Поиск
Шырав ĕçĕ:
3. Ааронӑн сӑваплӑ вырӑна акӑ мӗн илсе кӗмелле: ҫылӑх парни кӳмешкӗн пӑру, пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн така; 4. унӑн йӗтӗнрен тунӑ таса хитон тӑхӑнмалла, аялтан тӑхӑнмалли кӗпи те йӗтӗн пултӑр, пилӗкне йӗтӗн пиҫиххи ҫыхтӑр, йӗтӗн кидар тӑхӑнтӑр: ку — тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ тумтир; вӑл ӳтне шывпа ҫутӑр та ҫавна тӑхӑнтӑр; 5. Израиль ывӑлӗсен халӑхӗнчен ҫылӑх парни кӳмешкӗн [качака кӗтӗвӗнчен] икӗ качака таки тата пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмешкӗн пӗр сурӑх таки илтӗр.
Лев 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Тилҫе чирӗ тумтир ҫинче пулсассӑн, ҫӑм тумтир ҫинче е йӗтӗн тумтир ҫинче, 48. е йӗтӗн ҫиппинчен, е ҫӑм ҫиппинчен тунӑ кумӑ ҫинче е ураҫӑ ҫинче пулсассӑн, е тата сӑран ҫинче, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала ҫинче пулсассӑн, 49. тумтир ҫинчи е сӑран ҫинчи, е кумӑ ҫинчи, е ураҫӑ ҫинчи, е пӗр-пӗр сӑран япала ҫинчи пӑнчӑ симӗсрех е хӗрлӗрех пулсассӑн, ку — тилҫе чирӗ: ӑна священника кӑтартмалла; 50. священник чире тӗрӗслесе пӑхӗ те чир лекнӗ япалана ҫичӗ куна хупса хурӗ; 51. ҫиччӗмӗш кунне священник чир ернӗ япалана тепӗр хут тӗрӗслесе пӑхӗ, эхер те чирӗ тумтир тӑрӑх е кумӑ тӑрӑх, е ураҫӑ тӑрӑх, е сӑран тӑрӑх, е сӑранран тунӑ пӗр-пӗр япала тӑрӑх сарӑлнӑ пулсассӑн, ку — ҫиекен тилҫе, таса мар чир; 52. священникӑн ҫав тумтире е куммине, е ҫӑмран, е йӗтӗнрен тунӑ ураҫҫине, е чир ернӗ кирек мӗнле сӑран япалана та ҫунтарса ямалла, мӗншӗн тесессӗн ку — ҫиекен тилҫе: ӑна вут-ҫулӑм ҫинче ҫунтарса ямалла.
Лев 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Пуҫ ҫыххийӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; аялтан тӑхӑнмалли тумтирӗ те вӗсен йӗтӗн пулмалла; пиҫиххине вӗсен ӳте тарлаттармалла ҫыхма юрамасть.
Иез 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вӑл йӗтӗн тум тӑхӑннӑ ҫынна: «кустӑрмасем хушшинчен, херувимсен хушшинчен вут-кӑвар ил» тесе хушсассӑн, лешӗ ҫавӑнта кӗрсе кустӑрма патне пырсассӑн, 7. херувимсен хушшинчи пӗр херувимӗ аллине херувимсен хушшинчи вут-кӑвар енне тӑсрӗ те ӑна, ывӑҫпа ывӑҫласа илсе, йӗтӗн тум тӑхӑннӑскере пачӗ.
Иез 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 9. Ааронпа унӑн ывӑлӗсене каласа хур: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне йӗрки акӑ ҫакӑ: пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парне ҫӗрӗпех, ирчченех парне вырӑнӗ ҫинче, ҫунтаракан ҫӗрте, пултӑр, парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ун ҫинче ҫунсах тӑтӑр, [ан сӳнтӗр]; 10. священник хӑйӗн йӗтӗн тумтирне тӑхӑнтӑр, аялтан тӑхӑнмалли йӗтӗн кӗпине тӑхӑнтӑр, унтан пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн парне вырӑнӗ ҫинче вут-ҫулӑмпа ҫунса пулнӑ кӗлне илтӗр те ӑна парне вырӑнӗ ҫумне хутӑр; 11. вара хӑй ҫийӗнчи тумтирне хывтӑр та урӑх тумтир тӑхӑнтӑр, кӗлне тапӑр тулашне таса ҫӗре илсе тухтӑр; 12. парне вырӑнӗ ҫинчи вут-ҫулӑм ҫунсах тӑтӑр, ан сӳнтӗр; священник ун ҫинче ирсерен вутӑ чӗрттӗр, ун ҫине пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне сарса хутӑр, ун ҫинче тӑнӑҫлӑх парнийӗн ҫӑвне ҫунтартӑр; 13. парне вырӑнӗ ҫинче пӗрмаях вут-ҫулӑм ҫунса тӑтӑр, ан сӳнтӗр.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Йӗтӗнпе урпана пӑр пӗтерсех тӑкнӑ, мӗншӗн тесессӗн урпа пучаха ларнӑ пулнӑ, йӗтӗн пуҫ кӑларнӑ пулнӑ; 32. тулӑпа пӑрие пӗтереймен, мӗншӗн тесессӗн вӗсене каярах акнӑ.
Тух 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Йӗтӗн пир ⎼ ҫӳхерех те шурӑрах, кӗмӗл сӗмлӗрех, анчах йӗтӗне ӳстерме йывӑртарах пулнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
— Йӗтӗн те ҫавнашкалах, — мӗншӗн пӗр йӗтӗне кӑна пӗлмелле?
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Петр тавар йышӑнать, ҫав мӑн сухаллӑ, чӗмсӗр мужиксем «йывӑртарах пултӑр тесе» юриех шывпа йӗпетнӗ «тарлӑ» йӗтӗн парса хӑварсан, ахаль йӗтӗне «долгунец» вырӑнне сутасран куҫне хупмасӑрах асӑрханать.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӗтӗн пункчӗн ячӗ кӑна тӑрса юлчӗ: йӗтӗне тахҫанах тылласа панӑ, халӗ йӗтӗн пункчӗ ӗҫ хыҫҫӑн тӗрлӗ ӗҫ тумалли вырӑн кӑна пулса тӑчӗ.
2. Хӑвӑртлӑх // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Пирӗн йӗтӗн пунктӗнче агрономсем те, машинӑсем те ан пулччӑр, ҫапах та халӗ йӗтӗне пӗрлешсе тылламалла тӑвас пулать.
7. Пинтен те хаклӑрах // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
— Ҫак йӗтӗне тылласа сӳс тусан, государствӑна тылламан йӗтӗн мар, лайӑх сӳс парас пулсан, пӗр центнер 500 тенкӗрен пуҫласа 800 тенкӗ таран укҫа пама пултарать.
5. Килте // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Аллине ҫава тытманни нумай пулать ӗнтӗ, иртнӗ ҫулсенче те йӗтӗн ҫинче ҫеҫ ӗҫленӗ, кӑна кирек кам та пӗлет: йӗтӗншӗн хӑйне май ӗҫлемелле, тырӑ патӗнче урӑхла-ҫке.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Йӗтӗне асӑрханса ҫеҫ сирсе, Катя йӗтӗн пуссине шалалла кӗчӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Юратнӑ вӑл шурӑ питлӗ, хура куҫлӑ, хӗрлӗ туталлӑ хеттей хӗрӗсене ялт-ҫутӑ та самантрах хыпса ялкӑшакан илемӗшӗн, — ҫак илем, нарцисс чечекӗ пек, питӗ ир хӳхӗммӗн ҫуралать те ҫавнашкалах хӑвӑрттӑн шанса сӳнет; пӗтреке хытӑ ҫӳҫлӗ, ал тунисене чӑнкӑрти ылттӑн сулӑсем, хулпуҫҫийӗсене ылттӑн кӑшӑлсем, ура пакӑлчакӗсене, пӗр-пӗринпе ҫинҫе вӑчӑра вӗҫҫӗн ҫыхӑнтарса, сарлака браслетсем тӑхӑннӑ, кӗре, ҫӳллӗ, вӗри филистим пикисене; ҫепӗҫ, пӗчӗк, пиҫӗ, ним ӳпкевсӗр амморей хӗрупраҫӗсене, — юратури шанӑҫлӑхпа пӑхӑнулӑхӗ вӗсен каларӑшсене кӗрсе юлнӑ; хӑйсен куҫӗсене сӑрсемпе вӑрӑмлатакан та ҫамкипе питҫӑмартасем ҫине кӑвак ҫӑлтӑрсем шӑтӑклакан Ассири хӗрарӑмӗсене; Сидонӑн лайӑх юрлама, ташлама, ҫаплах хӑнкӑрмаллӑ параппан аккомпанеменчӗ майӑн арфӑпа, лютньӑпа тата флейтӑпа выляма пултаракан, пӗлӳ илнӗ, хаваслӑ та ҫивӗч ӑслӑ хӗрӗсене; юратура ывӑнма пӗлмен те ухмаха тухсах кӗвӗҫекен сарӑ ӳтлӗ египтянкӑсене; хӗрӳлӗх тути-масине пит лайӑх чухлакан вавилонянкӑсене, — тум айӗнчи ӳчӗ вӗсен мрамор пекех яп-яка, мӗншӗн тесен вӗсем ун ҫинчи ҫӑм пӗрчисене хӑйне уйрӑм пастӑпа пӗтерсе тӑраҫҫӗ; ҫӳҫӗсемпе чӗрнисене вут пек хӗрлӗ сӑрлакан та шальварпа ҫӳрекен Бактри пикисене; чӗмсӗр, вӑтанкӑҫ маовитянкӑсене, — вӗсен тулли кӑкӑрӗсем ҫуллахи чи шӑрӑх каҫ та сулхӑн; вутла ҫунса тӑракан ҫӳҫлӗ, тӗттӗмре ҫутатакан ҫав тери шурӑ ӳтлӗ тимсӗртерех те перекетсӗртерех аммонитянкӑсене; йӗтӗн ҫӳҫлӗ, сенкер куҫлӑ, ӳт-тирӗнчен ачашлӑх шӑрши ҫапса тӑракан черченкӗ хӗрарӑмсене, — вӗсене Баальбек урлӑ ҫурҫӗртен турттара-турттара килнӗ, чӗлхине те вӗсенне Палестинӑра пурӑнакансенчен никам ӑнланакан пулман.
II сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Ку вӑрӑм йӗтӗн, кунта хӗл сиввине чӑтакан ыраш, унта урпа…Это вот лен-долгунец, здесь рожь зимостойкая, там ячмень голозерный…
24-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Карчӑк ялкӑшса ҫунакан кӑмака тӑврашӗнче аппаланатчӗ, Олеся питӗ ҫӳллӗ тенкел ҫине хӑпарса ларнӑ та йӗтӗн арлать; кӗнӗ вӑхӑтра алӑк хыттӑнтарах шаклатрӗ те, вӑл ман енне ҫаврӑнчӗ, алли айӗнчи ҫиппи ун татӑлса кайрӗ, пӑрӑл-л! кустарчӗ вара йӗки урай тӑрӑх.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Гаврик паллакан сутӑҫӑ-арӑм пӗчӗк тенкел ҫинче, йӗтӗн пирӗнчен тунӑ пысӑк зонт айӗнче, пулӑ тултарнӑ корзинкӑсем варринче ларать.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Бессарабири помещиксем ҫул ҫӳреме яланах йӗтӗн пирӗнчен ҫӗленӗ тумтир, алӑпа тытса вараланӑ сӑмсаллӑ картуз тӑхӑннӑ.
VII. Фотографи карточки // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Фермер йӗтӗн акса ҫитӗнтерет, ӑна вырса ҫапать, пир тутарать, чаплӑ сӗтел ҫитти ҫӗлететтерет.
Сӗтел ҫитти // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№