Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каятчӗ (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Председатель ҫынсемпе вӑрҫса туллашса чӗтрене еретчӗ те «эпӗ нервнӑй больной!» тесе ҫуйӑхатчӗ, ҫӑва тухсанах вара, хӗрсе ӗҫ пынӑ вӑхӑтра, колхоз укҫипе икшер уйӑха курорта туха-туха каятчӗ.

Помоги переводом

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Инҫетрен-инҫетрен пӗччен купӑс сасси илтӗне-илтӗне каятчӗ те каллех лӑпланатчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мӗншӗннине хам та пӗлместӗп, анчах Нина Васильевна алӑран тытсанах, манӑн ыратни те иртсе каятчӗ, кичемлӗх те таҫта кайса кӗретчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Мускавран ытларах Ленинградпа интересленетчӗ, ун ҫинчен каласа панӑ чух шухӑша каятчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ун чухне вӑл палламалла мар улшӑнса каятчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Вӑл пирӗнпе, — чирлисемпе, — пӗчӗк ача пекех ахӑлтатса кулнӑ ҫӗртех, сасартӑк кулма чарӑнатчӗ те, тӗксӗмленсе каятчӗ, тем аса илсе, йывӑррӑн сывлатчӗ.

Помоги переводом

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ҫав музыка мана пӗрре пӗлӗтелле вӗҫтерсе каятчӗ, вара манӑн ҫунатсем вӑйсӑрланнӑ пек пулатчӗҫ те, эпӗ каллех ҫӗрелле аннӑ пек туяттӑм.

Помоги переводом

IV // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Пирӗн поезд малалла каятчӗ, эпир пӗр ҫутӑсӑр станцӑсемпе разъездсем, темӗнле шӑплӑха путнӑ пысӑк хуласем витӗр тухрӑмӑр.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Хӑш чухне вӑл, ывӑнса ҫитнӗскер, ларнӑ ҫӗртех таянса ҫывӑрса каятчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Анчах «сестра» пурне те таса чӗрепе ӗненетчӗ, «тата мӗнпе пулӑшам-ши?» — тенӗ пек, йӗри-тавра пӑхкаласа илетчӗ те пысӑк сестрасем патне «канашлама» каятчӗ.

Помоги переводом

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Михха урамра е урӑх ҫӗрте тӗл пулсан, вӑл ун ҫинелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр иртсе каятчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑш чухне — хам пек ачасемпе пӗрле кӗтӳ кӗтме кайсан — кунӗ сисӗнмесӗрех иртсе каятчӗ.

Помоги переводом

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Ун чухне ҫумӑр чылай вӑхӑт ҫумасан урам хушшинче тусан шит хулӑнӑш пулса каятчӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Вӑл Вӗҫелисӑн утмӑлтурат чечеклӗ тутӑрне чутах сӳсе каятчӗ, аран тытса ӗлкӗрчӗ хуҫи ӑна.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Экспедицисенче шӑнса ӳпкине пӑснӑччӗ вӑл, хулана таврӑнмассерен Атӑл леш енчи санаторие каятчӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Курма килсе каятчӗ те укҫа парса хӑваратчӗ, каллех хӑйӗн экспедицине тухса вӗҫтеретчӗ.

Помоги переводом

10 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эс ун чухне хирӗҫ мӗн те пулин каланӑ е тытса хӗненӗ пулсан, луччӗ хӑвӑрт иртсе каятчӗ пуль.

Помоги переводом

7 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Чи малтан Санюк дояркӑна чӗнсе кӗчӗҫ, вӑл шӑпах фермӑна ӗне сума каятчӗ.

Помоги переводом

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Мучи те каятчӗ.

Помоги переводом

Юрату асапӗ // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Ҫӗре ӳкмен пулсан вӗсене ҫав самантрах таҫтан вӑрмантанах вӗҫсе килнӗ турат ҫаклатса каятчӗ пулӗ.

Помоги переводом

Ҫил-тӑвӑл // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней