Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӗчӗ (тĕпĕ: йӗр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Урасем утнӑ пулсан эп те хам ирӗкпе вӑрҫа кайнӑ пулӑттӑм, — ача пек хурланса йӗчӗ вӑл.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ваҫиле килӗнче ларчӗ, амӑшӗ курман чух минтер ҫине вырта-вырта йӗчӗ.

Помоги переводом

Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Тимуш куҫне хупрӗ те пӗтӗм чунтан эрленсе йӗчӗ ячӗ куҫҫульпе, хывса печӗ ҫӗлӗкне.

Помоги переводом

Вӗҫекен панулмисем // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 57–62 с.

Вӑл чылайччен йӗчӗ, пичӗ йӑлтах куҫҫульпе йӗпенчӗ…

Помоги переводом

Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.

Казахстан ҫӗрӗ маншӑн хурланса йӗчӗ тейӗн — октябрь пуҫламӑшӗнче эрнене яхӑн ҫумӑр куҫҫуль пек шӑпӑртатрӗ.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Патька-патшан шанчӑклӑ ҫынни, Укаслу ертсе пыракан чӑваш ҫарӗн ӑслӑ та ырӑ кӑмӑллӑ тусӗ ҫӗре кӗнишӗн йӗчӗ пулмалла вӑл…

Помоги переводом

Юлашки ҫапӑҫу // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗтӗм чӑваш ҫарӗ куҫҫульпех йӗчӗ ҫавӑн чухне.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах Укаслу ӑна-кӑна асӑрхамарӗ, ҫаплах сӑмахла-сӑмахла йӗчӗ:

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пӗр вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ карчӑк, анчах хӗр ӑна итлемерӗ — шав йӗчӗ.

Помоги переводом

Пӗве ҫитнӗ хӗр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ашшӗ фронта кайнӑран вара амӑшӗ ачисем ҫине пӑхса пӗрре мар шӑппӑн йӗчӗ, пуҫри шурӑ тутӑр вӗҫӗпе хура куҫҫульне шӑла-шӑла илчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Татӑлсах йӗчӗ Ула Тимӗр арӑмне юлашки ҫула ӑсатнӑ май, пӗтӗм халӑх умӗнче: «Тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, Полина… Пӗлетӗп: эпӗ те айӑплӑ сан умра. Каҫар. Уйӑхпа хӗвел умӗнче тупа тӑватӑп: сана эпӗ юлашки сывлӑш тухичченех чӗрере упраса, яланах асӑнса пурӑнӑп… Санӑн яту, санӑн сӑнару яланах манӑн пурнӑҫ ҫулне яр ҫуттӑн ҫутатса тӑракан ҫӑлтӑр пек пулӗ. Ҫӗр ҫыртса калатӑп: урӑх нихӑҫан та никампа та ҫемье ҫавӑрмӑп…», — тесе чунлашрӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Марине антӑхса йӗчӗ.

Помоги переводом

Анне // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 88-89 с.

Хӑй ҫине ҫакӑн пек инкекпе тӗрӗслӗх йӑтӑнса аннипе ача пекех питне хупласа йӗчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Мишша кукаҫ сасӑсӑр йӗчӗ, вӑйсӑрланнӑскер, чӗркуҫленсе ларчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл вӗҫӗмсӗрех упӑшки ятне каласа йӗчӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

«Мӗншӗн йӗретӗн?» — тесе ыйтсан, ҫак самантра вӑл хӑй те калайман пулӗччӗ, Кулькка йыснӑшне кӳреннипе ҫеҫ мар, саваннипе те йӗчӗ пуль, чаплӑ пӳрт лартма пултарнӑшӑн, пурнӑҫ лайӑххишӗн, доцент-йыснӑш ҫеҫ мар, хальхи вӑхӑтра хӑй те телевизор туянма пултарнӑшӑн савӑнса йӗчӗ вӑл!..

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Сасӑпах ӗсӗклесе йӗчӗ вӑл.

Помоги переводом

Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.

Вова кӑна йытта ыталаса илчӗ: «Эх, Чикан, сана вӗлерчӗҫ-и?! Мӗншӗн?!» — тесе ҫухӑрса йӗчӗ.

Помоги переводом

Сӗркӗчленӗ алӑксем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акрӗҫ те, акӑ халь… ӗнер ав манпа пӗрле Александр Петрович та пӗчӗк ача пек йӗчӗ.

Помоги переводом

Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.

Ҫав-ҫавах урайӗнче выртакан Эрнепи ҫак чуна сехӗрлентерекен сӑмахсене илтсе тата хытӑрах ӗсӗклесе йӗчӗ.

Помоги переводом

19. Ирхине // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней