Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

карти (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пахча карти ҫумӗпе хӑй патне Уринепе Венюк ҫывхараҫҫӗ.

Помоги переводом

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

«Хур» карти алӑк умне ҫитрӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑйӑ карти пӗр тӗлтен пӑт татӑлчӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вӑйӑ карти хускалнӑ май, юрӑ пуҫланчӗ.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Униче карти урлӑ каҫса кӗрер-ха, кур, паллаш пирӗн ял ачисемпе.

Помоги переводом

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Тӑкӑрлӑк карти ик енӗпе юрпа витӗннӗ пахчасенче ҫӗрулми аври куписем, хӗвелҫаврӑнӑш тунисем курӑнкалаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сарай, вите тата сурӑх карти тума платник тытасчӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анук урӑх ним шухӑшласа тӑмасӑрах платниксем шыраса тупрӗ, вӗсемпе вите, сурӑх карти тата пӗчӗк аслӑк тума калаҫса татӑлчӗ.

Помоги переводом

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫӑлтӑр карти» пирки кайран атте каласа пачӗ: ҫак ҫутӑсен вӑййи тӗттӗмре ҫутатакан пӗчӗк нӑрӑсен пысӑк ушкӑнӗ «туй» тума пуҫтарӑннӑ чухне пулать иккен.

Помоги переводом

Атте утарӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 110–116 с.

Кенук мана хӑйӗн ҫунашки ҫине хурса аран-аран ҫырмаран илсе хӑпартрӗ те пӗчӗк пахча карти патне илсе ҫитерме пултарчӗ.

Помоги переводом

Пирӗн урам тӑвалла // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 73–90 с.

Каҫхи сӗмлӗхре шурӑ тумлӑ ҫамрӑксен вӑйӑ карти шур утрав пек курӑнатчӗ.

Помоги переводом

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

Ӳкерчӗк ҫинче пӗр хутлӑ шкул ҫурчӗ, ҫӳллӗ карти тата унӑн участокӗн пӗр пӗчӗк пайӗ лайӑх курӑнаҫҫӗ.

На рисунке хорошо видны: одноэтажное здание школы, высокая изгородь и небольшая часть школьного участка.

Япалан кӗлеткипе планӗ // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Стенд патӗнче тӑракан темӗн пысӑкӑш моторсем ҫине пӑхать — курмалли чӑнах та питӗ чаплӑ ӗнтӗ: кантӑк трубкӑсем эрешмен карти пек явӑнкалаҫҫӗ, тӗрлӗ тӗслӗ лампочкӑсем ҫутӑла-ҫутӑла илеҫҫӗ, хӑйсем тӗллӗн ҫыракан приборсем чалӑш-тӗлӗш йӗрсем тӑваҫҫӗ, моторсем кӗрлеҫҫӗ…

Помоги переводом

15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Картлашка умӗнче — те краҫҫын тӑкӑннӑ вара — ҫывӑхран карталаннӑ уйӑх карти пек ҫаврашка сарӑлса тӑрать.

Помоги переводом

12 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Улӑха тухсан, укӑлча карти хӗррипе сӑрт ҫине улӑхрӗ, анкарти ҫумӗнчи сукмакпа утрӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ӳссе-ӳссе пырса, темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлакан ҫамрӑксен карти пӗр шухӑш-кӑмӑлпа пӗр вӑйӑ выляса утса ҫаврӑннӑн туйӑнать.

Помоги переводом

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем паҫӑрхи ҫулпах Сухвисен тӗкме карти урлӑ каҫса пахчана кӗчӗҫ.

Помоги переводом

5 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӗсем ним чӗнмесӗрех пахча карти урлӑ каҫрӗҫ те йывӑррӑн кӑштӑртатакан симӗс шерепеллӗ, тӗл-тӗл ҫил хуҫкаласа ҫатралатнӑ хӑмӑллӑ сӗлӗ ани урлӑ выртакан сукмакпа вӑрманалла утрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑйӑ карти юрланӑ чух ҫав ушкӑн сассине тутлӑ яшканах тӑвар ҫитеймен пек туйӑнса тӑнӑ пулсан, Сухви юрла пуҫласан вара — ҫав ушкӑн сассипех пачах урӑх тутӑ парса — чуна кӑмӑллӑн сӑркӑлтаракан янрав хутшӑннӑ.

Помоги переводом

2 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Хлихха ҫынсен карти умӗнче, хыҫсӑр пукан ҫинче, куҫлӑхне йӑлтӑртаттарса ларать (таҫтан тупса килнӗ ӗнтӗ ӑна валли хыҫсӑр пукан, кунта, ҫӗнӗ клубра, креслӑсем ҫеҫ курӑнатчӗҫ), пӳрнисене ҫемҫетмелле пек, купӑсне турткаласа илет.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней