Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

киммисене (тĕпĕ: кимӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ентимӗршӗн ку сӑмах — Шӑл ҫемиллӗ тулҫӑмах: Урта ыйтнине тӑвать — Киммисене ҫавӑрать…

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Тавар киммисене пурлаксем тӑвалла Ҫыран хӗррипеле тӑрмашса туртаҫҫӗ: Кӑҫкӑрса, ылханса, юрӑ юрла-юрла, Кӑкӑр-ҫурӑмсене ӗҫпеле ватаҫҫӗ…

Помоги переводом

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Атӑлӑн сылтӑм енче тупӑ сасси кӗрлесе кайнине илтрӗ те киммисене Кӑкшан еннелле пӑрӑнма хушрӗ.

Помоги переводом

9. Юлашки тытӑҫу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Анчах юхан шыв хӗрне ансан ҫакна курчӗҫ: каҫма киммисене каллех аякри хӑвалӑха илсе кайса пытарнӑ, Сӑр леш енче унта та кунта хул пуҫҫи ҫине йывӑр пищаль хунӑ стрелецсем уткаласа ҫӳреҫҫӗ.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Киммисене Кӑкшан тӑрӑх хӑйсем патне илсе кӗчӗҫ.

Помоги переводом

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Атӑлпа анакан мӗн пур ҫынна чарнӑ пекех, вӗсен киммисене хуралҫӑсем тытса чарчӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Улпут ҫуртне вӑл ҫунтарсассӑн, Киммисене те ҫаратсассӑн, Каланӑ халӑх: «Пирӗн тар, Ҫунтар, тӗп пултӑрах, ҫунтар».

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Кам киммисене сӑпка сиктернӗ пек сиктерӗн эсӗ кунӗн-ҫӗрӗн?

Помоги переводом

1. Сывӑ пул, Атӑл! // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Киммисене хамӑр ладьясенчен кӑкарса ярӑр! — кӑшкӑрчӗ воевода.

Помоги переводом

18. Вырӑс тупписем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Умра мӗн пуррине нимӗн те курман кормчисем хӑйсен киммисене ӑҫталла илсе кайнине те пӗлмерӗҫ.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Хуралҫӑсем пулӑҫсен ҫӳлтен анакан киммисене вырӑссем вырӑнне йышӑннӑ иккен.

Помоги переводом

17. Палецкий князь // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Аран-аран пуҫтарӑнакан ҫар киммисене хӑварса Бельский темиҫе воеводӑпа тата Шигалейпе пӗрле ҫуран ҫар хыҫҫӑн анаталла анса кайрӗ.

Помоги переводом

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫар киммисене вӗсем кӗтмен вӑхӑтра ирттерсе ямалла.

Помоги переводом

15. Хусан хапхи умӗнче.. // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ун уҫлӑхне ытла ҫывӑха килсе ларнӑран вӑл Атӑлпа иртсе ҫӳрекенсенчен чӑлӑш-чалӑш мӑрьеллӗ, ҫӗтӗк ҫи виттиллӗ пӳрчӗсене ҫеҫ мар, ӳкме пуҫланӑ картисене те, хуралса ларнӑ мунчисене те, ҫыран хӗррипе сапаланса тухнӑ вӗтӗ киммисене те, ним йӗркесӗр купаланса выртакан вут-шанкӑ шаршанӗсене те пытараймасть.

Помоги переводом

8. Каҫхи калаҫу // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Чӑннипех те, — терӗ вӑл кӑмӑлне тӑнӑҫлантарса, — ҫав ҫынсене хӗрхенетӗп, вӗсене хӗрлӗ тутӑрсен, карабинсемпе гитарӑсен сӑнарлӑ поэзийӗ ҫавӑрса ункӑланӑ, вӗсен тавра — хӑрушӑ та авӑк хӗрарӑмсем, вӗсем капӑр тумтирлӗ, хӑйсен юратнӑ ҫыннисен вӑрттӑн киммисене сӑнаса тӗттӗмелле тинкереҫҫӗ.

— Серьезно, — сказала она, приходя в мирное настроение, — мне жаль этих людей, так устойчиво окруженных живописной поэзией красных платков, карабинов, гитар, опасных и резких женщин, одетых в яркое и высматривающих в темноте таинственные лодки своих возлюбленных.

XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Турци пашисем пӗр-пӗринпе яланах хирӗҫнине пӗлсе вӑл Виддина пашине аслӑ визире хирӗҫ тӑратнӑ, Виддина патӗнче тӑракан унӑн киммисене сутӑн илсе вӗсене хӑйне пӗрле илсе кайнӑ.

Зная о постоянных раздорах турецких пашей, он восстановил против великого визиря виддивского пашу, купил у него все стоящие у Виддина суда и угнал их.

VII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.

Козаксем хавассӑн каялла ишнӗ; вӗсене хыҫалтан туроксен вунӑ тупӑллӑ карапӗ хӑваласа пынӑ, вӑл мӗнпур орудийӗсенчен пӗрсе козаксен тӗрексӗр киммисене кайӑксене сапаласа янӑ пек сапаланӑ.

Они весело плыли назад; за ними гнался десятипушечный турецкий корабль и залпом из всех орудий своих разогнал, как птиц, утлые их челны.

X // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Малтан Ловать тӑрӑх кимӗпе кайнӑ, унтан вара киммисене Днепр ҫине сӗтӗрсе каҫнӑ.

Сперва на лодках по Ловати, потом волоком перетаскивали лодки в Днепр.

III сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.

Ҫынсем сасартӑках пурте киммисене ҫула кайма хатӗрлессе пӑрахса ҫыран хӗрринчен кунталла тухрӗҫ, мӗншӗн тесен, вӗсен халь похода тинӗспе мар, типҫӗрпе каймалла килсе тухрӗ, вӗсене суднӑсемпе козаксен чайкисем мар, урапасемпе лашасем кирлӗ пулса тӑчӗҫ.

Все бросили вмиг берег и снарядку челнов, ибо предстоял теперь сухопутный, а не морской поход, и не суда да козацкие чайки — понадобились телеги и кони.

IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.

Япони пулӑҫисем киммисене ҫыран хӗрринчен шаларах туртса хунине куртӑмӑр.

Мы видели, как японские рыбаки оттащили кунгасы подальше от берега.

«Саго-мару» пӗтни // Михаил Рубцов. Диковский, С. В. Калавсем; Хв. Уярпа М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 70 с. — 16–42 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней