Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсем нӳремсӗрле кулнинчен Макҫӑм йӗрӗнсе тӑчӗ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анчах хӗрачасем хӑйӗнчен хӑравҫӑ тесе кулнинчен вара Валька тӳсме пултараймӗ!Но стерпеть намеки на его трусость со стороны девчонок — это было свыше Валькиных сил!
IV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Ҫирӗм минут хушши ҫакӑн пек вӑйлӑ ӗҫлени ӑна хӑйӗн тӗллевӗ патне ҫитме нумай пулӑшрӗ, хӑй калаҫнинчен, пӑхнинчен, ӑшшӑн кулнинчен те ытларах пулӑшу пачӗ.
11 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Павӑл пӗтӗм чунтан савӑнса кулса ячӗ, вара, ытлашши хыттӑн та савӑнӑҫлӑн кулнинчен хӑраса ӳкнӗ пек, урӑх калаҫу пуҫларӗ:
9 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Мӗнлерех кулнинчен, сӑнӗнче ҫав куллӑм выляман йӗрӗ чылайччен тытӑнса тӑнинчен ҫак сехетре вӑл та Валя ҫинчен шухӑшласа выртнине ӑнланса илтӗм.
8 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Анюта ун чухне те пиртен, эпир кулнинчен яланах сана хӳтӗленине эпӗ халӗ те астӑватӑп-ха.И я знаю: Анюта и тогда всегда защищала тебя от наших насмешек.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Михаил Борисович куҫӗсенчен, вӑл тытӑнарах ӑшшӑн кулнинчен, калаҫнинчен Алексей ҫакна ӑнланчӗ — парторг та пӑлханать.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл ача ҫуратнӑ, ҫакӑ вара ӑна нимӗҫсем пуҫ пулса тӑракан тӗнчерен стена пек картласа тӑчӗ, вӗсем намӑссӑр пӑхнинчен хӑтарчӗ, вӗсем ухмахла кулнинчен хӳтӗлерӗ.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.
«Эпӗ ӑна нихҫан та кунашкал демагогла хӑтланма пултарать теменччӗ!» — Вершинин, хӑй именнине кӑтартас мар тесе, Коробин ҫине хӑюллӑн пӑхрӗ те, вӑл ӑна ҫамрӑкла хӗрӳлӗхшӗн каҫарнӑ пек, кӑмӑллӑн йӑл кулнинчен тӗлӗнчӗ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл сухалне тап-таса хырнипе ҫап-ҫамрӑк курӑнать, куҫӗсене йӑлтӑртаттарса йӑл кулнинчен Кондратьев хӑйӗн сӗнӗвӗ ахаль сая кайманнине туйса илчӗ.
XXVI // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Егорушки вара унӑн сарӑ ҫӳҫне, таса пит-куҫӗпе вӑйне пӗтӗм чун-чӗрипе курайми пулса ҫитрӗ ӗнтӗ, вӑл мӗнле кулнинчен сехӗрленсе хӑрарӗ, ҫавна май асӗнче тӑрӑшсах ӑна тавӑрмалли усал сӑмахсем шырарӗ.
IV // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ҫӗр варринче ҫӑва ҫине пӗр ассӑр кӗрекен паттӑр ҫук, ҫакӑн пек вӑхӑтра турра ӗненмен ҫын та кулма пултараймасть, — вӑл хӑй кулнинчен хӑй хӑранӑ пулӗччӗ.
V. Ҫӑва // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ольга унран вӑл ним тумасӑр ирттернӗ ҫулсемшӗн кӑштах хаяррӑн тӑрӑхласа кулчӗ, хаяр приговор йышӑнчӗ, унӑн тимсӗрлӗхӗшӗн ӑна Штольцран ытларах асаплантарчӗ: унтан, Обломовпа ҫывӑхланса пынӑ май, вӑл сӳрӗк те халсӑр пурнӑҫпа пурӑннӑшӑн усаллӑн тӑрӑхласа кулнинчен ун кӑмӑлне шута илмесӗр ӑна хӑй ирӗкне пӑхӑнтарасси ҫине куҫрӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Кӑна эпӗ унӑн пичӗ улшӑннинчен — ним калаҫмасӑр-тумасӑр хӑй ӑссӗн кӑна хуйхӑрса ҫӳренинчен, кулнинчен — ҫӑмӑллӑнах пӗлеттӗм.– это я сразу узнавал по живым движеньям лица – и то расстраивалась молча, про себя, то улыбалась.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
- 1