Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

калаҫаймарӑмӑр (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Тӑхтӑр ӗнтӗ, манӑн пиччене мӗнле курни ҫинчен каласа парӑр, иртнинче эпир нимӗн те калаҫаймарӑмӑр вӗт…

Помоги переводом

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫапах та юрату пирки часах калаҫаймарӑмӑр.

Помоги переводом

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Станцие кайса билет илтӗмӗр, — вара общежитине таврӑнтӑмӑр та, пӗрне-пӗри темшӗн ҫиленнӗ ҫынсем пек, кунӗпех калаҫаймарӑмӑр.

Помоги переводом

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Нумай та калаҫаймарӑмӑр — команда янраса кайрӗ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Полина, ку таранчченех эпир санпа ниепле те тӗл пулса калаҫаймарӑмӑр.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

— Паян эпир лайӑххӑн калаҫаймарӑмӑр та.

Помоги переводом

Сергейпе Хрестук // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Ун ҫинчен калаҫаймарӑмӑр та! — хирӗҫ хыттӑнах кулса ячӗ хӗр.

Помоги переводом

I // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑҫалхи вӑрҫӑ ӗҫӗсем пирки йӗркеллӗ калаҫаймарӑмӑр, питӗ шел куншӑн.

Помоги переводом

14. Боярсем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑштах тӗлӗнмелле мар-и: ҫулталӑк ҫурӑ юнашар пурӑнса, хальччен те йӗркеллӗн калаҫаймарӑмӑр».

Не странно ли — жить рядом и ни разу не поговорить толком, за все полтора года».

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.

Пӗр талӑк килтӗмӗр пулин те тӑраниччен калаҫаймарӑмӑр.

Сутки ехали и не разговорились как следует.

Раштав каҫӗ // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 156–171 с.

Румынсемпе эпир нумаях калаҫаймарӑмӑр.

С румынами мы говорили мало.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

— Эпир лайӑххӑн курса та калаҫаймарӑмӑр, — терӗ вӑл ерипен пӑшӑлтатса Ваҫҫука.

— Мы и не повидались совсем, — тихо шепнула она Ваську.

40 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Эсӗ ӗнер питӗ васкаса кайнипе санпа калаҫаймарӑмӑр та.

Ты вчера так быстро уехала, что мы как следует и не поговорили.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

 — «Пӗлместӗп, — терӗ Ромашов, — ун ҫинчен калаҫаймарӑмӑр эпир».

 — «Не знаю, — сказал Ромашов, — мы не говорили об этом».

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней