Поиск
Шырав ĕçĕ:
йӗркемсене (тĕпĕ: йӗрке) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
16. Вӗсем Манӑн йӗркемсене йышӑнманшӑн, Манӑн ӳкӗтӗмсене туса тӑманшӑн, Манӑн шӑматкунӑмсене уяманшӑн ҫапла турӑм: вӗсен чӗрисем хӑйсен йӗрӗхӗсем енне сулӑнчӗҫ.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Анчах та Израиль халӑхӗ пушхирте Мана хирӗҫ пӑлхав ҫӗклерӗ: Манӑн ӳкӗтӗмсем вӗрентнӗ пек пурӑнмарӗҫ, Манӑн йӗркемсене йышӑнмарӗҫ, вӗсене туса тӑнӑ пулсан, этем вӗсем урлӑ чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; Манӑн шӑматкунӑмсене те уямарӗҫ, Эпӗ каларӑм вара: вӗсене пӗтермешкӗн пушхирте вӗсем ҫине хаярлӑхӑма кӑларӑп, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Эпӗ вӗсене, Египет ҫӗрӗнчен илсе тухса, пушхире илсе ҫитертӗм, 11. вӗсене Хамӑн ӳкӗтӗмсене патӑм, вӗсене Хамӑн йӗркемсене пӗлтертӗм, ҫавсене туса тӑрсассӑн, ҫавӑн урлӑ этем чӗрӗ пулнӑ пулӗччӗ; 12. тата вӗсене Хамӑн шӑматкунӑмсене те патӑм, ҫак кунсем Манпа вӗсен хушшинчи астутаракан паллӑсем пулччӑр, ҫак кунсене тасатаканӗ Эпӗ — Ҫӳлхуҫа — пулнине пӗлччӗр вӗсем, терӗм.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те камӑн та пулин ывӑл ҫуралсассӑн, ҫавӑ ашшӗ тӑвакан пӗтӗм ҫылӑха курса та ун пек тумасассӑн: 15. тусем ҫинче чӳк парни ҫимест пулсан, Израиль килӗн йӗрӗхӗсем ҫине пӑхмасть пулсан, тӑванӗн арӑмне ирсӗрлемест пулсан, 16. ҫынна хӗсӗрлемест пулсан, салук илмест, вӑйпа туртса илмест пулсан, выҫӑ ҫынна ҫӑкӑр парать, ҫарамас ҫынна тумтир тӑхӑнтартать пулсан, 17. аллине мӗскӗне кӳрентересрен чарать пулсан, услам илмест, ытлашши илмест пулсан, Манӑн йӗркемсене туса тӑрать пулсан, Манӑн ӳкӗтӗмсем тӑрӑх пурӑнать пулсан, ҫав ҫын ашшӗ ирсӗрлӗхӗшӗн вилмест; вӑл чӗрӗ юлать.
Иез 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Хӑвӑн ҫу сӗрнӗ ҫыннуна Давидшӑн, Хӑвӑн чурушӑн, йышӑнсам: 11. Ҫӳлхуҫа Давида Хӑйӗн шанчӑклӑхӗпе тупа тунӑ, Вӑл ӑна тунмӗ: «санӑн йӑхунтан ҫуралнине санӑн аслӑ пукану ҫине лартӑп. 12. Эпӗ санӑн ывӑлусене Хамӑн халала, Хамӑн йӗркемсене вӗрентӗп, вӗсем ҫавна уяса тӑрсассӑн, вӗсенӗн ывӑлӗсем те ӗмӗр-ӗмӗрех санӑн аслӑ пукану ҫинче ларӗҫ» тенӗ.
Пс 131 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫылӑхлӑ ҫынна Турӑ ҫапла калать: «мӗн эсӗ Манӑн йӗркемсене вӗрентсе ҫӳретӗн, Манӑн халалӑм ҫинчен калаҫатӑн?
Пс 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа Соломона каланӑ: ҫапла тунӑшӑн, Манӑн халалӑмпа Манӑн йӗркемсене уяманшӑн, хӑвна мӗн хушнине астуса тӑманшӑн санран патшалӑха туртса илетӗп те хӑвӑн чуруна паратӑп; 12. анчах Давидшӑн, санӑн аҫушӑн, ҫакна Эпӗ сан ӗмӗрӳнте тумӑп, патшалӑхна сан ывӑлу аллинчен туртса илӗп; 13. пӗтӗм патшалӑхнех туртса илмӗп: Давид чурамшӑн, Хам суйласа илнӗ Иерусалимшӑн пӗр йӑхне сан ывӑлна парӑп, тенӗ.
3 Пат 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ Ман умӑмра, хӑвӑн Давид аҫу пек, таса чӗрепе, тӳрӗ чунпа ҫӳресессӗн, Эпӗ хӑвна мӗн хушнине пурне те туса тӑрсассӑн, Манӑн йӗркемсене, Манӑн саккунсене уяса пурӑнсассӑн, 5. Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗ ӗмӗрех сан йӑхунтан тухнӑскерӗ пулӗ, Эпӗ санӑн Давид аҫуна: «санӑн Израилӗн аслӑ пуканӗ ҫинче лараканӗсем пӗтес ҫук» тесе каланӑ пек пулӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эсир вара Эпӗ панӑ йӗркемсене, Манӑн саккунӑмсене тытса тӑрӑр, ҫав йӗрӗнчӗк ӗҫсене пӗрне те эсир хӑвӑр та, сирӗн хушшӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫын та ан тутӑр, 27. ку мӗнпур йӗрӗнчӗк ӗҫе ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр ҫинче пурӑннӑ ҫынсем туса тӑчӗҫ те, ҫӗр ирсӗрленсе ҫитрӗ; 28. ӑна эсир те ирсӗрлентере пуҫласассӑн, ҫӗр ҫакӑнта сирӗнтен малтан пурӑннӑ халӑхсене сирсе ывӑтнӑ пек, сире те хӑй ҫийӗнчен сирсе ан ывӑттӑр; 29. кам та кам ҫак йӗрӗнчӗк ӗҫсене тӑвас пулсассӑн, ҫавна тӑваканӗн чунне хӑйӗн халӑхӗ хушшинчен пӗтерӗҫ.
Лев 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1