Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хумкки качакаран хӑранӑ пуль-ха! — аллине сулчӗ Раюк Ҫтаппанех.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Пур пеккисем те качакаран вӑйсӑр.
15 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Ара, колхоз ӗнисем мана ферма пуҫлӑхне лартни ҫинчен пӗлсен сӗтне качакаран та сахалтарах антарма пуҫлӗҫ».
8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.
Ку — качакаран та усал.
6. Тукай мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Сӗт-турӑх сахал та, ҫапах кӳрше кайса илни мар; качакаран пысӑкрах ӗни пур; ултӑ чун сурӑх усрать — сывлӑх тӗрӗс-тӗкел тӑрсан, питравра така пусать.
XI. «Шерккейӗн те ӑс ҫук мар» // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Качакаран та япӑх!
1. «Кивви ҫӗнӗлле» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Качакаран пире усӑ сахал, пахчана кӑна пӑсаҫҫӗ вӗсем.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
— Чӗнер, унӑн урисем мӗнле вӑрӑм, вӑл чупасса та качакаран кая чупмасть, — килӗшрӗ Колька.— Давай, — согласился Колька, — у неё ноги вон какие длинные, она не хуже козы бегает.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
— Тавай, унӑн урисем епле вӑрӑм, вӑл чупассине те качакаран кая чупмасть, — тенӗ Коля.— Давай, — согласился Колька, — у неё ноги вон какие длинные, она не хуже козы бегает.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Анчах качакаран чеереххи тата кутӑнраххи урӑх ҫук та пулӗ.
Каскӑн качака // Ара Мишши. Ара Мишши. Пиллӗкмӗш чӗрӗк: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 64 с. — 31,33,35 с.
Сӑмах май калас-тӑк, мӗнле-ха эпӗ ун чухне ӑнланса илеймен, ҫак вырӑнта никамран та хӑрамалли ҫук, мӗншӗн тесен эпӗ утрав ҫинче ку вӑхӑтчен те качакаран пысӑкрах чӗрчун тӗл пулаймарӑм.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.
Усал тӑвас енӗпе вӑл ҫак эсрелӗ качакаран пӗртте кая юлмасть, вӑл та Трофим — пӗр мӑшӑр атӑ вӗсем, тупата туршӑн ҫапла, суймастӑп!
XVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1