Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ту ишӗлесси ӑнсӑртран ӳкнӗ пирвайхи пӗчӗк чул катӑкӗнчен пуҫланать.
Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шӑллӗ ӑна кашни чул катӑкӗнчен пӑрса ирттерет.
Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.
Ҫавӑнпа та тупнӑ кашни метеорит наукӑшӑн питӗ кирлӗ: вӑл хӑй йывӑрӑш чухлӗ ылтӑн катӑкӗнчен те хаклӑрах.
Метеорсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
— Ку, тем тесен те, чӳлмек катӑкӗнчен пахарах, — терӗ Таня.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Чӳлмек катӑкӗнчен те пахарах япала!
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Вӗсем юханшывӑн чӑнкӑ ҫыранӗпе аран-аран, ҫав тери пысӑк хӗнпе аялалла анаҫҫӗ, ҫак икӗ ҫулҫӳревҫӗрен пӗри, малта пыраканни, ҫивчӗ кӗтеслӗ чул катӑкӗнчен такӑнчӗ.
Пурнӑҫа юратни // Николай Степанов. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 5–34 с.
Вӗсем пӗлеҫҫӗ: танк анкӑ-минкӗ пульӑран, снаряд катӑкӗнчен, сапаланса ҫурӑлакан гранатран сыхлать, вӑлах пулемет йӑвине те, сурӑх ҫӑм илмелли хачӑ евӗр тимӗр касакан хачӑ аран витекен нимӗҫсен явса тунӑ хулӑм пралукӗсене те хӑйӗн айне лачӑртаттарса чиксе, ҫул уҫса ларать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ачасене хуса ҫитсе, вӑл аллисемпе хӑмсарса илчӗ, ачасене ҫапасшӑн пулчӗ, анчах чул катӑкӗнчен такӑннӑ пирки ҫул ҫине кӗрслетсе персе анчӗ.Догнав Митю, он размахнулся, хотел ударить, но, запнувшись о булыжник, грохнулся на мостовую.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Унӑн чӗркуҫҫийӗ карниз ҫийӗн шуса кайрӗ, вӑл вара чул катӑкӗнчен ҫакӑннӑ икӗ алли ҫинче аран-аран кӑна тытӑнса юлчӗ; ун айӗнче — хӗрӗх фут тарӑнӑш шӑтӑк.
X. Радуб // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Чӑнахах та, япала тӗрки чул катӑкӗнчен ҫакланнӑ та пӗр ҫӗр фута яхӑн пирӗн пуҫ тӑрринче ҫакӑнса юлнӑ.
XVIII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
— Христос ҫӑлтӑр сана, — терӗ старик, — унтан урайӗнче йӑваланса выртакан чамбарӗпе пишметне илсе тӑхӑнчӗ те чӗн пиҫиххипе туртса ҫыхрӗ, аллисем ҫине чӳлмек катӑкӗнчен шыв юхтарчӗ, вӗсене кивӗ чамбарӗ ҫумне шӑлса типӗтрӗ, тура хуҫӑкӗпе сухалне якатса тӳрлетрӗ те Лукашка умне тӑчӗ, — Хатӗр, — терӗ вӑл.
XVI // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
- 1