Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килменни (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Санран ҫырусем час-часах килменни ҫеҫ пӑшӑрхантарать.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Килменни паха…

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Килменни тата та лайӑхрах, — мӑкӑртатрӗ каҫхи сывлӑшпа уҫӑлнӑ Ҫимун.

Помоги переводом

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Анчах мӑн хырӑмлӑ хуҫана ырласа алӑ ҫупни тата тем пулсан та парӑнас килменни чарса тӑчӗҫ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑшра: «Ку фуфайкӑллисем ырӑ шухӑшпа килменни ҫинчен калас-и е калас мар-и?» — текен иккӗленӳллӗ шухӑш ҫаврӑнса ҫӳрет.

Помоги переводом

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Стройкӑра ӗҫлеме май килменни питех кулянтармарӗ ҫамрӑк ҫынна.

Помоги переводом

Хаклӑ шӑл // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 62–72 с.

«Епле ҫӑмӑллӑн таврӑнать иккен пурте, — тата тепӗр хут шухӑшларӗ вӑл, — пурте, ху кӗтменни те, ытла кӗтесех килменни те.

Помоги переводом

9. «Лена калаҫать!» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Завьялов коменданта тав турӗ, ӑна халлӗхе хӑйӗн ҫывӑрас килменни, ҫӗр пӳрт умӗнче уҫӑ сывлӑшпа сывласа ларасси ҫинчен каларӗ.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Компромисс тупас, алӑ парас килменни ку эрнере ертӳлӗхпе калаҫнӑ чухне е патшалӑх инстанцине кайсан ура хурӗ.

Отсутствие желания искать компромиссы и идти на уступки может стать на этой неделе камнем преткновения при общении с руководством или обращении в государственные инстанции.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Хӑй мӗн пӗлнине калас килменни сисӗнчӗ унӑн, анчах ҫавна пытарма май тупаймарӗ.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Хӑвӑрӑн шухӑша улӑштара килменни, хирӗҫле кӑмӑл-туйӑм таврари ҫынсемпе харкаштарма пултараҫҫӗ.

Нежелание менять свою точку зрения, противоречивый характер могут привести к мелким ссорам с вашим окружением.

14-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Унӑн тантӑшӗсенчен уйрӑлас килменни паллӑ, анчах ним тума та ҫук.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Юлашки вӑхӑтра хӗрӗнчен ҫыру килменни карчӑка питӗ хытӑ пӑшӑрхантарать; вӑл, ҫӗрле те ҫичшер вӑранса, юратнӑ хӗрӗшӗн, вӑрҫӑри ытти салтаксемшӗн хурланса калаҫать.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Епле пӗчӗкскере ӑнлантарас этемӗн ҫӗр ҫинче нихҫан та ватӑлас килменни ҫинчен?

Помоги переводом

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

— Кунта килменни мӗн чухлӗ-ха тата.

Помоги переводом

16. «Ывӑлусем хитре сан, ҫӗрпӳ» // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Сана эп час килнипе килменни мӗн тума кирлӗ? — ҫиллессӗн тавӑрчӗ пӗркенчӗклӗ хӗрарӑм.

Помоги переводом

2. Ыйткалакан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫук-ха, кӗме иртерех, Ятман ӗҫ хыҫҫӑнхи ырӑ туйӑма ытларах туйса юласшӑн, киле кӗрес килменни мар, шӑп кӑна ҫак ыр туйӑм тытса чарчӗ ӑна пӳрт умӗнче.

Помоги переводом

XXXII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫав вӑхӑтрах чирлӗ аппӑшӗ патне Кутемере кайса килменни те тарӑхтарчӗ Павлуша…

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ӑнсӑртран улача-чӑпар кӗлеткеллӗ тутӑр ҫакӑнса тӑнине курчӗ те асламӑшӗ валли кучченеҫ илсе килменни ҫинчен аса илех кайрӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Сӑнӗнче тем те пӗр пирки тӗшмӗртес-шухӑшлас, ӑнлантарса парас килменни ҫырӑннӑ, — тӗрӗсех-тӗр: ӗҫе хӑвӑртлатас тӗллевпе хыпаланать.

Ее лицо выражало нежелание вступать в предположения и объяснения, пока еще надо двигаться самой ради ускорения дела.

XXI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней