Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

кравать сăмах пирĕн базăра пур.
кравать (тĕпĕ: кравать) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Помоги переводом

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Ӗҫме укҫа пур, йӗркеллӗ кравать туянма — ҫук, хӑма сарнӑ тимӗр кравать ҫинче вырткаласа тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑнана кил хуҫи малти пысӑк пӳлӗмри тимӗр кравать ҫине вырӑн сарса панӑччӗ, хӑй вара кайри пӗчӗк пӳлӗмри кӑмака хыҫӗнчи йывӑҫ кравать ҫине ҫывӑрма выртнӑччӗ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӳрече патӗнче пружинлӑ кравать пур, кравать пуҫӗнче чӗнтӗрпе витнӗ тумбочка тӑрать: тумбочка ҫинче хаклӑ альбомсем, ҫав альбомсенче туллиех сӑнӳкерчӗксем.

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Сӑпани вӑл хупса хӑварнӑ алӑк ҫине чылайччен пушӑ куҫпа пӑхса ларчӗ, унтан ӑна ҫекӗлпе ҫаклатрӗ те сӑхманне хывса кравать пуҫӗнчен уртрӗ, пушмакне салтса урайне пӑрахрӗ, вара хывӑнмасӑрах кравать ҫине тӑсӑлса выртрӗ.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Эпӗ хамӑн кравать ҫинчен пӗр самантра сиксе тӑтӑм — краватӗн вӑтаҫӗрти урисем хутланса ларчӗҫ, ун хыҫҫӑн тепӗр ик ури туртӑнса илчӗ, вара вӑл хӑй тӗллӗнех пӗр ҫӗре пуҫтарӑнма тапратрӗ.

Я так стремительно вскочил со своей раскладушки, что ножки, которые были прямо под моей головой, подвернулись, потянули к себе остальные две пары ножек — и раскладушка сама собой стала складываться.

Пӗрре ҫӗрле… // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.

Чочой хуллен кравать ҫине тӑрса ларчӗ, кравать пуҫӗ ҫине тайӑнса, питне аллисемпе тытрӗ те, Кэукай ҫыхса ҫӳрекен хӗрлӗ галстукӗ ҫине чылайччен пӑхса ларчӗ.

Чочой медленно сел на кровать, прислонившись к изголовью кровати, подпер лицо руками, и долго смотрел на красный галстук, который носил Кэукай.

Лайӑххи ҫав тери нумай // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Дэвид кравать ҫине пырса выртрӗ те тем пысӑкӑш резина атӑ тӑхӑннӑ урисене кравать пуҫӗ ҫине хучӗ.

Дэвид повалился на кровать, забросив ноги в огромных резиновых сапогах на спинку кровати.

Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.

Урамалла пӑхакан виҫӗ чӳречеллӗ пӳлӗмре диван, кӗнекесем хумалли шкап, сӗтел, пукансем, стена ҫумӗнче кравать лараҫҫӗ, кравать патӗнче, кӗтесре, пит ҫумалли савӑт ҫакӑнса тӑрать, тепӗр кӗтесре — кӑмака, стенасем ҫинче — тӗрлӗрен картина фотографийӗсем.

В комнате, с тремя окнами на улицу, стоял диван и шкаф для книг, стол, стулья, у стены постель, в углу около нее умывальник, в другом — печь, на стенах фотографии картин.

XXVIII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ҫук, авторитетлӑ ҫынсем пурте пӗр саслӑн ҫапла калаҫҫӗ: кравать урине ҫурмалла татас пулать, пӑчкӑ кӗрпине ҫӑтса ямалла, краватӗн пӑчкӑпа татнӑ ури ҫине пылчӑкпа сало сӗрмелле, хӑш тӗлтен татнине чи ҫивӗч куҫлӑ тӗрме хуралҫи те ан курайтӑр, тӗрӗс-тӗкелех-ҫке тетӗр.

Нет, все авторитеты говорят в один голос, что надо ножку перепилить надвое и так оставить, а опилки проглотить, чтоб никто не заметил, а ножку замазать грязью и салом, чтобы даже самый зоркий тюремщик не мог разглядеть, где пилили, и думал, что ножка совсем целая.

Вӑтӑр пиллӗкмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Ну, пичче хӗрӗ ылтӑна сыхласа усрама мана парсан, эпӗ ӑна хамӑн кравать ҫинчи улӑм тӳшек ӑшне чикрӗм; пӗр-ик куншӑнах укҫана банка кайса хывас килмерӗ; хамӑр кунта чухне кравать шанчӑклӑ вырӑн тесе шухӑшларӑм, мӗншӗн тесен эпир негрсене пӗлместпӗр — вӗсем пирӗн Англири тарҫӑсем пекех шанчӑклӑ ҫынсем пуль тесе шутларӑм.

— Да вот, когда племянница отдала золото мне на сохранение, я взял и сунул его в соломенный тюфяк на своей кровати — не хотелось класть деньги в банк на несколько дней; я думал, что кровать, пока мы здесь, надежное место, потому что мы не привыкли к неграм, — думал, что они честные, такие же, как слуги у нас в Англии.

Ҫирӗм тӑххӑрмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Хӑна йышӑнмалли пӳлӗме пӗр кравать та лартман, ун йышши япала пач та ҫук кунта, хулара та хӑш-пӗр чух хӑна пӳлӗмӗнче кравать ларткалаҫҫӗ-ха.

В гостиной не стояло ни одной кровати, ничего похожего на кровать, а ведь даже в городе во многих гостиных стоят кровати.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Вӗсем кӗрсе ӗлкӗриччен эпӗ ҫӳлти кравать ҫине хӑпарса кӗтесе хутланса выртрӑм, хам кунта лекнишӗн питӗ кулянтӑм; вӗсем ҫывӑхрах, кравать хӗрринчен тытса, калаҫса тӑраҫҫӗ.

Но не успели они войти, как я уже забрался на верхнюю койку, забился в самый угол и очень жалел, что я тут; они стояли совсем рядом, ухватившись руками за край койки, и разговаривали.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Чӳрече ҫине шурӑ карри ҫакнӑ, кравать патӗнче татӑк кӗсӗксенчен ҫӗлесе тунӑ пӗчӗк кавир выртать, кравать пуҫӗнче тӗрӗллӗ ҫитти витнӗ пӗчӗк сӗтел ларать, ун ҫинче шыв тултарнӑ симӗс графин.

На окне белела занавеска, около кровати лежал маленький самодельный, из лоскутков, коврик, рядом стоял столик, покрытый узорчатой скатертью, на нем зеленый графин с водой.

8 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— «Кравать айне пӑхӑр-ха» — кравать айӗнче те ҫук килнӗ ҫын.

«Загляните-ка под кровать» — и под кроватью нет проезжего.

I. Ухмах // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Арӑмӗ, сарлака йывӑҫ кравать ҫинче сылтӑм аллине кӑкӑрӗ ҫине хурса, маччаналла пӑхса выртнӑ.

Помоги переводом

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Пӗрре кравать ҫинче выртнӑ вӑхӑтра ӗне юрри-варри ҫиес килсе кайнӑ Хурама Иванӗн: сӗт, ҫу, чӑкӑт, уйран тата ытти те.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

— Пулма пултарать, — калаҫас килмесӗр йывӑррӑн кравать ҫине анса ларчӗ Ҫимун.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫӑматтине кравать ҫинчи минтер ҫумне тайӑнтарчӗ.

Помоги переводом

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анук кравать ҫинчен хуллен анса тумланма тытӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней