Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ванюк «салтак» макӑрӗ, киле яма тархасласа йӑлӑнӗ, амӑшне кӑшкӑра-кӑшкӑра чӗнӗ.А «воин» Ванюшка будет плакать, проситься домой, кликать мать.
XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Катерина Васильевна хӑйӗн пулас упӑшки тенипе Кирсанов шутланинчен чылай лайӑхрах калаҫнӑ; Кирсанов малтан: Соловцов ӗҫе питӗ пӗлсе тӑвӗ, хӗре парӑннӑ пек пулӗ, ачашшӑн йӑлӑнӗ, тесе тӑнӑ пулнӑ.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
7. Сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, паракан ҫӗрӳ ҫинче хӑвӑн пӗр-пӗр килӳ-ҫуртунта тӑванусенчен кам та пулин кӗлмӗҫе юлса пурӑнсассӑн, эсӗ чӗрӳне ан хытар, кӗлмӗҫ тӑвану умӗнче хыт кукар ан пул, 8. уҫӑ кӑмӑллӑ пулса, ӑна мӗн ҫитменнине кирлӗ таран кивҫен пар; 9. сыхлан, чӗрӳне: «акӑ ӗнтӗ ҫиччӗмӗш ҫул, каҫармалли ҫул, ҫывӑхарса килет» текен ҫылӑхлӑ шухӑш ан кӗтӗр, ҫавна май кӗлмӗҫ тӑвану ҫине хӗрхенмесӗр пӑхасси ан пултӑр санӑн, памасӑр тӑрасси ан пултӑр; унсӑрӑн вӑл, сана ӳпкелесе, Ҫӳлхуҫана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, эсӗ [пысӑк] ҫылӑха кӗрӗн; 10. пар ӑна, [мӗн чухлӗ ыйтнине, мӗн чухлӗ кирлине кивҫен пар ӑна,] анчах панӑ чухне чӗрӳ пӑшӑрханнӑ ан пултӑр: ӑна панӑшӑн сана Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, пур ӗҫӳнте те, ху аллупа мӗн тӑвас тенине те пӗтӗмпех пиллӗх парса тӑрӗ; 11. кӗлмӗҫсем [санӑн] ҫӗрӳ ҫинче пурӑнакансем хушшинче яланах пулӗҫ, ҫавӑнпа хушатӑп та сана: хӑвӑн ҫӗрӳ ҫинче тӑвану умӗнче, чухӑн умӗнче, кӗлмӗҫ умӗнче уҫӑ кӑмӑллӑ пул.
Аст 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Эхер те хӑвӑн ҫывӑх ҫыннунтан салук тумтир илсе юлсассӑн, ӑна хӗвел анса лариччен тавӑрса пар, 27. мӗншӗн тесессӗн вӑл — унӑн пӗртен-пӗр витӗнкӗҫӗ, унӑн ӳтне витсе тӑракан тумтирӗ: унсӑр вӑл мӗн витӗнсе ҫывӑрӗ? вӑл Мана тилмӗрсе йӑлӑнӗ те, Эпӗ илтӗп, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ.
Тух 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1