Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каҫма сăмах пирĕн базăра пур.
каҫма (тĕпĕ: каҫма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш енне каҫма пилӗк пус, унтан каялла каҫма пилӗк пус.

Туда пятачок и оттеда пятачок.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

Ҫавӑнпа та Горбунов, группӑра асли пулнӑскер, ҫаран ҫинче, шурлӑхсем хушшинче ҫӗр каҫма, тул ҫутӑлас умӗн вара юханшыв патне ҫитсе, ирхи тӗтрепе усӑ курса ҫырансене пӑхса тухма, кӗперсӗр каҫма май пур вырӑнсене тупма, вӗсене виҫсе пӑхма, унтан ҫаксене пурне те карта ҫине паллӑ тума приказ пачӗ.

Поэтому Горбунов, который был старшой в группе, приказал заночевать на лугу посреди болот, с тем чтобы перед рассветом пробраться к речке и, пользуясь утренним туманом, осмотреть берега, найти броды, промерить их и нанести на карту.

14 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Хӑш-пӗрисем ним шарламасӑр сад решетки урлӑ сике-сике каҫма тапратнӑ.

Некоторые стали молча прыгать через решётку сада.

Январӗн 9-мӗшӗ // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 133–155 стр.

Чикӗ урлӑ каҫма хӑтланнӑшӑн суд тумалла тесе, мана Кишиневра тӗрмене лартрӗҫ те, ҫавӑнта тифпа чирлесе ӳкрӗм…

Посадили меня в Кишиневе в тюрьму, желая судить за самовольное прохождение границы, а там у меня и разыгрался тиф…

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Шыв урлӑ тӳрех каҫса ҫӳрес тетӗр пулсан, тӳрех каҫса ҫӳрӗр, тӳрӗ каҫма кӑмӑлӑр ҫук пулсан — каҫӑ урлӑ каҫса ҫӳрӗр.

Желаете — в брод пойдете, не желаете — идите через лавы.

Кулак йӑви // Василий Алагер. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 27–33 стр.

— Ӗҫсем мӗнле, кил хуҫи, — савӑнать Катерина, — хӗл каҫма тырӑ ҫитет-и пирӗн халӗ?

— Ну как, кормилец, — улыбалась Катерина, — на зиму хлебом мы теперь обеспечены?

38-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ҫулать, ҫулать, — пӑшӑлтатрӗ вӑл Федя хӑлхинчен, унтан карта урлӑ каҫма хӑтланчӗ.

— Косит, косит, — шепнула она Феде и полезла через изгородь.

31-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапла, пылак чечексене ӗмкелесе, калаҫкаласа вӗсем улӑхран иртсе кайрӗҫ, шыв хӗррине анса, шыва тивсе тӑракан каҫма урлӑ шывӑн тепӗр енне каҫса кайрӗҫ, сӑрталла хӑпарчӗҫ.

Так, лакомясь и болтая, они миновали луг, спустились к речке, перебрались по дощатому, шлепающему по воде настилу на другой берег и поднялись на пригорок.

15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ак сана, — кӑмӑлсӑрланчӗ Захар, — алӑк урати урлӑ каҫма ӗлкӗреймерӗн, алӑк патнелле пӑхма та пуҫларӑн.

— Ну вот, — нахмурился Захар, — только через порог перешагнул, а уж на дверь оглядываешься.

7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Калӑпӑр, ҫуркунне, хальхи пек пӑр каять, командир ӑна хӑй патне чӗнтерет, кирлӗ ӗҫпе шыв леш енне каҫма хушать.

И вот, скажем, весна, ледоход, вроде этого; вызывает его к себе командир отряда и приказывает пробраться на тот берег реки с очень важным заданием.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачасем пӗр-пӗрин ҫине пӑхса илчӗҫ: хӑмаран тунӑ каҫма ҫук та.

Мальчишки переглянулись: дощатого настила не было.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Киле, шкула хӗл каҫиччен ҫӳренӗ хӑма сарнӑ ансӑр каҫма урлӑ е тавра ҫулпа, кӗпер урлӑ каясси пирки хирӗҫӳ пуҫланчӗ.

Завязался спор, каким путем идти домой: через узкий дощатый настил, по которому ходили в школу всю зиму, или окружной дорогой, через мост.

5-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

вӑл вара кӳлленсе тӑракан шыв-шур урлӑ ҫирӗппӗн утса каҫма пуҫларӗ.

и она решительно зашагала прямо через лужи и потоки.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫма шырасси пуринчен малтан Машӑна йӑлӑхтарчӗ.

Маше первой надоело отыскивать переходы и мостики.

2-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Штольц хӗл каҫма ялтан килсен кӑна вӑл ун килне ыткӑнать те Андрей ҫине ытарайми пӑхать, ӑна ҫепӗҫҫӗн савса ачашлать, вара Андрей Иваныча тем калӗччӗ, тав тавӗччӗ, юлашкинчен, хӑйӗн чӗринче мӗн пуррине йӑлтах, йӑлтах ӑна каласа парӗччӗ: Штольц ӑнланӗччӗ, анчах Агафья Матвеевна каласа пама пӗлмест, Ольга умне ыткӑнать ҫеҫ, ун аллине чуптӑвать те ҫав тери хурланса йӗрсе ярать, Ольга та ирӗксӗрех унпа пӗрле макӑрса ярать, Андрей вара пӑлханса, васкаса пӳлӗмрен тухать.

Только когда приезжал на зиму Штольц из деревни, она бежала к нему в дом и жадно глядела на Андрюшу, с нежной робостью ласкала его и потом хотела бы сказать что-нибудь Андрею Ивановичу, поблагодарить его, наконец, выложить пред ним все, все, что сосредоточилось и жило неисходно в ее сердце: он бы понял, да не умеет она, и только бросится к Ольге, прильнет губами к ее рукам и зальется потоком таких горячих слез, что и та невольно заплачет с нею, а Андрей, взволнованный, поспешно уйдет из комнаты.

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Нева шӑнни ӑна чӑрмантарчӗ, вӑл каҫма ӗлкӗреймерӗ.

Нева захватила на той стороне, не успел переправиться.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Пӗррехинче вӗсем иккӗшӗ таҫтан ӳркевлӗн, ним шухӑшламасӑр таврӑнаҫҫӗ, аслӑ ҫул урлӑ каҫма ҫеҫ тытӑннӑччӗ, вӗсене хирӗҫ тусан пӗлӗчӗ ҫӗкленчӗ, тусан ӑшӗнче кӳме чупни курӑнчӗ, кӳмере Сонечкӑпа упӑшки тата темле господинпа госпожа ларса пыратчӗҫ…

Однажды они вдвоем откуда-то возвращались лениво, молча, и только стали переходить большую дорогу, навстречу им бежало облако пыли, и в облаке мчалась коляска, в коляске сидела Сонечка с мужем, еще какой-то господин, еще какая-то госпожа…

XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах вӑл ӑнсӑртран, ӗҫӗ ӑнӑҫлӑ пулассине шанса, куҫне хупса тӗпсӗр ҫырма урлӑ сиксе каҫма е хӳме ҫине ыткӑнма пулӑшакан хастарлӑхпа хӗҫпӑшалланман.

Но он не способен был вооружиться той отвагой, которая, закрыв глаза, скакнет через бездну или бросится на стену на авось.

II сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Илья Ильичшӑн вӗренӳ тӗлӗнмелле пулнӑ: наукӑпа пурнӑҫ хушшинче уншӑн тӗпсӗр ҫырма выртнӑ, вӑл вара ун урлӑ каҫма пикенсе те пӑхман.

Странно подействовало ученье на Илью Ильича: у него между наукой и жизнью лежала целая бездна, которой он не пытался перейти.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ҫӗр каҫма вӗсем Пӑлхар хули пулнӑ вырӑнта чарӑннӑччӗ.

Помоги переводом

«Чунҫӳрев»: ҫулсем такӑр пулччӑр // Евгений Турхан. http://suvargazeta.ru/news/cn-khyparsem/ ... -pulchchar

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней