Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

каччӑсен (тĕпĕ: каччӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ушкӑнри тантӑшӗсенчен каччӑсен куҫне ытларах ун пеккисем тӗл пулаҫҫӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Пирӗн студентсем сопраматпа экзамен ӑнӑҫлӑ тытсан «Каччӑсен — авланма, хӗрсен качча кайма та юрать» тетчӗҫ, — терӗ кӑшт куланҫи пулса Ирина.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Хӗрсемпе каччӑсен малашлӑхӗ ҫавӑнтан нумай килет.

Помоги переводом

Шкул лагерӗнче пурнӑҫ савӑк // Елена ИВАНОВА. http://alikovopress.ru/shkul-lagerenche- ... savak.html

Каччӑсен ҫырӑвӗсене те ярса пачӗ.

Помоги переводом

Караҫ Миккин кинӗсем // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 368–373 с.

Вӑрр, вӑрр вӗлкӗшеҫҫӗ кӗпе аркисем, шӑнкӑр-шӑнкӑр шӑнкӑртатаҫҫӗ кӗмӗл тенкӗсем, шак-шак-шак! пӗр харӑс сасӑ параҫҫӗ хӗрсен аттисемпе каччӑсен пушмакӗсем.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Ҫитӗнсе ҫитмен каччӑсен чылай йывӑр ӗҫе пурнӑҫлама тивнӗ.

Помоги переводом

Вӗренӳпе ӗҫ юнашар пулнӑ // Василий Пундяков. http://kasalen.ru/2023/04/21/%d0%b2%d3%9 ... %bd%d3%91/

Тинӗсрен те тарӑн, пылран та тутлӑ пулчӗ кунӗпех хула «тӑршшӗпе сарлакӑшне виҫсе» ӗмпӗлтетнӗ, ҫурӑма-ҫурӑммӑн выртнӑ каччӑсен ыйхи ҫак «люксра» (Ула Тимӗр вара тӗлӗкре ҫӗрӗпех темле шап-шурӑ пӗлӗт ҫинче Полинӑпа таҫталла вӗҫрӗ, анчах, тӗлӗнмелле, ҫак пӗлӗт вӗҫнӗ ҫемӗн тӗксӗмленсе-тӗксӗмленсе пычӗ те юлашкинчен пач хуралса ларчӗ), ир енне ҫеҫ, тухӑҫ майӗпен кӗренленекен кӑвак чечеке ларнӑ чух, ҫурҫӗр енчен вичкӗн, харсӑр варкӑш та кастарса вашкӑрткаланине пула, вӗсене хытах, шӑлӗсем пӗр-пӗрне тӗкӗнмиех ҫатӑрларӗ тӑртӑр чӗппи, пӗтӗм шӑмма-шакка витӗрех йӗплерӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Вӑр та вӑр ҫаврӑнаҫҫӗ мӑшӑрсем, вӑльт та вӑльт тӑваҫҫӗ хӗрсемпе каччӑсен савӑнӑҫлӑ пит-куҫӗсем.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Григорьев, сӑран атӑпах тухнӑскер, сиксе анса, ҫуна хыҫӗнчен тытса чупрӗ, унтан пирус туртма тесе, каччӑсен ҫуни ҫине ларчӗ.

Помоги переводом

XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Каччӑсен пӳлӗмӗнче дежурнӑй пекки те пур, пур пӗрех кунта ялан тирпейсӗр.

Помоги переводом

IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Ют каччӑсен шӑрши ан пултӑр пирӗн улахра!

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл урамра тӗл пулнӑ каччӑсен ушкӑнне явӑҫса килнӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн илемлӗ пит-куҫӗ, ҫӳллӗ кӑкӑрӗсем, пилӗк таран икӗ сарӑ ҫивӗт, ҫинҫе пилӗкӗ каччӑсен куҫӗсене илӗртсе хӑй ҫине пӑхтарчӗ.

Помоги переводом

XIX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл, хӑйне хӑй те лайӑх астумасӑр, каччӑсен ушкӑнӗнчен пӑрӑнса иртрӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫакнашкал сӑра ӗҫтере-ӗҫтере, вӑл алӑк анинче кӗпӗрленсе тӑракан каччӑсен ушкӑнӗ тӗлне ҫитрӗ те сасартӑк асран кайман яштака качча асӑрхарӗ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Каччӑсен ушкӑнӗ вара тупӑшура тӑваттӑмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Помоги переводом

Спортӑн тӗрлӗ тӗсӗнче маттур // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikhttp://putpobe ... -slet-nche

Иливан хӑйне ҫамрӑк каччӑсен шутне мар, вӑй питти ҫынсен шутне кӗртет.

Помоги переводом

9. Сарьепе Иливан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эсир ӑна ачасем ҫинчен, ачасем ҫинчен калӑр, — каччӑсен хӑлхинчен пырса пӑшӑлтатрӗ Иван Сергеевич.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.

Командирсен ҫырӑвӗсене, хаяр ҫапӑҫусенчен таврӑнайман каччӑсен ашшӗ-амӑшӗ патне янӑскерсене, вуланӑ май чӗре ыратать.

Помоги переводом

«Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисем» // Хыпар. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 14 с.

Унӑн тем ыйтнӑ пек пӑхакан пысӑк кӑвак куҫӗсене курсан каччӑсен сӑнӗсем улшӑннӑ, чӗрисене вут хыпса илнӗ.

Увидят ее маняще-вопрошающие голубые глаза парни — и загорятся, запылают их сердца…

Каҫҫан пичче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней