Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ролик пушмакӗсенчен чылайӑшӗ ҫӳллӗ, урӑхла каласан, ура тунине айккине кукӑрӑлса каясран тытса тӑраҫҫӗ, ҫакӑ вара шӑнӑр тӑсӑлнинчен упрама май парать.
Роликлӑ тӑркӑч // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%A0%D0% ... 3%91%D1%87
Хыр кукӑрӑлса, кукӑрӑлса пычӗ те шарт! турӗ.
45 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Анчах вӗсен тахӑҫан авалхи ӗҫ хатӗрӗсем ҫеҫ пулнӑ: плуг вырӑнне вӗсен аялалла кукӑрӑлса тӑракан тымарлӑ йывӑҫ татӑкӗ пулнӑ; ҫав тымар вӗҫне вӗсем суха тимӗрӗ лартнӑ; сӳре вырӑнне турат вӗҫӗсем тухса тӑракан йывӑҫ муклашки, авӑн сапакан машина вырӑнне йывӑр чулсем хунӑ хӑма пулнӑ, ҫав хӑмана вара вӑкӑрсем кӗлте сарӑмӗ ҫийӗпе туртса ҫӳренӗ.
Сванетире // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫав пушӑ хирте ӳсекен саксаул йывӑҫӗсем темӗнле тӗлӗнмеллескерсем: вуллисем кукӑр-макӑр кукӑрӑлса, пит ҫурӑлса пӗтнӗ.
Пушӑ хирсенчи ҫутҫанталӑк // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫул кӗвенте пек кукӑрӑлса тарӑнах мар ҫырманалла анчӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Уйрӑмах вӗсен хушшинче пӗр кӗвенте пек кукӑрӑлса ӳкнӗ карчӑк вӑштӑртатса ҫӳрерӗ:
Килтеш ялӗнче // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Хӗрри ҫине те тӑрса ӗлкӗреймерӗ — пӳрте кӗвенте пек кукӑрӑлса ӳкнӗ ватӑ карчӑк килсе кӗчӗ.
Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Ҫулӗ Топозеро енчен темиҫе километр тӳп-тӳрӗ тӑсӑлать те Карпиярвинелле пӑрӑннӑ ҫӗрте кукӑрӑлса илет.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
— Ҫӗрулми касӑкӗсене хӑв аллупа тытса тӑр! — терӗм ҫеҫ, Кӗркури, эп хушнӑ пек пӗр аллипе ҫӗрулми касӑкӗсене тути ҫинче ҫыпӑҫтарса тытса, тепӗр аллипе сасартӑк хӑвӑрӑлчӑк хырӑмне хупларӗ те кӗвенте пек кукӑрӑлса кӑптӑрӑнчӗ:
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
Хӑйӗн килӗн кӗҫӗн хапхи умӗнче кӗвенте пек кукӑрӑлса тӑракан тӗксӗм кӗрче питлӗ, кӑвакал аминни пек сӑмсаллӑ, туяллӑ хӑшӑлти карчӑк пӗчӗк тӑхтав турӗ, вара, шалти «кантри-ҫипписене» лӑнчах ярса, тулашран татӑлса ӳкмеллех пиҫсе ҫитнӗ хӑмла ҫырлине ҫаврӑнса, сӑмахне малалла юхтарчӗ: «Ма «пакунсӑр милиционер» тесе калаҫҫӗ тетӗр-и?
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Лаштӑрах ывӑнман пулин те, майӗпен ман куҫ хупанкисем те йывӑрланса килчӗҫ, кукӑрӑлса тӗршӗнтӗм те лӗпсӗрӗлтӗм — пуҫӑма чӗрҫи ҫинчи чӑматан ҫине хутӑм.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
Ӳт-пӳри унта-кунта ырату самаях сӗвӗрӗлсен, кӑмӑлӗ ҫаврӑнсан, кӑмпаҫӑ асӑрханса, вӑй ҫитӗшне пухса, йӑтӑнса, ахлата-ахлата, пехлете-пехлете, кукӑрӑлса ури ҫине тӑнӑ пеки турӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Алӑк патӗнчисем сӑхсӑхма манса тӑраҫҫӗ, капӑр тутӑр ҫыхнӑ хӗрсем те хӑйсем чиркӗве мӗншӗн килнине манчӗҫ пулас; темле карчӑк тутӑр айӗнчен хӑлхине кӑларать, тепри пуҫ ҫапма чӗркуҫленнӗ те, юрра тӑнласа, ҫаплипех кукӑрӑлса ларать; пупӑн сӑнӗнче те, ыттисенни пекех, тулли кӑмӑл палӑрать.
V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Ак, кур, — терӗ вӑл, кукӑрӑлса ларнӑ пӳрнеллӗ аллине тӑсса, — ӗне суса пулнӑ вӑл.
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
Хӑй ватӑлса уртӑш йывӑҫӗ пекех кукӑрӑлса ларнӑ пулсан та Ультӳҫ инке ҫамрӑк чухнехи йӑлисене пӗрне те пӑрахман.
Ультӳҫ инке // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Урапа кукӑрӑлса туртасене пӑртарса, лашасене кӗпер ҫинчен шыва сиктерчӗ.
Кӑваркуҫ. Пурӑнӑҫ шӑпи // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.
— Пирӗн сан кукӑрӑлса тухнӑ пилӗкне авма вӑй ҫитмест терӗн-и?
15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Вӗсемшӗн вӑл — е пурнӑҫ, е вилӗм тенине пӗлтерет! — аллисене вӗчӗхӳллӗ сарса, курпунне ытларах палӑртас тесе, кӗвенте пек кукӑрӑлса калать Максимов-Кошкинский.
3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Кимӗ пӗкӗлле кукӑрӑлса ҫаврӑнчӗ, кӗҫех ҫыранри ҫӑра юшкӑнран сӑмсипе пырса тӑрӑнчӗ.
I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 415–430 с.
Сылтӑмра, кӗтмен ҫӗртен курӑна-курӑна тата ҫавнашкалах кӗтмен ҫӗртен ҫухала-ҫухала, юхан шывӑн ӗнтрӗкри ялкӑшӑвӗ туратсем витӗр ҫиҫе-ҫиҫе вылять; шыв юхӑмне май кукӑрӑлса, авкаланса, йӑлмак туса сукмак тӑсӑлать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 405–413 с.