Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ кулнинче эсӗ пин-пин ҫӑлтӑр куллине илтсе киленӗн.
XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Пассажирсем салтака ҫав тери аптӑратса ҫитернинче, ӑна Смурый хӑлхаран туртнӑ чух вӗсем ҫав тери хӗпӗртесе кулнинче тем калама ҫук кӳрентерекен, пусарса хуракан япала пуррине туйса, эпӗ шутсӑрах хумханса карӑм, пассажирсем мӗнле хӑтланни мана пӗтӗмпех лучӑркаса пӑрахрӗ.
VI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ахаль ҫынсенченех амӑшӗ час та часах хӑйне ӗлӗк хӑратнӑ сӑмахсене: пӑлхав, социалистсем, политика тенине илтрӗ; вӗсене мӑшкӑлларах, кулса калаҫҫӗ, анчах кулнинче пӗлесшӗн ҫунса ыйтни сисӗнет; вӗсене ҫилӗпе калаҫҫӗ — анчах унта хӑрани илтӗнет; вӗсене шухӑша кайса калаҫҫӗ — вӑл шанчӑкпа та юнаса калани пулать.
XIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Унӑн пӗтӗм ӳт-пӗвӗнче, тимлӗ те пӑртак шиклӗрех курӑнакан сӑн-питӗнче, улшӑнса тӑракан таса куҫӗсенче, ирӗксӗртен кулнӑ пек кулнинче, лӑпкӑ та пӗр тикӗс мар сассинче темле ҫилӗллӗ кӑмӑл, электричествӑлла хӗм, сасартӑк килсе тухакан темле васкавлӑх палӑрать, пӗр сӑмахпа каласан, пурне те килӗшсех кайман тата хӑшпӗрисене шиклентерекен паллӑ пур.
VI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Анчах хӑйӗн тусӗн сӑн-пичӗ ӑна ҫав тери хаяррӑн курӑнса кайрӗ, вӑл тутисене чалӑштарса кулнинче тата унӑн чарӑлса кайнӑ куҫӗсенче шӳтсӗр юнавлӑх йӑлтӑртатнӑн туйӑнса кайрӗ те, вӑл ирӗксӗрех шикленсе илчӗ…
XXI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Вӑл хӑюллӑн пӑхнинче, йӑл кулнинче тата тутисем тем калама тӑрса, сасартӑк чарӑнса тӑнӑ пек чӗтренсе илнинче Иринӑн мӗн шухӑш пулнине Сергей пӗлеймерӗ.
IX сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Шоферсен ҫавӑн пек кулнинче ҫапла калани пур пек туйӑнчӗ:
XXIV // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Эп телейлӗ тесе тӑнипе вӑл кӳрши-аршисем витерсе пӑхнинче те тӗрлӗрен тӑхлачӑсем чееленсе кулнинче хӑйне хур кӑтартакан хаяр элек пытанса тӑнине асӑрхайман.
XVII. Хӑлха чикки // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Пӗлетӗп, эп кулнинче — хӑюлӑхпа тӳрӗлӗх.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Эпӗ ыйтма та хӑратӑп, — терӗ Обломов; вӑл ҫак йывӑр вӑхӑт иртессе, Ольга хавасланасса, унӑн пӗр сӑмахӗнче те пулин, кулнинче те пулин, юлашкинчен, юрринче те пулин, хӗрӳлӗх, айванлӑх, ӗненӳ палӑрасса кӗтрӗ.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1