Поиск
Шырав ĕçĕ:
кичемлентернӗ (тĕпĕ: кичемлентер) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Акимушка пӳрчӗн тӑрри шӑтса кайнӑ, аяк пӗрчисем пек курӑнакан струпилӗсем иртсе ҫӳрене кичемлентернӗ; пӳрт юсама, ҫийне ҫӗнӗрен витме вӑхӑт тупӑнман тимӗрҫӗн: вӑхӑт та, вӑй-хал та пӗтӗмпех лаҫра пӗтнӗ, ҫын тытса юсаттарма укҫа-тенкӗ ҫитмен, мӗншӗн тесен Акимушка пысӑк ӗҫсемшӗн ҫеҫ укҫа илнӗ, пӗчӗк ӗҫсене пӗр пуссӑрах туса панӑ.
Ӗмӗрхи депутат // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Тӗрӗссипе каласан, унра вӑл искусствӑна тата унӑн формисене мар (симфонисемпе сонатӑсем ҫеҫ мар, оперӑсем те ӑна кичемлентернӗ), унӑн стихийине: паллӑ мар та чуна килентерекен; тӗлсӗр те чӗрере шӑранакан сасӑсене, йӑлтах хӑй енне ҫавӑракан туйӑмсене юратать.
V // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Истори те ӑна кичемлентернӗ: пӗрмай инкеклӗ ҫулсем ҫитни, этем телейсӗр пулни ҫинчен вуламалла, вӗренмелле; акӑ ҫын вӑй пухать, ӗҫлет, тӑрмашать, тем те пӗр тӳсет, ырӑ куна ҫывхартма тӑрӑшать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫаксем ӑна йӑлтах сехӗрлентернӗ, кичемлентернӗ.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Страницы:
- 1