Поиск
Шырав ĕçĕ:
15. Сирӗн йӑхӑрсенчен эпӗ аслисене, ӑслӑ, [тӑнлӑ,] шанчӑклӑ ҫынсене илтӗм те вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем — пинпӳ, ҫӗрпӳ, алпӳ, вунпӳ тата йӑхӑрсем тӑрӑх халӑха пӑхса тӑраканӗсем — туса лартрӑм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. йӑхӑрсем тӑрӑх хӑвӑр валли ӑслӑ, тӑнлӑ, шанчӑклӑ ҫынсем суйласа илӗр те, эпӗ вӗсене сирӗн пуҫлӑхӑрсем туса лартӑп, терӗм.
Аст 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ҫав ҫӗрте пурӑнакан кирек камӑн та ҫакна, ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе, ҫапла тумалла; 14. сирӗн хушшӑрта ютран килнӗ ҫын пурӑнать пулсассӑн та, сирӗн йӑхӑрсем хушшинче пурӑнакан кирек кам та ырӑ шӑрши Ҫӳлхуҫана кӑмӑллӑ пултӑр тесе парне парать пулсассӑн, унӑн та эсир тунӑ пекех тумалла; 15. эсир — [Ҫӳлхуҫа] халӑхӗ, сирӗншӗн те, [сирӗн патӑрта] пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та йӗрке пӗрре, вӑл сирӗн сыпӑкран сыпӑка, ӗмӗртен ӗмӗре пытӑр: эсир хӑвӑр та, ютран килнӗ ҫын та Ҫӳлхуҫа умӗнче пӗр пулатӑр; 16. сирӗншӗн те, сирӗн патӑрта пурӑнакан ютран килнӗ ҫыншӑн та пӗр саккун, пӗр тивӗҫ пултӑр, тенӗ.
Йыш 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
39. Ҫиччӗмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче, эсир ҫӗр ӳстернӗ ҫимӗҫсене пуҫтарнӑ чухне, Ҫӳлхуҫа уявне ҫичӗ кун уявлӑр: пӗрремӗш кунӗнче те канӑҫ, саккӑрмӗш кунӗнче те канӑҫ; 40. пӗрремӗш кунӗнче илемлӗ йывӑҫ турачӗсем, пальма турачӗсем, сарлака ҫулҫӑллӑ йывӑҫ турачӗсем, шыв хӗрринче ӳсекен хӑва турачӗсем илӗр те Ҫӳлхуҫа Туррӑр умӗнче ҫичӗ кунччен хӗпӗртесе савӑнӑр; 41. Ҫӳлхуҫанӑн ҫак уявне ҫулталӑкра ҫичӗ кун хушши уявлӑр: ҫакӑ сирӗншӗн сыпӑкран сыпӑка пымалли ӗмӗрлӗхе хунӑ йӗрке; ӑна ҫиччӗмӗш уйӑхра уявлӑр; 42. ҫичӗ кун хӳшӗре пурӑнӑр; ҫак ҫӗрте пурӑнакан кирек хӑш Израиль ҫынни те хӳшӗре пурӑнмалла: 43. Израиль ывӑлӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухсассӑн, Эпӗ вӗсене хӳшӗсене вырӑнаҫтарнине сирӗн йӑхӑрсем пӗлсе тӑччӑр.
Лев 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1