Поиск
Шырав ĕçĕ:
1898 ҫулта шӑпах ҫак кун, апрелӗн 28-мӗшӗнче, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн пӗрремӗш станцийӗсем хута кайнӑ тата пациентсене турттармалли каретӑсем хӑйсен ӗҫне тытӑннӑ.
Ҫын сывлӑхӗшӗн кӑна мар, пурнӑҫӗшӗн те яваплӑ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9235-yn-syvl ... -te-yavapl
Юпасем ӳксе пӗтрӗҫ, урапасемпе каретӑсем йӑванаҫҫӗ, урам ҫулӗсене сарнӑ чул муклашкисене купалаҫҫӗ, ҫапӑҫу пуҫланчӗ, хӗреслӗ урамсенче пур ҫӗрте те переҫҫӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 15–21 с.
Е эсир карапа тытса пыма тата ҫилсемпе кӗрешме пӗлсен, эсир тахҫанах каретӑсем ҫинче ярӑнса ҫӳремелле.Если бы вы умели управлять кораблем и бороться с ветрами, вы все давно катались бы в каретах.
XI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Каретӑсем ҫинче ларса ҫӳреме пултарнӑ чухне, манӑн ыйткаласа упаленсе ҫӳремелле, стакан эрех илмелӗх укҫашӑн кивҫене кӗмелле.
V сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Тӗп инкекӗ: comme il faut обществӑра хӑйне уйрӑм вырӑн йышӑнса тӑнине тата, ҫын comme il faut шутӗнче пулсан, унӑн чиновник пулассишӗн те, каретӑсем тӑвакан пулассишӗн те, салтак пулассишӗн тет ученӑй пулассишӗн те тӑрӑшма кирлӗ маррине ӗненнинче; ҫын ҫав шая ҫитсен хӑй тӗллевне пурнӑҫланине тата ытти ҫынсенчен ҫӳлерехре тӑма пуҫланине шаннинче.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кӗрлекен чансем, хура пуставпа витнӗ пысӑк каретӑсем, пархӑтпа та кӗмӗлпе эрешлесе кӳлнӗ лашасем — йӑлтах халӗ уншӑн ҫителӗксӗр туйӑнать.
Ылтӑн пуҫ мимиллӗ ҫын // Александр Артемьев. Тӑван Атӑл. 1960, 3№ — 71–72 с.
Суворовпа тантӑш пулнӑ пулин те, хӑшпӗр каретӑсем автомобильсенчен те меллӗрех.Некоторые кареты выглядели комфортабельнее автомобиля, хотя они были ровесницами Суворова.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫар пурлӑхне Астрахань ҫеҫенхирӗнчи тӗвесемпе Таджикистан ашакӗсем, монголи лашисем кӳлнӗ авалхи дормезсем тата пӗр икӗ ӗмӗр каялла тунӑ, чӗриклетекен те аран-аран сӗтӗрӗнсе пыракан, туртса кӑлармалли пусмаллӑ, кучерсем валли тунӑ ҫӳллӗ ларкӑчлӑ та кӑшкарӗ хыҫне лакейсем валли ятарласа тунӑ балконлӑ, ылттӑн герблӑ дворцовӑй венски кӑвак каретӑсем ҫине те тиенӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Гоголь столицӑра илемлӗ Невски проспекта ҫеҫ мар, ун тӑрӑх вӗҫӗмсӗр чаплӑ каретӑсем, вӗҫкӗнле тумланнӑ ҫынсен ушкӑнӗсем иртнине ҫеҫ мар, унпа юнашар чухӑнсем пурӑнакан тӗттӗм урамсене, «пӗчӗк ҫынсем» ҫав тери асапланса пурӑннине, вӗсене Ковалевсемпе Пироговсем таптаса тӑнине, чинлӑ тата укҫаллӑ ҫынсем аскӑн пурнӑҫпа пурӑннине те курма пултарнӑ.
Н. В. Гоголь ҫырнӑ «Петербург повеҫӗсем» // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 147–158 с.
Унӑн ҫурчӗ умӗнче тӑтӑшах илемлӗ каретӑсем чарӑна-чарӑна тӑнӑ, тепӗр чухне вӗсен чӳречисенчен светски хӗрарӑмсен хитре пуҫсем курӑнкаланӑ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Коломнӑра пурнӑҫ ытла та кичем: урамсенче каретӑсем сайра хутра кӑна курӑнкалаҫҫӗ, актёрсем ҫӳрекен карета ҫеҫ шӑплӑха пӑсса чанкӑртаттарса иртет.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Пӗр ҫуртӑн хапхи умӗнче каретӑсем, тӑрантассем, кӳмесем питӗ те нумай тӑраҫҫӗ; кунта хӑйсен мӗнпур пурнӑҫне зефирсемпе амурсем ӳкернӗ картинӑсем ҫине пӑхса тӗлӗрсе ирттернӗ, хӑйсене меценатсем тесе шутласа ҫав картинӑсене туянма ашшӗсем перекетлесе хӑварнӑ е ӗлӗкрех хӑйсемех ӗҫлесе тупнӑ укҫа-тенке ырӑ кӑмӑллӑн тӑкакланӑ, искусствӑна юратакан пуянсенчен пӗрин япалисене аукционпа сутаҫҫӗ.
Иккӗмӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.
Тепӗр тесен, урампа каретӑсем шутсӑр нумай тата питӗ васкавлӑн ҫӳреҫҫӗ, ҫавӑнпа та сӑнаса илме те йывӑр; сӑнаса илсен те, чарма ниепле те май ҫук.
II // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 51–74 с.
Вӑл, Невски проспект, кирек мӗнле вӑхӑтра та улталать, пуринчен ытларах ҫӗрле, хӑйне ҫӑра тӗтре хупласан, ҫуртсен шурӑ та шупка-сарӑ стенисем уйрӑммӑн курӑнакан пулсан, мӗнпур хула аслати пек кӗрлесе, ҫутӑлса тӑма тытӑнсан, вӗҫӗ-хӗррисӗр каретӑсем кӗпер ҫинчен аннӑ чух, лашасем ҫинче ларса пыракан форейторсем сиккелесе кӑшкӑрашкалама пуҫласан тата демон мӗнпур япалана хӑйӗн тӗсӗнчен урӑхлатса кӑтартма лампӑсем ҫутса ярсан улталать.
Невски проспект // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 3–38 с.
Каретӑсем патша ҫурчӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗҫ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Мӗн пурри йӑлкӑшать, икӗ енче те тӑватшар хутлӑ ҫурт стенисем капмаррӑн ҫӗкленеҫҫӗ, пур енчен те аслати кӗмсӗртетнӗн ут таканӗсемпе урапа сассисем илтӗнеҫҫӗ; ҫӗр айӗнчен тухса ҫӗкленнӗ пек, кашни утӑмрах ҫуртсем ҫитӗне-ҫитӗне лараҫҫӗ, кӗперсем кисренеҫҫӗ; каретӑсем вӗҫнӗ пек ирте-ирте каяҫҫӗ; извозчиксем, форейторсем кӑшкӑрашаҫҫӗ; ӑҫта пӑхнӑ унтах пиншер ҫуна вӗҫсе иртет, вӗсен айӗнче юр шӑхӑрса выртать; ҫуран ҫӳрекеннисем пӳртсем ҫумне хӗсӗнеҫҫӗ, чӑкраш унта.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Анчах та, манӑн пациентка хӑйне пытармалли каретӑсем ҫинчен шутлама тытӑнсан, вара манӑн эмелсен сыватакан вӑйӗнчен ҫурри ахалех сая кайӗ.
Юлашки ҫулҫӑ // Николай Степанов. О. Генри. Юлашки ҫулҫӑ // Илемлӗ литература: журнал. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1941. — №4. — 113-118 с.
Анчах халӗ ӗнтӗ малтанхи илем ҫухалчӗ: ҫавӑнтах, халӑх хушшинче, — чӑртмах, тирпейсӗр Захар та, Ильинскисен пур тарҫисем те тӑраҫҫӗ пек, тем чухлӗ каретӑсем, сивӗ сӑнлӑ ҫынсем.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пирӗн каретӑсем Коломна застави патӗнче пӳлӗнсе ларчӗҫ.
9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ӗнтӗ пайтах каретӑсем иртсе кайрӗҫ те ҫав ҫул тӑрӑх, анчах эпӗ кӗтекенни курӑнмасть.
Июнӗн 10-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
- 1