Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пӳрт крыльци, ултӑ чӳречеллӗ, тӗрлӗ сӑрсемпе сӑрласа эрешленӗ ытармалла мар ҫурт, лавккана кӗмелли самаях сарлака крыльца, сада тухмалли алӑк, — малалла вара, мӗн шыв хӗррине ҫитиех, ҫӳллӗ решетке тӑсӑлса каять.
Пӑр тапранчӗ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хохол крыльца ҫинче, лавка алӑкӗ умӗнче чӗлӗм туртса ларса, мужиксен калаҫуне ним чӗнмесӗр итлет; мужиксем унӑн икӗ енне, крыльца картлашкисемпе саксем ҫине вырнаҫса ларчӗҫ.
Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.
Йӗрӗнчӗклӗ вӑрҫса, Сильвер хӑйӑр тӑрӑх крыльца патне шуса ҫитрӗ, унтан крыльцаран тытрӗ, кун хыҫҫӑн ӑна ура ҫине тӑма май килчӗ.
XX сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ку нимӗнех те марччӗ-ха, пӑхатӑп — хайхи сысна мана крыльца патне вӗҫтерсе пырать, крыльца ҫинче атте ларать…Всё было бы ничего, да вижу — несёт меня кабан к крыльцу, а на крыльце папа сидит…
Туслӑх // Василий Юдин. Кошевая Е. Ывӑлӑм ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 208 с.
Площадь еннелле крыльца тухать, унта час-часах чӑхсем чупкаласа ҫӳреҫҫӗ, мӗншӗн тесен крыльца ҫине яланах кӗрпе-тавраш е ытти ҫимелли япала тӑккаланать, кӑна ӗнтӗ, чӑн, юри тумаҫҫӗ те-ха, суд ӗҫӗпе пыракансем сыхланайманнипе ҫеҫ пулкалать ку.
IV сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Кукамӑшӗ салху-чӗлхесӗр Тюфяевпа тата чалӑш куҫлӑ, мӑнтӑр горничнаяпа пӗрле иртен пуҫласа каҫчен хуҫалӑхпа аппаланатчӗ; ачан няньки ҫукчӗ, хӗрача кунӗ-кунӗпе крыльцара е крыльца тӗлӗнче пӗрене купи ҫинче выляса, никам пӑхмасӑр тенӗпе пӗрех пурӑнатчӗ.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Крыльца патнелле утма тӑрсан, мана хирӗҫ тухнӑ пекех, алӑк уҫӑлса кайрӗ те, крыльца ҫине кӗске йӗм тӑхӑннӑ, хулпуҫҫи урлӑ алшӑлли уртса янӑ пӗр вунвиҫҫӗсенчи арҫын ача тухса тӑчӗ.
Манӑн ятӑм Шура пулса тӑчӗ // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
— Кайри крыльцаран тухса кай, параднӑй крыльца витӗр мар, — илтетӗн-и?
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Урнашка ӑна: «Ав ҫав крыльцаран кӗме хушрӗҫ», — тесен, вӑл: «Юранӑ пулӗччӗ ӗнтӗ пире кӗҫӗн алӑкӗпе кӗме те», — текелесе мӑкӑртатнӑ хушӑра хӑрах енчи крыльца алӑкӗ уҫӑлах кайрӗ, Нямаҫ тухса тӑчӗ.
VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Пӗр пӳртӗн крыльци ҫине хӗрарӑм тухрӗ, пӑртак тӑчӗ те, крыльца ҫинчен анса, урам урлӑ каҫса куҫран ҫухалчӗ.Женщина вышла на крыльцо, постояла, сбежала с крыльца, перешла улицу и исчезла.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Патаксене крыльца умӗнчи таптаса хытарнӑ яка юр ҫине тӑрӑнтартӑм та, пӗр картлашки ҫинчен теприн ҫине сулӑмлӑн пусса, ерипен крыльца ҫине хӑпарма пуҫларӑм.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Ҫавӑнпа та, хӗллехи тин ҫеҫ тухакан хӗвелӗн чалӑш ҫутисем ӳкнӗ, ылханлӑ шурӑ тутӑр татки вӗҫсе тӑракан ҫурт крыльци патне эпӗ тӳрех васкамасӑр, лӑпкӑ пынӑ пирки крыльца умӗнче тӑракан ҫынсенчен пӗр те хускалса илмерӗҫ, вӗсенчен пӗри те винтовкине пеме хатӗрленсе тӑмарӗҫ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Крыльца ҫине тухсан, витӗр тивекен сивӗ ӑна куҫӗнчен, кӑкринчен ҫапрӗ, вӑл антӑхса кайрӗ те, урисем сасартӑках йывӑҫ пек хытса ларчӗҫ, — площадь варрипе, аллисене каялла ҫыхнӑ Рыбин утса пырать, унпа юнашар, туйисемпе ҫӗре пӗр майлӑн таклаттарса, икӗ сотски утать, вулӑс крыльци умӗнче пӗр ушкӑн ҫын ним чӗнмесӗр кӗтсе тӑрать.
XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
— Ҫак Травницкие Вася крыльца ҫинчен кӑларса сирпӗтрӗ вӗт, — малалла тӑсрӗ вӑл сӑмахне, — крыльца ҫинчен кӑларса сирпӗтрӗ те унӑн кӗрӗкне те юр ҫине кӑларса ывӑтрӗ.
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пӑрланнӑ сукмак тӑрӑх машина патӗнчен крыльца картлашки тӗлне ҫитиччен темиҫе утӑм утма, ют крыльца ҫине улахма, ют алӑкӑн хӑнӑхман та пӗчӗккӗ хӑлӑпӗнчен ярса тытма ҫав териех йывӑр пуласси ҫинчен кам шутланӑ-ха?
1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Вӑл крыльца ҫине хӑпарчӗ те кантӑк алӑка сарлакан уҫса кӗчӗ, йытти крыльца ҫинче юлчӗ.
IX // Асклида Соколова. Фраерман Р.И. Динго йытӑ е пӗрремӗш юрату ҫинчен. Повесть. Чӑвашла Соколова А. А куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983. — 128 с.
Крыльцан аялти пусми ҫинче ҫут ҫамкаллӑ старик, чикарккине чӗртме хӑтланса ларать; вӑл крыльца умӗнчи чул ҫине вырнаҫса ларнӑ тепӗр старике хӑйӗн енчӗкне тӑсса парать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Крыльца умӗнчен Сергей Платоновича хирӗҫ ҫӳллӗ, пӑт-пӑт сарӑ пӑнчӑллӑ кӑвак вӗшле аҫи йӑраланса тухрӗ те ют ҫын умӗнче лӳперрӗн анасласа, вӑрӑм та тӗреклӗ урисемпе карӑнкаласа, ун-кун пӑхкаласа тӑчӗ; крыльца патӗнче йӗпкӗн хура муклашкасем евӗр курӑнса выртакан ытти вӗшлесем те ун хыҫҫӑн ҫавнашкалах юлхавлӑн карӑнса ура ҫине тӑчӗҫ.
VII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Крыльца умӗнче пирус тивертсе ячӗ, пӗр самант хушши шухӑшлакаласа тӑчӗ, унтан, хулпуҫҫийӗсене силлентерсе илчӗ те, крыльца ҫине хӑюллӑн хӑпарчӗ.У крыльца он закурил, на минуту стал, раздумывая, и, тряхнув плечами, решительно ступил на крыльцо.
22 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Пӑхатӑп та ҫапла — крыльца ҫинче эп паллакан ура йӗрӗ пур; Крыльца ҫине халӑх таптанӑ, пӗр йӗр вара айккинче, карлӑк патнерех.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.