Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

капитансӑр (тĕпĕ: капитан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Капитансӑр пуҫне урӑх нихӑш професси те кашни уйрӑм телейӗн ҫав тери илемлӗ эрешне тӗкӗнмесӗр сыхласа хӑвараймӗччӗ, пурнӑҫ пуянлӑхӗсене пӗр ҫӗре ӑнӑҫлӑн пухаймӗччӗ тата шӑратса пӗрлештереймӗччӗ.

Никакая профессия, кроме этой, не могла бы так удачно сплавить в одно целое все сокровища жизни, сохранив неприкосновенным тончайший узор каждого отдельного счастья.

II. Грэй // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тинӗс ҫинчи ҫынсем: матроссемсӗр капитан — нимӗн те мар, матроссем капитансӑр та — команда, тесе каланине илтнӗ-и эсӗ?

Слышал ты такую морскую присказку: капитан без матросов—никто, а матросы и без капитана — команда.

2. Ирхине // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.

Анчах Гленарван борт ҫине Грант капитансӑр тавӑрӑнас шухӑшпа ниепле те килӗшме пултараймасть.

Но Гленарван никак не мог свыкнуться с мыслью о возвращении на борт без капитана Гранта.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Енакиев капитансӑр пуҫне площадка ҫинче икӗ телефонист — пӗри пехота, тепри артиллери телефонисчӗсем пулнӑ.

Кроме капитана Енакиева, на площадке находились два телефониста – один пехотный, другой артиллерийский.

2 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫав шӑв-шавлӑ ушкӑна тиенӗ пӑрахут ҫыран хӗрринчен каялла тапранса шыв тӑрӑх кайсан, капитансӑр пуҫне урӑх никам та вӑхӑт ахалех иртнишӗн кулянакан пулман.

Когда пароходик со своим шумным грузом выплыл на середину реки, никто, кроме капитана, не жалел о потраченном времени.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней