Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑпанни (тĕпĕ: йӑпан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малашлӑха туртӑнас вырӑнне киввипе йӑпанни пирки…

Помоги переводом

Историе истори кӗнекинче хӑварасчӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6379.html

Пушӑ вӑхӑтра этем чуна килентерекен ӗҫпе йӑпанни — кайӑк юрласа кӑмӑлне ҫӗкленипе танах.

Помоги переводом

XXIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Пӗлетӗп: пӗтӗмпе ку кӑлӑх, Ку — ӗмӗтпе кӑшт йӑпанни.

Помоги переводом

XXXIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Карамышпа Тукайшӑн пулсан иртен пуҫласа каҫчен ӗҫкӗпе йӑпанни — пӗртен-пӗр ҫӑлӑнӑҫ, унсӑрӑн кунта тунсӑхпа ухмаха тухма та ним те мар.

Помоги переводом

4. Ҫӗнӗ хан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Эсир балетпа йӑпанни йӑшрӗ-им? — ыйтрӗ Рой Тита Альсервейран.

— Окончилось ваше увлечение балетом? — спросила Рой Титу Альсервей.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Вӑйӑ, вӑл — вӑйӑ, йӑпанни пулать эппин, эсӗ ҫапӑҫма тытӑннӑ пекех хӑтланатӑн.

— Игра — это игра, забава, значит, а ты словно в драку лезешь.

XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Сывлӑшпа йӑпанни, тарма шут тытни ӑна хавхалантарса ячӗ, вӑй кӗртнӗ пек туйӑнчӗ, вара унӑн ҫакӑнтанах, ҫак картлашкасем ҫинченех стена патне сиксе ӳкес, алӑпа пралукран ярса тытса, леш енне сиксе каҫас килсе кайрӗ.

Морозный чистый воздух и возбуждение, охватившее Йована при мысли о побеге, придали ему новые силы, ему так и хотелось прямо отсюда, с лестницы, броситься к стене и, ухватившись рукой за колючую проволоку, перемахнуть через нее.

22 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.

Ӑна йӑпанни усӑллӑ.

Ему полезно побыть в обществе.

V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.

Анчах ан вӗтелен, юратӑва сапаласа ан пӗтер, вӑхӑтлӑха ҫеҫ йӑпанни ан пултӑр».

Но не печалься, не рассеивай любовь, не гонись за временным развлечением».

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Шӑнкӑртатса юхакан тӑп-тӑрӑ шыв хӗрринчи хӑва сулхӑнӗнче кӑкшӑмри эрехпе йӑпанни сехетлӗхе те пулин чуралӑхра пурӑннине манӑҫтарать, пуҫ тӗлӗнчи туратлӑ йывӑҫ айӗнче ҫемҫе курӑк ҫине ларса, какай татӑкне помидорпа, хӑярпа, техӗмлӗ петрушкӑпа та хӑватлӑ пӑрӑҫпа сӗтеклентерсе ҫини патша апачӗ пекех туйӑнса каять, енчен тата сӗрме купӑс калакан вӑйҫӑ та пулсан — этем курман ырлӑх ӗнтӗ.

Кувшин вина, выпитый в прохладной тени верб близ шумливой кристально чистой реки, помогает забыть о рабстве; кусок мяса, тушеного с алыми помидорами, ароматной петрушкой и забористым перцем, съеденный на траве под нависшими над головой ветвями, сквозь которые синеет высокое небо, делает жизнь царской, а если еще захватить с собой скрипачей, покажется, будто все это — верх земного блаженства.

XIV. Силистра-Йолу // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Ку йӑпанни ҫеҫ мар.

Это было не увлечение.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

13. Айван ҫынсен калаҫӑвӗ кӑмӑла пистерет, вӗсем кулни-шӳтлени — ҫылӑхпа йӑпанни.

13. Беседа глупых отвратительна, и смех их - в забаве грехом.

Сир 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней