Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тем пысӑкӑш кукӑль пӗҫереҫҫӗ, ӑна господасем хӑйсем тепӗр кунне те ҫиеҫҫӗ; виҫҫӗмӗш кунне кукӑле хӗрсен пӳлӗмне леҫеҫҫӗ; кукӑль эрнекунччен пырать, вара хытса кайнӑскер, типӗ, ӑшӗсӗр-мӗнсӗр юлнӑскер, уйрӑммӑн кӑмалласа панӑ парне вырӑнне Антипа лекет; вӑл вара сӑх-сӑхса илсе, чулланса кайнӑ ҫак тутлӑ япалана ҫатӑртаттарса ҫисе ярать, археолог пин ҫул каяллахи мӗнле те пулин савӑт ванчӑкӗнчен япӑх эрехе киленсе ӗҫнӗ пек, вӑл та, кукӑльне ҫининчен ытларах, ку господасен кукӑлӗ пулнине пӗлсе тӑнипе киленет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ула Тимӗр хӑй те сиссе юлаймарӗ — Полина аллинчи кукӑль касӑкне аллипе шап! шаплаттарчӗ — кукӑль пичӗ сӗтел айнелле вӑнк! вӑркӑнчӗ, пӗтӗм урайне, чалтӑррр! сирпӗнсе, кукӑль ӑшӗ хупласа хучӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кунсӑр пуҫне вӑл ӗне какайӗнчен, мӑлатукпа ҫапса ҫемҫетнӗ пӑру какайӗнчен ҫимӗҫсем турӗ, селедка салачӗ, панулмипе пӗҫернӗ вӗт кукӑльсем, тӗтӗмленӗ угорь, пӑшӑхласа пӗҫернӗ пахча-ҫимӗҫ, тӑпӑрчран тунӑ пысӑк кукӑль тата темле кукӑль, вӑл та тутлӑскер, хатӗрлерӗ.
Вырсарникун, июнӗн вуннӑмӗшӗ, Эмиль Идӑна флагшток ҫине ҫӗкленӗ кун // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл ҫакланать, кӑкӑрӗпе ҫивӗч чул ҫине ӳкет, Каролина Фогельмеер сутӑҫӑ хӗрарӑм пек кукленсе ларнӑ та: кукӑль, кукӑль, кукӑль, тесе пӑшӑлтатать, лере вара юн тӑкӑнать, хӗҫсем ялтӑртатаҫҫӗ…
XXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Кӗркурие вара хӑйӗн купӑстапа, ҫӑмартапа пӗҫернӗ кукӑлӗ ҫеҫ мар, ҫын аллинчи ҫак вутлӑ-тӗтӗмлӗ «кукӑль» те чӗлхе ҫӑтса ямаллах тутлӑн курӑнчӗ пулас.
Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.
— Хам та ҫакна калатӑп мар-и, халех ан тӑр тетӗп, вӑл пур мана та итлемерӗ, кӑвак шуҫӑмлах мунча хутса хатӗрлерӗ, кукӑльсем унаса пӗҫерсе кӑларчӗ, — ӑшшӑн калаҫрӗ Таиҫ аппа, кукӑль касакан хӗрӗ ҫине куҫ туллин пӑхса.
VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.
Ҫавӑнпа уйланса та илтӗм: сысна какай кукӑлӗ пулӗ-ши хальхинче е ҫук-ши, эпӗ ӑна ҫав тери юрататӑп, кунти пек тутлӑ ҫак кукӑль урӑх ниҫта та ҫисе курман; сӑмах май, Дэлия ҫакӑ ӑнсӑртран килсе тухать тесе ӗнентересшӗн.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Ҫавӑн пек пысӑк япалана кукӑль ӑшне хурса пӗҫереймен, тата ҫитменнине инструкци тӑрӑх кукӑльне хуҫса пӑхаҫҫӗ.В пирог эдакую махину не запечешь, да и надламывают пироги, по инструкции.
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кукӑльсем илӗр, кукӑль пирӗн купипех.
Акӑ Ҫӗнӗ Ҫулти каникул та ҫитрӗ // Илле Тукташ. Шварц, Е.Л. Пӗрремӗш класра; И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 124 с.
Судья заседателӗпе тата секретарӗпе присутстви пӳлӗмӗнчен тухнӑ хыҫҫӑн, канцеляринчи писарьсем суда пынӑ ҫынсем илсе килнӗ чӑхсене, ҫӑмартасене, ҫӑкӑр сӑмсисене, кукӑльсене, булкӑсене е тата ытти вак-тӗвексене михӗсем ӑшне тултарнӑ вӑхӑтра, пӗр хӑмӑр сысна пӳлӗме чупса кӗнӗ те, унти ҫынсене тӗлӗнтерсех янӑ: сысна кукӑль патне пыман, ҫӑкӑр хытти патне те пыман, ҫук, вӑл сӗтел хӗрринче выртакан хут листисем усӑнарах аннӑ Иван Никифоровичӑн прошенине ярса хыпнӑ.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
— Мӑнакка кукӑль пӗҫерме майсӑр ӑста, ҫав кукӑльсем кӳрӗҫ йӑлтах, пурне те!— Пироги тетка печь великая мастерица, и пироги те все скрасят.
3 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Серёжӑна та чустапа варенье пачӗҫ, вӑл та пӗр кукӑль хупрӗ — пӗчӗкҫӗ кукӑль.И Сереже дали теста и варенья, и он тоже испек пирог, маленький.
Килти улшӑнусем // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Нимӗҫ кукӑльне илсе ҫавӑркаласа пӑхма тытӑнать, кукӑль ҫийӗ хӑрах еннелле шӑвать те шӑвать…Немец взял пирог и начал осматривать его со всех сторон, а корка с пирога все сползает и сползает…
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Кукӑль татӑкӗсене ҫиме ҫӗҫӗпе вилка кирлӗ, пӗчӗк кукӑльсене алӑпах тытаҫҫӗ.Куски пирога кушают ножом и вилкой, пирожки — держа пальцами.
Мӗн тата мӗнле ҫимелле // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Митя пӗр кукӑль хыҫҫӑн теприне ҫинӗ май, амӑшне: — Кукӑльсене пит те лайӑх пӗҫеретӗн! Вӗсем тӗлӗнмелле тутлӑ! — терӗ кӑшкӑрса.
32 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Ана валли эпир вӑрманта чуста ҫӑртӑмӑр, пӗҫерессе ту унтах пӗҫертӗмӗр; йӑлтах йӗркеллӗ турӑмӑр темелле, анчах пӗр кунта пулмарӗ ку ӗҫ: виҫӗ чара сӑнӑх пӗтертӗмӗр, кукӑльне пӗҫернӗ чух алӑсене пӗҫертсе ятӑмӑр, куҫсене тӗтӗм йӳҫӗхтерчӗ; пӗлетӗр-и, пире кукӑль тулӗ кӑна кирлӗ-ҫке, анчах пушӑлла вӑл ниепле те тытӑнса тӑрасшӑн мар, лапчӑна-лапчӑна анать.
Вӑтӑр ҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Час-часах, мӗнле те пулин кукӑль тунӑ чух, — кукӑль тума вӑл нихҫан та кухаркӑна шанман, — манса кайнипе тата хӑй ҫумӗнче пӗчӗк мӑнукӗ ларнӑ пек туйса, чи лайӑх татӑка ун еннелле тӑснӑ, пӳртри йытӑ вара, ҫак самантпа усӑ курса, ҫав татӑка ярса илсе, хыттӑн чаплаттарса ҫинипе унӑн шухӑшӗсене сирсе янӑ, ҫакӑншӑн вара йыттине турчӑка лекнӗ.
V. Аппӑшӗн ҫӗнӗ шухӑшӗсем // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Кукӑльне вӑл, юратнӑ вулаканӑмсем, тӗлӗнмелле ӑста пӗҫеретчӗ: унран лайӑх пӗҫернӗ кукӑль эсир нихҫан та ҫисе курайрас ҫук.Пирожки она, любезные читатели, удивительно хорошо печет; лучших пирожков вы нигде не будете есть.
Иван Шпонькӑпа унӑн аппӑшӗ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Яша пичче хӑйӗн ытарма ҫук лайӑх пултарулӑхне — тем пысӑкӑш кукӑльне сӗтел варрине пырса лартрӗ, кукӑль питне цукатпа илемлетсе, пилӗк вӗҫлӗ ҫӑлтӑр тунӑ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ кукӑльсем ҫеҫ пӗҫереймерӗм, ӑна та пӗҫернӗ пулӑттӑм, анчах кукӑль ӑшӗ валли качакапа кайӑк ашӗсӗр пуҫне урӑх нимӗн те ҫукчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.