Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫӗнче (тĕпĕ: каҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вунҫиччӗмӗш ҫулхи ноябрь каҫӗнче «Аврора» крейсер ҫав тӗттӗмлӗхе хӑйӗн вӑйлӑ прожекторӗсемпе сирсе янӑ, ҫӗнӗ ӗмӗр пуҫланни ҫинчен пӗлтерсе, тупӑран пенӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Шупашкар хулин пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Денис Спирин Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче тӗп хулари общество транспорчӗ 1 сехетчен ӗҫлесси ҫинчен пӗлтерчӗ.

Помоги переводом

Уяв савӑнӑҫ кӑна кӳтӗр // Николай КОНОВАЛОВ. http://hypar.ru/cv/news/uyav-savanac-kana-kyter

— Мӗтри пиччене ик каҫӗнче те килне ятӑм.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнер мӑшӑрпа Николай Сергеев артистӑн юбилей каҫӗнче пулса килентӗмӗр.

Помоги переводом

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Механизаторсем уй-хир ӗҫӗсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа ирттернӗ кану каҫӗнче пулса иртнӗ ҫак хӑрушӑ ӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Асӑну каҫӗнче аса илмелли пайтах пулчӗ пухӑннисен.

Помоги переводом

Дмитрий Волков ячӗпе - Асӑну хӑми // А.ЗАМУТКИНА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/404-d ... s-nu-kh-mi

Хӑйӗн пулас упӑшкипе Ҫирӗклӗре ташӑ каҫӗнче паллашнӑ.

Помоги переводом

Учитель пуласси — чун туртнӑ ӗҫ // Венера КЛЮШНИКОВА. https://sutasul.ru/articles/v-rent/2023- ... tn-3454313

Уяв каҫӗнче е презентацире пулса курас шанчӑка ан вӗҫертӗр, мӗншӗн тесен шӑпах халӗ пурнӑҫ ӑнӑҫлӑ йӗркеленес шанчӑк пысӑкланать.

Не упустите сейчас возможность побывать на вечеринке или презентации, т. к. именно в этот момент у вас увеличатся шансы на удачную жизнь.

36-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Ташӑ каҫӗнче сӑн ӳкерӗнмелли зона та пулӗ.

Помоги переводом

Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенчи юрӑ-кӗвӗпе ташлама чӗнеҫҫӗ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/35522.html

Саккӑрмӗш каҫӗнче вара, тул ҫутӑласпа, курнӑ: Энтрей хӑйӗн хваттерӗнчен ху-уллен, чӗрне вӗҫҫӗн утса тухса почта ещӗкӗ патне пынӑ, пӗчӗк пукан лартнӑ та ҫӳлелле кармашма тытӑннӑ…

Помоги переводом

Хӑрушӑ тавӑру // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 12–21 с.

…Ырӑпа вӗҫленекен пӑтӑрмах ҫинчен Ҫӗнӗ ҫул каҫӗнче каласа пама пит те кӑмӑллӑ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Малтанхи каҫӗнче арҫын ачасем ҫеҫ килеҫҫӗ, иккӗмӗш каҫӗ вара — хӗрачасемпе пӗрле.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

…Август уйӑхӗн пӗр каҫӗнче Нина Георгие хумханса та хӑраса, ҫав вӑхӑтрах — савӑнса та, хӑй йывӑр ҫын иккенне систерчӗ.

Помоги переводом

Ҫурӑлса ҫитеймен чечек // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 76–90 с.

Шкул хапхи умӗнче ҫамрӑксем пӗтӗҫрӗҫ те пӗр-пӗрне сывпуллашу каҫӗнче мӗн каламасӑр юлнине юркаларӗҫ, сӑмах айне пулнӑ сӑмахӗсене «сӑмах пачӗҫ», тӑрламасӑр юлнӑ кӑтӑкла шӳчӗсене тӑрларӗҫ, хӑшӗ-пӗри ыттисемпе хӑйӗн адресӗпе ылмашӑнчӗ, япшар чӗлхеллисем пӗр-пӗрне яланах асра тытса пурӑнма, «ҫавра» датӑсенче каллех пухӑнса уявлама чӗнсе тӗрӗлтетрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫавӑн пек телейлӗ мехел вӑтам шкул пӗтернине ҫирӗплетекен тӗп документ — аттестат — илнӗ шеппе йӗркеленӗ кӑларӑм-уяв каҫӗнче тин ҫаврӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Раштав уйӑхӗн пӗр каҫӗнче эпӗ хӗре станцӑналла ҫавӑтса кайрӑм.

Помоги переводом

Чавса ҫывӑх та ҫав… // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 7–13 с.

Кӗтӳ кӗртсе каҫ пулсан халӑх ташӑ каҫӗнче савӑнчӗ.

Помоги переводом

Ял халӑхӗ савӑннипе хӗвел те хытӑрах хӗртрӗ // Е.АЛЕКСАНДРОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9717-yal-kha ... akh-kh-rtr

Юратнӑ сӑвӑҫӑн хайлавӗсене вулас тата пултарулӑхӗ ҫинчен ытларах пӗлес текенсем поэзи каҫӗнче йӗркеленӗ «Сӑвӑсем ҫыратӑп, музыкӑпа ҫыхӑнатӑп» кӗнеке куравӗнче ҫывӑхрах паллашма пултарнӑ.

Помоги переводом

Музыкӑпа поэзи каҫӗ иртнӗ // Канашьен. http://kanashen.ru/2022/09/30/%d0%bc%d1% ... 82%d0%bde/

Иртнӗ Ҫӗн ҫул каҫӗнче пӗрле ташланӑччӗ, аса илтӗр-и? — ӑшшӑн кулса каларӗ хӗр.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Унта иртнӗ уяв каҫӗнче: «Тӗп парнене иккӗмӗш ҫул умлӑ-хыҫлӑ Пушкӑртстан Республики ҫӗнсе илет. Хальхинче — «Этномир» кӑларӑма хатӗрлесе ертсе пыракан Татьяна Никитина!» — тенине илтсен вӗҫсе кайманни ҫеҫчӗ.

Помоги переводом

Пысӑк ҫӗнтерӳ // С.Филиппова. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 5 стр.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней