Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапах та хутора Христоньӑпа Матвей Кашулин старик илсе ҫитернӗ хыпар пуринчен те тӗлӗнмеллереххи пулчӗ: хуҫалӑхра кирлӗ пулнипе вӗсем пӗр-икшер ҫамрӑк юман суйласа касма тесе Хысна вӑрманне кайнӑ пулнӑ та туйралӑхпа пынӑ чух тип ҫырмаран хир качакипе унӑн хӗл каҫнӑ путеккине хӑратса тартнӑ.
XXII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
18-19. Санӑн ҫӑлкуҫу пиллӗхлӗ пултӑр; ҫамрӑкла илнӗ арӑмупа — ачаш айпӑланупа, чипер ту качакипе — киленсе пурӑн: сана кирек хӑҫан та унӑн кӑкӑрӗ йӑпаттӑр, яланах унӑн юратӑвӗпе савӑн.
Ытар 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Шултӑра выльӑхунтан тата вак выльӑхунтан малтан вар уҫса тухнӑ ар выльӑха Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, халалла; малтан пӑруланӑ вӑкӑрпа ан ӗҫле, малтан пӑранланӑ вак выльӑх ҫӑмне ан кас; 20. ҫакна эсӗ ҫулсеренех хӑвӑн кил-йышупа пӗрле Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче, Хӑй суйласа илекен вырӑнта, ҫи; 21. эхер те вӑл айӑплӑ, уксах е суккӑр пулсассӑн, [е] тата унӑн урӑх мӗнле те пулин кӑлтӑк пулсассӑн, ӑна Ҫӳлхуҫана, хӑвӑн Турруна, парне ан кӳр, 22. ӑна хӑвӑн килӳнте ҫи; ун ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те [ҫиме пултарать]; 23. анчах унӑн юнне ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, Хӑйӗн ячӗ валли суйласа илекен вырӑн санран инҫетре пулсассӑн, хӑвна Ҫӳлхуҫа [Турру] панӑ шултӑра е вак выльӑхунтан, эпӗ сана хушнӑ пек, хӑвӑн килӗнтех выльӑх пусса кӑмӑлу туличченех аш ҫи; 22. ӑна хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пек ҫи: [сан патӑнта] ӑна таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 23. анчах ҫирӗп астуса тӑр: юн ҫиесси ан пултӑр, мӗншӗн тесессӗн юн вӑл — чун: ашӗпе пӗрле чунне ан ҫи; 24. ӑна ан ҫи: ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑк; 25. сана хӑвна та, сан хыҫҫӑн хӑвӑн ачусене те [ӗмӗрех] ырӑ пултӑр тесе, ҫапла Ҫӳлхуҫа [Турру] умӗнче [ырӑ ӗҫ,] тӗрӗс ӗҫ туса тӑратӑн пулсассӑн, ан ҫи ӑна.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ытах кӑмӑлу туртсассӑн, кирек хӑҫан та, кирек хӑш килӳнте те Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пиллӗхӗпе выльӑх тытса пусма, ун ашне ҫиме пултаратӑн: ашне, хир качакипе пӑлан ашне ҫинӗ пекех, таса марри те, таси те ҫиме пултарать; 16. анчах юнне ан ҫийӗр, ӑна, шыв тӑкнӑ пек, ҫӗр ҫине тӑкӑр.
Аст 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1