Поиск
Шырав ĕçĕ:
Самаях улшӑннӑ вӑл, кукӑрӑлнӑ, анчах сасси, вичкӗн куҫӗсем ӗлӗкхи пекех.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ачасем шыв кашни пӑрӑннӑ тӗлтех компас ҫине пӗхаҫҫӗ те хӑйсен ӳкерчӗкӗ ҫине вӑл хытӑрах кукӑрӑлнӑ тӗлсене паллӑ туса пыраҫҫӗ.Ребята смотрели на компас при каждом повороте и отмечали на своих рисунках крупные изгибы ручья.
Пӗчӗк ҫырма // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.
Ӗлӗкхипе танлаштарсан чылаях ватӑлнӑ иккен ку карчӑк, ыйту палли пекех кукӑрӑлнӑ.
7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.
Вӑл, ҫӳллӗ карчӑк, курпун кӑларса авӑннӑ, ыйту палли пек кукӑрӑлнӑ.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ку ҫеҫ те мар, ҫак самантра хӑйсем иртсе пыракан кукӑр та ҫӳп-ҫаплӑ урамсем, ҫав урамсем тӑрӑх пурнӑҫри йывӑр пусмӑр хӗснипе вӑхӑтсӑр кукӑрӑлнӑ, халӗ ҫӑкӑр татӑкӗ шыраса утакан ҫынсем — пурте йӑлтах ҫӗнӗлле те ҫывӑххӑн туйӑнчӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ҫав кашни ватӑ кинемин ӗҫпе тата сивӗпе кукӑрӑлнӑ пӳрнисем хушшинчен миҫе пин пӗрчӗ йывӑҫ вӑррисем ҫӗрпе явӑҫса кун-ҫул курман-ши?
Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.
Унпала пӗрле самаях кукӑрӑлнӑ ватӑ ҫын.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Вихтӑр мучи, кукӑрӑлнӑ кӗлеткине хутлатарах, сылтӑм аллинчи туйи ҫине уртӑнса васкамасӑр утать.
Махорка туртсан йытӑ ҫыртмасть // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 41–47 с.
Те ал-урисем мӑкӑлтанса хуҫланнӑ пирки, те ҫурӑм шӑмми кӗвенте пек кукӑрӑлнӑ пирки, Ваҫинкке карчӑкӗ хӑй те кукӑр пуҫлӑ чӗлӗм пекех.
1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хитре пуҫӗ, кӑтра, тӑпӑ сухалӗ, янӑравлӑ сасси, арҫыннӑн чӑн-чӑн кулли, мӑйӑхӗ кукӑрӑлнӑ самантсенче хускалаканскер, вӑйлӑ ҫынна кӑтартаҫҫӗ.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Патакпа ҫапнӑ хыҫҫӑн хуҫӑлнӑ сӑмси аялалла ӑмӑррӑн кукӑрӑлнӑ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Пӗр е икӗ кун ҫухатса вӗсем, паллах, каялла таврӑнаятчӗҫ, анчах умра инҫетре, аялта, Асцендӑн ҫинҫе йӑлмакӗ йӑлтӑртатса йыхӑрать, вӑл кукӑрӑлнӑ тӗлтен сылтӑмра Хӗвеллӗ Тусен ылтӑнпа пуян юппи тӑсӑлса выртать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 141–146 с.
Ҫапах та Дрейзе винтовкин пысӑк кӑлтӑк пулнӑ: унӑн ҫинҫе йӗппи часах кукӑрӑлнӑ е пачах хуҫӑла-хуҫӑла кайнӑ.
Йӗплӗ винтовка // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Пӗр ватӑ, типшӗм, кукӑрӑлнӑ карчӑк ҫеҫ, — тутӑрӗ те унӑн сӑмси ҫинех анса ларнӑ, — сумкӑпа пырать: сумкинчен йӗпе пулӑ хӳри курӑнать.
XXXVIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Тен, Звонкова ҫав очеркра тутӑрне хӗрле ҫыхнӑ ватӑ Михайловнӑна, унӑн пӳрнисене — алла кирек мӗнле ӗҫ те — халех, ҫийӗнчех! — тытас пек кукӑрӑлнӑ пӳрнисене — аса илӗ (кирек мӗн тесен Михайловна, вӑрҫӑ пӗтнӗ-пӗтменех, пирен заводӑн пӗрремӗш корпусӗсем валли никӗссем хывнӑ, унӑн пирвайхи кирпӗчӗсене хунӑ!).
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Вара вӑл куртка айӗнчен кинжал туртса кӑларнӑ та урам кукӑрӑлнӑ ҫӗрте пӗр юман хыҫне пытанса тӑнӑ.
XVII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Атте манӑн алла хӑйӗн вӑйлӑ та кукӑрӑлнӑ пӳрнисемпе тытрӗ те, шӑппӑн ыйтрӗ:— Отец прихватил мою руку своими сильными корявыми пальцами и тихо спросил:
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ҫул хыттине урисемпе чухласа, вӑл ҫул кукӑрӑлнӑ майӗпе хӑш чух сылтӑмалла, хӑш чух сулахаялла пӑрӑннӑ.и шла, поворачивая то вправо, то влево по извилинам дороги, которую она чуяла под ногами,
III // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Анчах сывлӑшра ҫак кукӑрӑлнӑ троса мӗнле вӗҫертсе ямалла-ха?
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Иртнӗ каҫ виҫӗ юланут тӳремлӗх урлӑ каҫса кайнӑ хыҫҫӑн, ҫав хӑрушӑ ҫӗр хыҫҫӑн, ирхине вӑрман тӗлӗнче, уҫланкӑ кукӑрӑлнӑ ҫӗрте, хура хӑлат ушкӑнӗ аялалла аннине курма пулнӑ.
ХLII сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
- 1
- 2