Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

картасемпе (тĕпĕ: карта) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Шупашкарти Эгер бульварӗнчи, Кӑкшӑм, Хусанкай урамӗсенчи, 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи ҫавӑн пек картасемпе кустӑрмасене, машина номерӗсене ҫырса ҫакса хунисене хулари яваплӑ службӑсем сӳтсе тиесе кайнӑ.

На Эгерском бульваре, на улицах Кукшумская и Хузангая, на проспекте 9-пятилетки Чебоксар ответственные службы города недавно вывезли подобные ограждения, а также сняли знаки с номерами автомашин.

Хула ҫӗрне хапсӑннӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/33838.html

Ку машина ҫулсем тӑрӑх кӑна мар, ҫырма-ҫатраллӑ вырӑнсенче те — лупашкасем, тӗмескесем, чулсем урлӑ та, йӗплӗ пралук карса тунӑ картасемпе окопсем урлӑ та ҫӳреме пултаракан машина пулмалла.

Такой, чтобы машина могла двигаться не только по дорогам, но и по местности — через ямы, бугры, камни, через проволочные заграждения и через окопы.

«Чан. Сыхланарах тыткалӑр. Петроград» // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.

Ромаҫ мужиксене хулпуҫҫисенчен туртса, тӗккелесе хӑвӑрт кӑна пӗр ҫӗре пухрӗ, унтан вӗсене икке уйӑрчӗ те, пушарӑн икӗ енӗпе те тӑракан ҫатан картасемпе хӳмесене ҫӗмӗрме хушрӗ.

Ромась быстро сбил мужиков в кучу, хватая их за плечи, толкая, потом разделил на две группы и приказал ломать плетни и службы по обе стороны пожарища.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Кунӗ лӑпкӑччӗ, ҫулӑм сылтӑмалла та, сулахаялла та васкамасӑр юхса сарӑлчӗ, унӑн авкаланакан чӗлхисем ҫатан картасемпе пӳрт тӑррисене кахаллӑн ҫавӑрса илнӗ пек туйӑнчӗҫ.

День был тихий, огонь не торопился, растекаясь направо и налево, гибкие крючья его цеплялись за плетни и крыши как бы неохотно.

Манӑн университетсем // Леонид Агаков. Горький М. Манӑн университетсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 138 с.

Пӗтӗм ҫӗре: уйсене, вӑрман ӗшнисене, урамсене, ҫырмасене темӗн хулӑнӑш юр хупларӗ; вӑл ҫав тери тарӑн пулнипе картасемпе тӗкмесен тӑррисем ҫеҫ курӑнаҫҫӗ.

Снег толстым, плотным слоем покрыл всю землю: поля, лесные поляны, деревенскую улицу, речки; он так глубок, что торчат только верхушки заборов и частоколов.

Сивӗ кунсем // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

Хӑй пӗлекен выльӑх-чӗрлӗх витисем, картасемпе сукмаксем урӑхланса ҫӗнелнӗ пек туйӑнчӗҫ Авдотьйӑна.

Знакомые животноводческие постройки, изгороди и тропинки казались Авдотье обновленными.

1. «Пирӗн колхозшӑн чи кирли» // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Арканчӑксене пуҫтарса пӗр ҫӗре купаласа хунӑ, картасемпе пӳлнӗ.

Щебень подметен в кучи, разрушения огорожены.

1945-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.

Вӗсем картасемпе тата плансемпе сапаланса выртакан сӗтел йӗри-тавра вырнаҫрӗҫ те, калаҫу ҫавӑнтах тепӗр хут тапранчӗ.

Они уселись вокруг стола, заваленного картами и планами, и разговор сейчас же возобновился.

Пӗрремӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Картасемпе сарай вителӗкӗсене ҫӑра пас хупласа илнӗ.

Густой иней лежал на изгороди, на крышах сараев.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Анса ларакан хӗвел пайӑркисен ҫутинче ҫатан картасемпе йывӑҫсене тытнӑ кӑвакрах шурӑ пас асамат тӗрриллӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать.

Голубоватый иней, опушивший плетни и деревья, сверкал и отливал радугой под лучами закатного солнца.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Дымокӗ вара, ҫӗтӗк-ҫатӑк пушмаксем тӑхӑнса янӑ урисене тискер кайӑкла ҫемҫен иле-иле пусса, шӑл витӗр хуллен шӑхӑркаласа, ҫатан картасемпе хӳмесем ҫумӗн хӑйӗн ҫулӗпе утса пырать, пайӑркан-пайӑркан сапаланса тӑракан авӑнчӑк вӗҫлӗ куҫ хӑрпӑкӗсем айӗн кантӑксем ҫинелле, картишсем еннелле пӑхкаласа иртет, ҫав хушӑрах ӑҫта та пулин пӗр-пӗр хӗр пуҫӗнчи тутар вӗлтлетсе илтӗр кӑна, — сӑнран пӑхма ӳрӗк-сӳрӗк пек, ҫаврӑнӑҫусӑр пек курӑнакан Дымок пӗр самантрах улшӑнса каять: вӑл питӗ хӑвӑрт, кӑрт-карт ҫеҫ хусканса илсе, пуҫне хурчӑка пек вӑртах ҫаврать те тӳрленсе тӑрать.

А Дымок, зверино-мягко ступая обутыми в рваные чирики ногами, тихонько посвистывая сквозь зубы, идет себе мимо плетней и заборов, из-под загнутых, лучистых ресниц посматривает на окна, на базы, и лишь только мелькнет где-нибудь девичий платок, — мгновенно преображается ленивый с виду, неповоротливый Дымок: он коротким, точным движением, по-ястребиному быстро поворачивает голову, выпрямляется.

33-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Ун хыҫӗнчен ҫатан картасемпе хытхура тураттисем ҫине куҫа алчӑртакан ҫутӑ кристаллӑ кӗмӗл евӗр шурӑ тусан кӑна ҫӗкленсе юлчӗ.

За ним восставала белая пыль, медленно оседая на плетнях и на ветках бурьяна слепяще-ярким кристаллическим серебром.

6-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней