Поиск
Шырав ĕçĕ:
Магнитофон пулӑшнипе корреспондентсем радио тӑрӑх тухса калаҫакансене вырӑнтах ҫырса илеҫҫӗ.
Хӑватлӑ вӑй // В. Е. Сорокин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 85–91 с.
Ҫаксем ҫинчен, тӑван чӗлхепе литературӑн ҫӗнӗ саманари телейлӗ шӑпи ҫинчен, шухӑшлатӑн та, хамӑр чӗлхепе литература пирки иккӗленсе калаҫакансене ҫав тери хирӗҫлес килсе каять.
Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.
Пӗр-пӗринпе калаҫакансене пӳлес тенӗн Федор Трофимов сварщик сӑмах илчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Ют яла килсен йӗкӗлтесе калаҫакансене юратмастпӑр эпир.
1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Упрам арӑмӗ калаҫакансене пӳлчӗ:
Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
«Ун пек калаҫакансене ӑҫтан хупса пӗтерӗн?
Вӑрман халапӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Пирӗн пуҫ тӑрринче кӑнтӑрла та, ҫӗрле те темӗскер уҫӑмсӑррӑн кӑлтӑртатать; ҫур сӑмахпа калаҫакансене таҫти аякри сирпӗнӳ евӗрлӗскер татать, ҫавӑн пек самантсенче сывлӑш хевтесӗр те хурлӑхлӑ, шавлӑ, тилӗрӳпе тата ыратуллӑ йынӑшупа, ҫухӑрашупа тулса ларать.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Ҫынсен ҫурӑмӗ хыҫӗнче вӑл тухса калаҫакансене курмасть, вӗсен сӑмахӗсене ҫеҫ илтет.За спинами людей он не видел выступавших и только слышал их голоса.
XVIII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Ҫакнашкал калаҫакансене юрататӑп!
30 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Крепоҫа шала кӗрсе сцена ҫинче калаҫакансене итлесе тӑнӑ хыҫҫӑн, тӗп мероприяти — вӑрҫӑ реставрацийӗ ӑҫта пуласси пирки ыйтса пӗлетпӗр.
Аттесен ҫулӗпе… аттесен йӗрӗпе… // Надежда Кириллова. https://chuvash.org/blogs/comments/5620.html
Вӑл хӑйпе калаҫакансене итлеме пӗлнӗ, пур ыйтӑва та хӑвӑрт тавҫӑрса илнӗ, лайӑх канашсем пама пултарнӑ.Он умел слушать своего собеседника, быстро во всем разбирался, умел дать хороший совет.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Шерпике, хӑй вӑхӑтӗнче качча каймасӑр юлнӑ хӗр, ҫулӗпе хӗрӗх урлӑ каҫнӑ пулсан та, унталла ҫитмен-ха тет вӑл хӑйпе калаҫакансене.
XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Вӑл ҫак сӑмахсене питӗ тӗрӗс, чӑн Парижри шукӑллӗхпе калать, ҫав вӑхӑтрах «si j`avais» вырӑнне «si j`aurais» «непременно» теес вырӑнне «absolument» тесе хурать: пӗр сӑмахпа каласан, французсем пирӗнешкел калаҫакансене эпир вӗсем чӗлхипе ангелсем пек «comme des anges» калаҫатпӑр тесе ӗнентерме нуша ҫук чухне, великорусла-французла чӗлхепе калаҫать.
XIV // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Халӑх пуххинче голован ытлашши иртӗнме закон ҫук пулин те, хӑйне хирӗҫ калаҫакансене пӑхса тӑмасть вӑл, кирек хӑҫан та ҫиеле тухать, хӑй ирӗкӗпех, ҫул юсама, е канав чавма кайма кама ярас килет, ҫавна ярать.
II. Голова // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
— Кунашкал калаҫакансене эпӗ… юратмастӑп…
Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Тӑван чӗлхе хутне кӗрсе калаҫакансене экстремистсем теме тытӑнчӗҫ.Все, кто заступался за родной язык, становились экстремистами.
Чӑваш сӑмахлӑхӗн те черечӗ ҫиттӗрех // Денис ГОРДЕЕВ. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№
36. Пӑлханса кайнӑ вӑхӑтра ыттисем те шалта пытанса ларакансем ҫине сиксе ӳкнӗ, пашнесене ҫунтарма пуҫланӑ; йӗри-тавралла кӑвайт чӗртсе, хурласа калаҫакансене чӗрӗллех ҫунтарнӑ; тепӗрисем хапхасене аркатнӑ, ытти ҫара шала кӗртсе ярса хулана туртса илнӗ.
2 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Эсир вара, ют ҫӗре куҫса кайнисем, Эпӗ Иерусалимран Вавилона янисем, пурте Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлӗр: 21. Ман ятӑмпа пророкла калаҫакансене, суя вӗрентсе ҫӳрекен Колия ывӑлӗ Ахав пирки тата Маасея ывӑлӗ Седекия пирки Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: Эпӗ вӗсене Вавилон патшийӗн Навуходоносорӑн аллине парӑп та, вӑл вӗсене сирӗн куҫӑр умӗнчех вӗлерсе пӑрахӗ.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эй Ҫӳлхуҫа! манӑн сассӑма ирех илтсемччӗ, — эпӗ ир-ирех Сан умна пырса кӗтсе тӑрӑп: 5. Эсӗ — йӗркесӗр ӗҫе юратман Турӑ; усалли Сан патна вырӑнаҫаймӗ; 6. йӗркесӗр ҫынсем Санӑн куҫу умӗнче тӑраймӗҫ: Эсӗ йӗркесӗр ӗҫ тӑвакансене пурне те кураймастӑн; 7. Эсӗ суя калаҫакансене пӗтеретӗн; Ҫӳлхуҫа юн тӑкаканран, ултавҫӑран йӗрӗнет.
Пс 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1