Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

йӑлтӑртаттарса (тĕпĕ: йӑлтӑртаттар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем лабораторире пуҫа ватса ларнӑ чухне, пӗр вӑрра вӗреннӗ ҫын вӑрлама пӑрахаймасть теҫҫӗ ҫав, асамат кӗперӗ пек йӑлтӑртаттарса тӑракан йывӑҫа каллех милӗклӗх пултӑр тенӗ-и, ҫын ан куртӑр тесе вӑрттӑн кӑна йӑпшӑнса пынӑ та ун ҫине пурттине кач! ҫеҫ лартнӑ.

Помоги переводом

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Самантран чӳречисене йӑлтӑртаттарса, хальхинче хирӗҫ еннелле, каллех кӗмсӗрти васкавлӑ пуйӑс иртсе кайрӗ.

И в другую сторону, сверкая огнями, с громом пронесся еще один скорый поезд.

XXII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Мӑйӗ ҫинчи йӗс хӗресне йӑлтӑртаттарса, чиперех уҫса кӗртрӗ-ха.

Помоги переводом

XXXIV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кушах, куҫӗпе йӑлтӑртаттарса, ҫӗрелле лӑпчӑнчӗ те талт! сикрӗ.

Помоги переводом

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Йӗпе куҫне йӑлтӑртаттарса тӑракан арҫын ача шикленсе куҫне те мӑчлаттарманран-ши, хӗр тӗксӗмленчӗ.

Помоги переводом

Славик // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 56–82 с.

Хлихха ҫынсен карти умӗнче, хыҫсӑр пукан ҫинче, куҫлӑхне йӑлтӑртаттарса ларать (таҫтан тупса килнӗ ӗнтӗ ӑна валли хыҫсӑр пукан, кунта, ҫӗнӗ клубра, креслӑсем ҫеҫ курӑнатчӗҫ), пӳрнисене ҫемҫетмелле пек, купӑсне турткаласа илет.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 338–356 с.

Думитру куҫне йӑлтӑртаттарса кулать.

Помоги переводом

VIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Патька-патша йӗкӗчӗсем Валтиелӗн кукӑр-макӑр урамне хӗҫӗсене ҫиҫӗм пек йӑлтӑртаттарса пырса кӗчӗҫ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш ҫапӑҫу — пӗрремӗш ҫухату // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Модӑран юлнӑ эсир, нимӗн те ӑнланмастӑр, ватӑ енне сулӑнатӑр ӗнтӗ, ҫӗннине хирӗҫ пыратӑр, — терӗ Верук, чӑлт шурӑ хитре шӑлӗсене йӑлтӑртаттарса кулчӗ.

Помоги переводом

Верук-Чиперук // Сарра Баранова. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 12–13 с.

Лашасем таканӗсене йӑлтӑртаттарса икӗ уран тӑчӗҫ.

Лошади, сверкая подковами, вставали на дыбы.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Авӑ, халӗ те ырашпӑтрисен кӗтӗвӗ, хӗвел ҫинче аякӗсене йӑлтӑртаттарса, юхӑма хирӗҫ хӑпарать.

Помоги переводом

V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Машина ҫинчен ҫамрӑк сержант анчӗ, ҫутӑ аттисене йӑлтӑртаттарса, Ваҫук патне утса пычӗ.

Помоги переводом

Кампур // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 257–261 с.

— Горн? — тепӗр хут ыйтрӗ вӑл сулахай куҫне хӗссе, ҫав хушӑра сылтӑмми шӑрҫине йӑлтӑртаттарса тӗксӗмленчӗ.

— Горн? — переспросил он, подмигивая левым глазом, в то время как правый тускнел, поблескивая зрачком.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Ҫаврӑнса пӑхсамӑр, Горн, — терӗ вӑл пӗчӗк куҫӗсене йӑлтӑртаттарса.

— Повернитесь, Горн, — сказал он, блестя маленькими глазами.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.

— Шӑпах ҫавӑнпах, — куҫлӑхӗпе йӑлтӑртаттарса лӑпкӑн килӗшрӗ тухтӑр, — мана сирӗн укҫӑр кирлӗ мар.

— Вот поэтому-то, — спокойно сказал доктор, поблескивая очками, — я и не возьму с вас денег.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.

Мулат шӑлне чӗмсӗррӗн йӑлтӑртаттарса елпӗрчӗ.

Мулат тихо блеснул зубами.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 177–180 с.

— Вара мӗн? — каҫ сӗмӗнче куҫне йӑлтӑртаттарса илчӗ Сӑпани.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Пит маттур ҫын, алай, — куҫне йӑлтӑртаттарса илчӗ вӑл.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тарт куҫӗсене куҫҫульпе йӑлтӑртаттарса кӑшкӑрать: унӑн сасси шыв сиккисем патнелле вӗҫет, чул картлашкасенчен пыра-пыра ҫапӑнчӗ те акӑ — виҫӗ хут ахрӑмланнӑскер, сасартӑк ҫавӑрса кӑшӑлланӑран, тертлӗ чӗтренӳ ҫуратнӑран — туйӑмлӑ та ансат юрра куҫрӗ:

Тарт кричал с блестящими от слез глазами: голос его летел к водопадам, бился в каменные уступы и, трижды повторенный эхом, перешел в песню, вызванную внезапным, мучительным потрясением, страстную и простую.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Пуҫӗсене каҫӑртнӑ та — сарса пӑрахнӑ ҫунаттисемпе кӑвак тӳпере йӑлтӑртаттарса вӗҫсе ҫӳрекен нимӗҫ самолечӗ ҫине ҫеҫ пӑхса лараҫҫӗ.

Подняв головы, глядели на поблескивающий в лазури откинутыми назад крыльями германский самолет.

5 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней