена ТИМОФЕЕВА. http://alikovopress.ru/parxatarla-purnac ... telej.html

Вара кунпах килӗшмелле пулчӗ.

Помоги переводом

Ҫӑкӑр-тӑвар — хире-хирӗҫ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫапрӗҫ те, — теҫҫӗ вӗсем, анчах кунпах сахал-ха, пӑртак хушса памалла мар-ши? — теҫҫӗ.

Ударили, мол, да мало, не дать ли подбавки?

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ку истори кунпах вӗҫленмерӗ-ха.

Но на этом история не кончилась.

Ытларикун, августӑн вуннӑмӗшӗнче Эмиль шапана ирхи апат карҫинккине ячӗ, ун хыҫҫӑн ҫав тери лайӑх мар хӑтланчӗ, кун пирки каласа та парас килмест // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Анчах Свифт кунпах чарӑнса тӑман.

Но Свифт не остановился на этом.

3 // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с. — 335–353 с.

Анчах Науменкӑн сутӑнчӑклӑ ӗҫӗсен сиенӗ кунпах пӗтмерӗ-ха.

Но на этом последствия предательства Науменко не кончились.

Ҫӗнӗ лагерьте // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Анчах тӑхтӑр-ха, малалла итлӗр, истори кунпах пӗтмест.

Но погодите, послушайте дальше, история на том не кончилась.

Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.

Рыжова вара кунпах ҫырлахмӗ: унӑн юратнӑ ҫын валли задача шутламалла.

Ну, а Рыжовой дай повыше: ей бы задачу для любимого человека решить.

Пӗрремӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Ҫакӑ вӑл пысӑк ҫитӗнӳ пулнӑ, анчах совет ҫыннисем кунпах чарӑнса тӑма шутламан.

Это была огромная победа, но на ней не остановились советские люди.

«Челюскин» пӑрахут ишни // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.

Анчах ман ыйтусем кунпах пӗтмеҫҫӗ-ха.

Правда, мои претензии не исчерпаны.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Анчах пирӗн ӗҫ кунпах пӗтмест вӗт-ха!

Но ведь тем дело не кончится!

XIV сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Амӑшӗн кӑмӑлӗ кунпах тулмарӗ, ҫавӑнпа та хӑйӗншӗн ҫӗнӗ шутланакан, хӑйне нимӗнпе виҫсе пама ҫук хаклӑ пек туйӑнакан япаласем ҫинчен татах та татах каларӗ.

Она не могла насытить свое желание и снова говорила им то, что было ново для нее и казалось ей неоценимо важным.

III // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Кунпах пӗтмен-ха.

Но это было еще не все.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Чимӗр-ха, кунпах вӗҫленмерӗ-ха.

Позвольте, этим еще не все кончилось.

Пӗр чиркӳри дьяк пулни-иртни ҫинчен каласа пани // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Хӑват кунпах пӗтмерӗ-ха: урпасем хушшинче часах рис калчи курӑнса кайрӗ: эпӗ ку калчана ҫийӗнчех палласа илтӗм, мӗншӗн тесен Африкӑра пурӑннӑ чухне эпӗ риса уйра пӗрре кӑна курман.

И «чудо» на этом не кончилось: вскоре между колосьями ячменя показались стебельки другого растения, а именно риса; я их легко распознал, так как, живя в Африке, часто видел рис на полях.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

— Пӗр контра пеккине хӗнесе тӑкрӑм — чӑнах та, анчах ӗҫ кунпах пӗтмест-ха, Самохин…

— Избил одного контрика — верно, да это еще не все, Самохин…

26-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Штольц хӑйне хӑй ҫирӗп тыткаларӗ, хавасланчӗ; анчах Ольга кунпах ҫырлахмарӗ.

Он уж владел опять собой, был весел; но ей мало было этого.

IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

— Пирӗн ӗҫ кунпах пӗтме пултараймасть, — терӗм эпӗ ӑна.

— Наше дело этим кончиться не может, — сказал я ему.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ӗҫ кунпах пӗтмерӗ-ха: яра кунӗпех вӑл ман хваттер умӗнче ҫаврӑнкаласа ҫӳрерӗ, юрлассипе сиккелесси пӗр минутлӑха та чарӑнмарӗ унӑн.

Этим не кончилось: целый день она вертелась около моей квартиры; пенье и прыганье не прекращались ни на минуту.

Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней