Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анука вӑрласа кайнинче ман мӗн ӗҫ?
XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӳлевсем калама ҫук ӳссе кайнинче.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Тимьянччӑ ҫӗр варринче ҫула тухса кайнинче, конешно, нимӗн те тӗлӗнмелли ҫук.
II // Эселе Петӗрӗ. «Капкӑн», 1931, 2№, 12–13 с.
— Юлташ кирек ӑҫта пулнине пӑхмасӑр, эпир унпа сывпуллашма кайнинче мӗн аван марри пултӑр.— Что ж тут неловкого, что мы все идем проститься с товарищем, где бы он ни был.
ХLIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Хӑрушлӑх пур ҫӗре вилӗмрен хӑрамасӑр кӗрсе кайнинче вӑл халӗ те-ха илем курать; капитан ӗнтӗ ӑна-кӑна пурӑнса ирттернӗ — малтан вӑл та чапа е мухтава тухасшӑн ҫуннӑ, харсӑрланнӑ, вилӗмрен хӑрама пӗлмесӗр ҫапӑҫнӑ, награда илме, паллӑ ҫын пулма ӗмӗтленнӗ, ку ӗмӗтсене пурнӑҫа та кӗртнӗ вӑл, анчах халӗ ӗнтӗ ҫак хавхалантаракан япаласем, уншӑн пулсан, хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ, ҫавӑнпа та халь вӑл ӗҫ ҫине урӑхла пӑхнӑ: хӑй тума тивӗҫ ӗҫсене вӑл пӗр пӑркаланмасӑр вӑхӑтра туса пынӑ, анчах, 6 уйӑх хушши бастионрах пурӑннӑ хыҫҫӑн, хӑйне кашни самантрах ӑнсӑртран вилӗм кӗтсе тӑнине лайӑх ӑнланаканскер, вӑл ҫав ӑнсӑртран килсе тухакан хӑрушӑ самантсенче хӑйне хӑй упранӑ, кирлӗ-кирлӗ мар ҫӗртенех, вилӗмрен хӑрамасӑр-тумасӑр, ҫапӑҫӑва кӗрсе кайман.
9 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.
Ҫӑлӑнӑҫ халь хӑвӑрт тапранса кайнинче ҫеҫ.
IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Хӑрушлӑх — идея енчен арпашса кайнинче, йӗркесӗрлӗхре…
II. Республика хӑрушлӑхра // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Ӑна тахҫанах паллӑ сӑмахсене Любава тимлӗ те кӑштах хаярланса итленинче, Пимен Иванович шухӑша кайнинче, Авдотья куҫӗсем ҫӗнӗ япалана тупса палӑртнишӗн, пӗлнишӗн савӑннипе йӑлтӑртатнинче ҫӑвӑнса ҫӗнелнӗ пек туйӑнчӗҫ.
2. Ҫӗнӗ ҫӗрте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Анчах та, укҫа шыраса ҫын ещӗкне кӗрсе кайнинче лайӑххи нимӗн те ҫуккине туйса, ман чӗрен тахӑш кӗтесӗнче тапаланакан совӗҫ (намӑс) юлашкийӗсем шӑппӑн шавлама та ӳлеме пуҫларӗҫ.
Параппанҫӑ кун-ҫулӗ // Леонид Агаков. Гайдар, Аркадий Петрович. Параппанҫӑ кун-ҫулӗ: повесть; вырӑсларан Л.Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1957. — 132 с.
— Ӗҫ вӗсем начар тӑнинче е вӗсен сӑрӗ хӑвӑрт кайнинче те мар…— Дело даже не в том, что они непрочно стоят и с них быстро сползает краска…
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн пичӗ ҫинче мӗн пӗркеленме пултарни йӑлтах пӗркеленчӗ, вӑл вара хӑйӗн укҫа-тенкӗ енчен пулнӑ йывӑрлӑхӗсене шутлама тытӑнчӗ: такамран вӑл хваттершӗн илмен-ха, суту-илӳре тӑкак тӳснӗ тата укҫа илме ху кайнинче те ним япӑххи те курмастӑп, терӗ.
Ҫу уявӗ // Михаил Рубцов. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 31–44 стр.
Те, американецсем пек, ҫын хӑвӑрт пуйса кайнинче те, чухӑнланса юлнинче те ним тӗлӗнмелли те ҫук тесе шутланипе, те хӑй ҫавӑн пек ҫын пулнипе Бьюмонтӑн Полозов виҫ-тӑват миллион пухма пултарнинчен тӗлӗнесси те, кайран ҫапла юхӑнса юлнишӗн (пурлӑхӗ лайӑх повар тытса тӑмалӑх юлнӑ-ха тата) кулянасси те килмен; ҫапах та итлесе ларнине, ӑна ӑнланнине пӗлтерсе, старик калакан нумай япаласенчен пӗрне те пулин асӑрхамалла пулнӑ вӗт-ха; ҫавӑнпа та вӑл: — Ҫапла, инкек-синкеке ҫемье пӗр канашлӑ пулса тӳссе ирттерни чылай ҫӑмӑллӑх кӳрет, — тесе хучӗ.
XI // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Качча кайнинче мар-ха ӗҫ, хӑҫан вӑл ҫавӑн пек ӳт хушма ӗлкӗрнӗ?!Да ведь дело не в том, что выскочила, а когда она сумела такие тела на себя набрать?!
XXIX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Ҫавӑн пек кӗтмен ҫӗртен илсе кайнинче темле тискерле хӑрушлӑх пур.
VIII сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Кадр ыйтӑвне тивӗҫлӗ ертсе пыманни, калӑпӑр, хыпарсенче йӑнӑшсем чылай кайнинче курма пулать.
Наци телекуравӗ хӑҫан йӗркеллӗ ӗҫлесе кайӗ? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/4808-%D0%9D% ... 0%D0%BA%D0
- 1