Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑртах юлтӑр пӑшалӑр, ан тив вӑл пӑлтӑр кӗтессинче тӑрса ҫӗрсе, тутӑхса пӗттӗр, тек калаҫассӑм та килмест ун ҫинчен».
II сыпӑк // Ярукка Сантри. Гоголь Н.В. Иван Иванович Иван Никифоровичпа мӗнле хирӗҫсе кайни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с.
Манӑн кампа та пулин ҫав тери калаҫассӑм килчӗ; анчах ҫывӑхра лавҫӑсӑр пуҫне урӑх никам та пулманнипе ман ӑна сӑмах хушма лекрӗ.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Манӑн тахҫанах художникпе, хам пӗтӗмпех каласа пама пултармалли ҫынпа калаҫассӑм килетчӗ, анчах та эпӗ ун пек ҫынна кӗтмен, халь акӑ сасартӑк эсир килсе тухрӑр, — эпӗ сире питӗ тав тӑватӑп.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
Эпӗ малтанах унпа калаҫма та хӑраттӑм, калаҫассӑм та килет — анчах хӑратӑп!Я вначале даже боялся говорить с ним, — и хочется, а — боюсь!
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Калаҫассӑм та килмест.
Сергей Есенина // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 58–64 с.
Ҫук, пули-пулмипе ҫыхланмӑп, тата калаҫассӑм та килмест никампала.Нет, не навяжусь в меланхолишке черной, да и разговаривать не хочется ни с кем.
Юбилей сӑвви // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 36–47 с.
Манӑн пиччепе калаҫассӑм килет, анчах шыв кӗрленипе вӑл ман сассӑма илтес те ҫук.Мне хотелось обменяться словом с дядюшкой, но из-за шума воды он бы не услышал меня.
XLI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Тӳрӗ ҫын эпӗ, сан пек этемпе калаҫассӑм та килмест.Я честный человек и с таким господином, как вы, не желаю разговаривать.
Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.
Шурӑ кӗпепеччӗ хам, калаҫассӑм та кулассӑм та килетчӗ, илемлӗрех пулма тӑрӑшаттӑм, мӗншӗн тесен хам ыттисене килӗшекен пулни Саня кӑмӑлне те кайнине пӗлеттӗм эпӗ!
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Манӑн пӗрмаях Вышимирский ҫинчен калаҫассӑм килчӗ, анчах ҫӑвар уҫсанах, ложӑра ларакансем канӑҫсӑрланма тытӑнчӗҫ те, эп вара: — Ӑна епле тупрӑр эсир? — тесе ҫеҫ ыйтрӑм.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ун пирки мар-ха ӗҫ, акӑ мӗн ҫинчен калаҫассӑм пур: пуҫлӑхсем сисеҫҫӗ, анчах кӑтартса паракан сӑлтавсем ҫук, ҫапах та эпӗ сире асӑрхансарах тӑма сӗнетӗп.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Манӑн калаҫассӑм та килмест сирӗнпе, — терӗ вӑл.
20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
- 1