Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑтрӗҫ (тĕпĕ: йӑт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пурте Хура Ҫимуна колхоза йышӑнма килӗшсе алӑ йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иван кашни ещӗкне пӗчченех, ыттисем икшерӗн йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Вихтрпа арӑмӗ лӑнчӑр-лӑнчӑр путеке йӑтрӗҫ те килелле уттарчӗҫ.

Помоги переводом

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Сӗлтӗртех кайнӑ ачана арҫынпа хӗрарӑм ылмашӑна-ылмашӑна йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йӗкӗтсем хӑйсен ялккасӗсемпе тӑпра йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

Стенькке-утаман мӗлки // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн арҫынӗсем сӗтелпе буфет хушшинче хатӑррӑн «хутӑрлама» пуҫларӗҫ: перхелейсемпе черетленсе, тӳлесе илнӗ ӗҫмелли-ҫимеллине сӗтел ҫине йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

Ҫын ҫынрах юлинччӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 197–201 с.

Тепӗр темиҫе минутран вара симӗс гимнастеркӑллӑ ҫынсене халӑх ушкӑнӗнчи туслӑ алӑсем темиҫе хутчен «урра» йӑтрӗҫ.

А через несколько минут над толпой взлетали люди в защитных гимнастерках, подбрасываемые дружескими руками.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Лешсем ним хирӗҫлемесӗрех Мыйракине йӑтрӗҫ те каялла тарма тытӑнчӗҫ.

Помоги переводом

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Лаҫри пысӑк хуранта плов валли така яшки вӗрерӗ, хан поварӗ тӑрӑшсах, питрен хӗрелсе кайсах шашлык ӑшаларӗ, тарҫӑсем пӑр хунӑ нӳхрепсенчен ӗҫмелли-ҫимелли йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

13. Шӗкӗр хула Кӑкшамар // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Мӑянне чӑнах та нумай йӑтрӗҫ ӗнтӗ, пахчасенчи, ял тулашӗнчи мӑяна йӑлтах вырса пуҫтарчӗҫ.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Арҫынсем ывӑннӑ пулсан та хӑйӑр ҫине сарса вырӑн тумалӑх тата ҫӗр каҫиччен ҫунтармалӑх хырӑ лӑсси, шултрарах турат йӑтрӗҫ, хырӑма улталамалӑх шӳрпе пӗҫерчӗҫ.

Помоги переводом

6. Тӑван хурӑнсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫар пуҫӗсем Семен Иванович Микулинские «урра» йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Лере, Ушатых вотчининче, чутласа хатӗрленӗ пӗренесене, юпасемпе хулӑн хӑмасене воинсемпе мастеровойсем лашапа ҫӳлелле турттарчӗҫ, май килнӗ чухне ал вӗҫҫӗн йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тӗттӗм пула пуҫласан йӗпе шӑши пек исленнӗ ҫынсем чашӑкӗсене йӑтрӗҫ те: «Кайӑк чӳк! Кайӑк чӳк!» — тесе кӑшкӑрашса килӗсене саланчӗҫ.

Уже с темнотой мокрые, в прилипшей к телу одежде люди разобрали свою утварь и с криками «каек-чук! каек-чук!» разошлись по домам.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хирӗҫ килнӗ шӑллӗпе йӑмӑкӗ чӑматанӗсене йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ку шанчӑка унӑн амӑшӗпе Сахвине карчӑк та сӳнме памарӗҫ, вӗсем ӑна ялан эс сӑнран самайланса пыма пуҫларӑн тесе ӗнентерме пӑхрӗҫ, ун ячӗпе киремет картине темӗн чухлӗ кучченеҫ йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Тарҫӑсем йышлӑ нӳхрепсенчен чӗресӗ-чӗресӗпе ҫимелли йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

7. Хусан хӑнисем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пӗрисем вутӑ татмалли ҫӗре кайрӗҫ, теприсем татнине пӑрахут ҫине йӑтрӗҫ, котельнӑя антарчӗҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Хусантан илсе килнӗ кучченеҫ хутаҫҫисене — канфет, пӗремӗк, сушкӑ таврашне — хӗпӗртесех йӑтрӗҫ ачисем.

Помоги переводом

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Тӗтӗме пӑхмасӑр Хӗветӗр ҫунакан улӑма йӗтем еннелле сенӗкпе сире-сире ывӑтрӗ, ҫав вӑхӑтра Кольӑпа Мӗкӗте мунчаран витре хыҫҫӑн витре шыв йӑтрӗҫ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней