Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картишӗсене (тĕпĕ: картиш) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Сентябрь уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Кольцевая урамӗнчи 166, 166/1, 170/1 ҫуртсен ҫумӗнчи «Пушкӑртстан картишӗсене» уҫнӑ.

27 сентября состоялась церемония открытия «Башкирского дворика» по улице Кольцевая, 166, 166/1, 168/1, 170/2.

Кӑҫаллӑха «Пушкӑртстан картишӗсем» программа вӗҫленет // Надежда Родионова. https://ursassi.ru/news/novosti/2023-09- ... et-3459233

Шӑхасан салинче нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсаса йӗркене кӗртес ӗҫ малалла пырать.

Помоги переводом

Ҫуртсен картишӗсене юсаҫҫӗ, мемориал комплексӗ тӑваҫҫӗ // Артемий МЯСНИКОВ. http://kanashen.ru/2023/07/21/c%d1%83%d1 ... %bc%d0%bf/

Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене тытса тӑрасси ҫине те тимлӗх уйӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

Районӑн 2022 ҫулхи социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗ тата 2023 ҫулхи тӗллевсем // Марина ЛЕОНТЬЕВА. http://alikovopress.ru/rajonan-2022-culx ... evsem.html

Уй-хире, ял урамӗсене, кил картишӗсене юр хӳсе тултарнӑ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Хӗлле те, ҫулла та ирхине пилӗк сехетре тӑрать те шкул картишӗсене, классене, ачасен ҫывӑрмалли пӳлӗмӗсене, столовӑйсене, кухньӑсене кӗрсе тӗрӗслет, ачасен апатне тутанса пӑхать, унтан лаша витисене ҫитсе курать — шкул лашисене сӗлӗ панӑ-и, выҫӑ тӑратмаҫҫӗ-и…

Помоги переводом

XVIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Ҫулран-ҫул ял поселенийӗсем хӑйсен картишӗсене пуянрах та кӑсӑклӑрах йӗркелеме тӑрӑшаҫҫӗ.

Помоги переводом

Акатуйӗ кӗр! кӗрлерӗ – Ҫӗр ҫыннин ятне ҫӗклерӗ // Ҫӗнтерӳ ҫулӗ. http://putpobedy.ru/publikatsii/10857-ak ... tne-c-kler

Яланах ҫапла: йытӑсем улама тытӑнсан, хресченсем, картишӗсене тухса, выльӑхсем чиперех тӑнине, алӑксене мӗнле питӗрнине тӗрӗслеҫҫӗ.

Помоги переводом

Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫурт картишӗсене йӗркене кӗртессипе «Транспортник» тулли мар яваплӑ пӗрлӗх ӗҫченӗсем тимлеҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫуртсен картишӗсене хӑтлӑлатаҫҫӗ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2022/10/14/c%d1%83%d1 ... %d0%b0cce/

Юдино салинче пӗтӗмпе те лутра та пӗчӗк ултӑ пӳрт ҫеҫ, вӗсене нумаях та пулмасть лартнӑ пулин те, вӗсем чалӑшса кайма ӗлкӗрнӗ; пур килӗнне те картишӗсене тытса ҫавӑрма ӗлкӗреймен.

Юдины выселки состояли из шести низеньких и маленьких избушек, уже успевших скривиться набок, хотя их, вероятно, поставили недавно: дворы не у всех были обнесены плетнем.

Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.

Чайка сассине никам та илтеймерӗ пулас, анчах унӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ тулчӗ: ҫынсем картишӗсене кӗрсе калиткине хупа-хупа хучӗҫ.

Вряд ли кто расслышал голос Чайки, но желание ее исполнилось: люди, скрывшись во дворах, плотно прикрывали калитки.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫурт тӑррисем ҫине ҫемҫе ӑшӑ ҫутӑ ӳкет, кантӑксенче ялкӑша-ялкӑша илет; тирек ращинче, ҫаралнӑ туратсем хушшине хӗсӗнсе ларнӑ йӑвасем ҫинче, ларма хатӗрленекен кураксем ҫатӑлтатаҫҫӗ; хӗрарӑмсем выльӑх-чӗрлӗхе хӑйсен картишӗсене кӗме вӑрӑммӑн йыхӑрни илтӗнет — вӗсен сассисем, каҫхи сывлӑшра уҫҫӑн янӑраса, таҫтах ҫитеҫҫӗ, ӗнесем ҫав тери тунсӑхлӑн мӗкӗреҫҫӗ, сурӑхсем йӗнӗ пек макӑраҫҫӗ, тӗтӗм шӑрши, йӳҫенкӗрех навус ҫӗрӗкӗн, ҫумӑрсемпе исленнӗ кӗрхи ҫӗрӗн ачаран хӑнӑхнӑ, хумхантарса савӑнтаракан шӑрши сӑмса шӑтӑкӗсене кӑтӑклантарать…

Мягкий и теплый свет падал на крыши изб, жарко вспыхивал в окнах; в оголенных ветвях тополиной рощи чернели опустевшие гнезда грачей; было слышно, как бабы ласково, нараспев зазывали скотину — в вечернем воздухе ясно и далеко разносились их голоса; с утробной тоской мычали коровы, плаксиво блеяли овцы, пощипывало ноздри знакомым с детства запахом дыма, горьковатой навозной прели.

1 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Картишӗсене, лупас евӗрлӗ, пӗтӗмпех витнӗ е тата лайӑх авӑн пекрех тунӑ, Анчах вӗсен тӑррисем ҫӳллӗрех пулаҫҫӗ.

Там дворы крытые на манер базов, или, скажем, как клуни в хороших экономиях, Только клуни повыше будут.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Выльӑх картишӗсене тасатса тӑнипе вӑрлӑх тасатнисӗр пуҫне хӗлле тата мӗн тунӑ эсир?

Что вы зимою делали, кроме уборки скота да очистки семян?

XIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

ку чухнехи хула хутлӑхне йӗркелес енӗпе йышӑннӑ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен патшалӑх программисене тата муниципалитет программисене пулӑшнӑ шайра Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен картишӗсене тата обществӑлла территорисене тирпей-илем кӗртме 2018 ҫул валли 271383,9 пин тенкӗ чухлӗ, 2019 ҫул валли 270288,0 пин тенкӗ чухлӗ, 2020 ҫул валли 270288,0 пин тенкӗ чухлӗ.»;

благоустройство дворовых и общественных территорий муниципальных образований Чувашской Республики в рамках поддержки государственных программ субъектов Российской Федерации и муниципальных программ формирования современной городской среды на 2018 год в сумме 271383,9 тыс. рублей, на 2019 год в сумме 270288,0 тыс. рублей, на 2020 год в сумме 270288,0 тыс. рублей.»;

Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикин 2018 ҫулхи тата планпа пӑхнӑ 2019 тата 2020 ҫулсенчи тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №1 от 08 февраля 2018 г.

Унсӑр пуҫне йӑлана кӗнӗ тӑрӑх урам картишӗсене йӗркеленӗ, тӗрлӗ спорт ӑмӑртӑвӗсем валли лапамсем хатӗрленӗ — кире йӑтакансем валли те, воллейболла вылякансем валли те, ҫытарпа ҫапӑҫма кӑмӑллакансем валли те.

Помоги переводом

Анаткас ял кунӗ мӗн ирччен тӑсӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/22589.html

Пурӑнмалли ҫуртсен картишӗсене юсас ӗҫ еплерех пыни ҫинчен ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Михаил Резников пӗлтерчӗ.

Как идет реставрация дворов жилых домов сообщил министр дорожно-транспортного парка ЧР Михаил Резников.

Ура хуракансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Кӑҫал ҫулсене, ҫуртсен картишӗсене 40 миллион тенкӗлӗх юсамалла.

В этом году на 40 миллионов рублей необходимо отремонтировать дороги, подсобные хозяйства.

Бюджета пуянлатма пур майпа та усӑ курмалла // Валентин ГРИГОРЬЕВ. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

38. Курнӑ пурте: сӑваплӑ Ҫурт пушанса юлнӑ, парне вырӑнне ирсӗрлетнӗ, хапхине ҫунтарса янӑ, картишӗсене, вӑрманти пек е пӗр-пӗр ту ҫинчи пек, йывӑҫ-курӑк пусса илнӗ, управӑшсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

38. И увидели, что святилище опустошено, жертвенник осквернен, ворота сожжены, и в притворах, как в лесу или на какой-либо горе, поросли растения, и хранилища разрушены,

1 Мак 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

7. Эй халӑхсенӗн ӑрӑвӗсем, Ҫӳлхуҫана мухтавлӑр, Унӑн сӑваплӑ Ҫуртӗнче — хӑват та чаплӑ илем; 8. Ҫӳлхуҫана Унӑн ятне кура мухтавлӑр, парнӗрсене илӗр те Унӑн картишӗсене кӗрӗр; 9. Ҫӳлхуҫана Унӑн чаплӑ сӑваплӑ Ҫуртӗнче пуҫҫапӑр.

7. Воздайте Господу, племена народов, воздайте Господу славу и честь; 8. воздайте Господу славу имени Его, несите дары и идите во дворы Его; 9. поклонитесь Господу во благолепии святыни.

Пс 95 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсен картишӗсене юсама республика бюджетӗнчен вуншар ҫул хушши укҫа-тенкӗ уйӑрман.

Многие годы из республиканского бюджета не выделялись средства на ремонт дворов многоквартирных домов.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней