Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтан вӑл вӑраххӑн, усӑ тӑвасшӑн пулнинчен ытларах хӑйӗн кӑмӑлне тултарассишӗн, канаври лапӑрчӑк шыва шӑпӑрпа хӑваларӗ, унтан табак шӑршларӗ, тата кӑштах ларкаларӗ, ун-кун пӑхкаларӗ те тӗлӗрсе кайрӗ.
I // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Фронтра темӗн те курнӑ боецсем те, канаври тискерлӗхе курсан, персе вӗлернине куракансем каласа панине иртсен, пионерсем темӗнле хваттерте, кровать айӗнче, нимӗҫсем лартнӑ хула пуҫлӑхне Токарева тупнӑ та милицие систернӗ.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.
Сӑртӑн айлӑмрах вырӑнӗсенче, канавсем сӑрта ҫырмаран уйӑракан пысӑках мар сӑртсен тӑррине пырса тивнӗ вырӑнта, шыв сарӑлса кайнӑ, канавсене тулнӑ, канаври шыв кӑпӑкланса малалла юхать.
3. Ҫуркунне // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Канаври лашан ҫӳлелле кантарса тӑракан ури чӗркуҫҫи кукринчен хуҫланнӑ, чӗрни такан пӑтисемпе кӑштах ҫуркаланнӑ, ҫапах та рак хуранӗ евӗр ҫутӑ кӑвак тӗсне ҫухатман-ха.
14 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Верховнӑй Главнокомандующинчен илнӗ приказа пула хавхаланнӑ салтаксем пикенсех оборонӑна ҫирӗплетме тытӑнчӗҫ: пӗрисем траншея тума канаври юра тасатрӗҫ, унӑн брустверӗсене шыв сапса шӑнтрӗҫ, теприсем ҫуртӑн тӗпсакайӗнче дзот тата, пулеметсем вырнаҫтарма, уҫӑ вырӑнсем хатӗрлерӗҫ, виҫҫӗмӗшӗсем пурӑнмалли ҫурт-йӗрсем майлаштарчӗҫ…
XI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Хӑйӗнчен хӑй вӑтанса кайрӗ: халтан кайнӑ хашкакан йытти канаври сивӗ шыва чупса кӗчӗ те ӑна лаклаттарса ӗҫме пуҫларӗ.
XX // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Вӗсем кайрӗҫ, Анисья пӗрремӗш ҫул тӑваткалне ҫитсенех канаври ҫатан хыҫне ларса, мӗн пуласса кӗтме пуҫларӗ.
VII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
- 1