Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

килеттӗм (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кичем чухне час-час сехет пӑхма вӑр-вар кайса килеттӗм.

Помоги переводом

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Кӗтӳ тавра ҫаврӑнса килеттӗм те татах ыйтса пӗлме тӑрӑшаттӑм.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Хулана килеттӗм те, хула ҫыннисем те ытарайми пӑхатчӗҫ ман кӗрӗк ҫине.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Эпӗ ӗлӗк, яш чухне, Кӑрмӑша ҫуран кайса килеттӗм — ҫул ҫинче пӗрре те ларса канман.

Помоги переводом

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Вӑл чирлӗ выртнӑ чух эпӗ сайра хутра больницӑна кайса килеттӗм, кашнинчех: «Саша мӗнле-ши, тем шарламасть, вӑл та чирлемерӗ-ши?» — тесе ыйтатчӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Манран килес пулсан эпӗ пӗр Савтепи вырӑнне ик-виҫӗ Савтепи тупса килеттӗм.

Я бы и трех Савдеби привел.

Хӗр ҫухалнӑ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Эп ун патне кайкаласа килеттӗм, вӑл мана пыл ҫитеретчӗ.

Когда я прихаживал к нему, он давал мне меду.

Ача аслашшӗне хурт ами тупса пани // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 53–54 с.

Тепӗр тесен, эпӗ хам та, пӗчченех, питӗ аван тухса килеттӗм.

В конце концов, я мог бы великолепно ехать один.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 282–286 с.

— Эпӗ сӑмавара ӑшӑтмалла пулӗ, тесе килеттӗм.

— Я хотела подогреть самовар, он, наверное, остыл уже.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Рысс Е. Хӗрача ашшӗне шырать: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 140 с.

Эпех ярмӑнка смотрительне тата темле кирлӗ ҫынсене взяткӑсем леҫсе ҫӳреттӗм, вӗсенчен «тӗрлӗ саккунсӑрлӑх тума ирӗк паракан хутсем» илсе килеттӗм, — ҫавӑн пек калатчӗ хуҫа вӑл документсем ҫинчен.

Я же разносил взятки смотрителю ярмарки и ещё каким-то нужным людям, получая от них «разрешительные бумажки на всякое беззаконие», как именовал хозяин эти документы.

X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Каяттӑм та каллех ҫаврӑнса килеттӗм, тӗрӗс вӗт.

Уезжала и приезжала опять, правда же?

Холмогор // Василий Игнатьев. Панова В. Ф. Серёжа: повесть; Василий Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.

Учебнике час-часах портфеле чиксе килеттӗм те сӗтел ӑшне хурса хӑвараттӑм.

Часто приносил учебник в портфеле и оставлял его в ящике стола.

Иккӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Вӗсене вара чылай пысӑк чӑрмавсене сирсе ярса ҫеҫ тӗрлӗ библиотекӑсенчен тупса килеттӗм.

Которые я с трудом разыскивала в различных библиотеках.

Пысӑк виҫе // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.

Ирхине, тул ҫутӑлас умӗн, эпӗ хирсене кайса, унтан арбуз е дыня, кавӑн е ҫамрӑк кукуруза е тата мӗн те пулин урӑххи кивҫенле илсе килеттӗм.

Утром на рассвете я забирался на кукурузное поле и брал взаймы арбуз, или дыню, или тыкву, или молодую кукурузу, или еще что-нибудь.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Эпӗ Сэндхорст экспресӗпе килеттӗм.

Я ехал в сэндхорстском экспрессе.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Эпӗ хам та илсе килеттӗм, — терӗ ача, каллех пукан ларкӑчӗ ҫине чӗркуҫленсе ларса.

Я бы и сам принёс, — спросил мальчуган, опять забираясь коленями на сиденье стула.

Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.

Эпӗ иккӗ мар, виҫҫӗ тупнӑ пулсан та илсе килеттӗм.

Не то что две, три нашел, и то снес бы.

Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.

Чупса килеттӗм те кунта — куҫ сиктерми пӑхаттӑм, савӑннипе чун киленетчӗ.

Прибежишь, бывало, сюда — глаз не оторвать, душа дрожала от радости.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Урай ҫунӑ чухне шыв ҫитместчӗ те, вара юр тӑрӑх урам урлӑ ҫӑл патне ҫил-тӑман пек вӗҫтерсе кайса килеттӗм!

Бывало, мою дол, не хватит воды, и по снегу, аж пар валит, наискосок, через улицу так и прожгешь до колодца!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ армантан килеттӗм… — пуҫларӗ вӑл хаюсӑррӑн, анчах та Давыдкӑн куҫа шартарса яракан куллине аса илчӗ те, ашшӗн пӑчӑ-пӑчӑ тӗрӗллӗ жилеткӑпа туртӑнса тӑракан ҫаврака хырӑмӗ ҫине пӑхса, татӑклӑнах малалла каларӗ:

— Я шел с мельницы… — начал он нерешительно, но вспомнил слепящую Давыдкину усмешку и, глядя на круглый отцовский живот, обтянутый чесучовой жилеткой, уже решительно продолжал:

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней