Поиск
Шырав ĕçĕ:
«Сунталта» ҫапӑнса тухнӑ-ҫке сан «Ылханлӑ йӑху» — икӗ номерте.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
Ху анас пулсан пит аван пулӗччӗ, эпир иксӗмӗр пӗрер сехет выляса савӑннӑ пулӑттӑмӑр йӑмӑкӑм, — тавӑрать автан, — сан йӑху ман асатте-асаннесемпе ӗмӗр-ӗмӗрех тӑшманла пурӑннӑ.
Автанпа тилӗ ҫинчен // Макар Хури. Инди юмахӗсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 102 с.
6. Ҫапах та Турӑ сӑмахӗ вырӑна килмерӗ темелле мар, мӗншӗн тесессӗн Израильрен ҫуралнисем пуртех Израиль ҫыннисем мар; 7. Авраам йӑхӗнчен тухнисем те пуртех Авраам ачисем мар; Ҫырура ҫапла каланӑ: «санӑн йӑху Исаакран пуҫланса кайӗ» тенӗ.
Рим 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл шанма-ӗмӗтленме май ҫук чухне те пӗрех шаннӑ, ӗненнӗ, ҫавӑнпа вӑл хӑйне: «санӑн йӑху питех те йышлӑ пулӗ» тенипе нумай халӑхӑн ашшӗ пулса тӑнӑ.
Рим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ҫӳлхуҫа — сана пултарнӑ, сана пӑхса ӳстернӗ, сана аннӳ варӗнче чухнех пулӑшса тӑракан Ҫӳлхуҫа — ҫапла калать: Иаков, Манӑн чурамӑм, Эпӗ суйласа илнӗ савнӑ [Израиль], ан хӑра: 3. Эпӗ ӗҫессишӗн антӑхаканӗ ҫине шыв, типсе хӑрӑннийӗ ҫине юхӑм тӑкӑп; санӑн йӑху ҫине Хамӑн сывлӑшӑма, санӑн ӑрӑву-тӑхӑму ҫине Хамӑн пиллӗхӗме ярӑп.
Ис 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррун сӑмахне итлеменшӗн, сана Хӑй ӳкӗтлесе каланине — Унӑн ӳкӗчӗсене, Вӑл хунӑ йӗркесене — тытса тӑманшӑн ҫак пӗтӗм ылхан сан ҫине пулӗ, хӑвна пӗтерсе пӑрахичченех вӗсем санран хӑпмӗҫ, сана ҫитӗҫ: 46. ку ӗнтӗ сан ҫинчи, санӑн йӑху ҫинчи ӗмӗрлӗх паллӑ пулӗ, ыттисене астутараканни пулӗ.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ выртакан ҫӗре Эпӗ сана, санӑн йӑхна парӑп; 14. санӑн йӑху ҫӗр ҫинчи хӑйӑр пек йышлӑ пулӗ; эсӗ анӑҫпа тухӑҫ еннелле, ҫурҫӗрпе кӑнтӑр еннелле сарӑлӑн; сан урлӑ, санӑн вӑрлӑху урлӑ ҫӗр ҫинчи пур ӑру та пиллӗхлӗ пулӗ; 15. акӑ Эпӗ санпала пӗрле: эсӗ кирек ӑҫта кайсассӑн та, сана пур ҫӗрте те сыхласа хӑварӑп; сана ҫак ҫӗр ҫине каялла ҫавӑрса килӗп, сана Хам мӗн каланине туса ҫитермесӗр Эпӗ сана пӑрахмӑп, тет.
Пулт 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1