Поиск
Шырав ĕçĕ:
Турӑ умӗнче ыйтатӑп, — турӑш енне ҫаврӑнса, виҫӗ хутчен хӗрес хыврӗ ҫавӑнтах, — сана миҫе ҫул кӗтмелле пулать — ҫавӑн чухлӗ кӗтӗп, сывлӑхсӑр таврӑнсан та йышӑнӑп, анчах пӑрах хӑвӑн ӗҫне, тупата, пире тек капла пурӑнма пачах та май ҫук…
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Кирлӗ пулсан, эпӗ хамӑн аттеҫӗм, тусӑмҫӑм, учителӗм Сталин ячӗпе, ӑна асра тытса вилӗм йышӑнӑп.Если понадобится, я приму смерть в память о моем отце, друге, учителе Сталине.
Кузнецов ҫырӑвӗ // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ыратӗ тесе шутламастӑп та, ҫапах та ыратас-тӑвас пулсан, ыран кирек хаш вӑхӑтра та кӗме пултаратӑр: эпӗ сире черетсӗрех йышӑнӑп…Если будут, чего я не предполагаю, боли, зайдите завтра в любое время: я вас приму вне очереди…
V сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Эсир ман пата пырсан, эпӗ сире турӑран хама йышӑнма ыйтса кӗлтунӑ пекех йышӑнӑп.Если вы придете ко мне, я приму вас так, как я молю Его принять меня, когда придет мой час.
XI // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Пӑхса тухӑп, мерӑсем йышӑнӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
— Юрӗ, Ваҫҫа пичче, сан канашна тӗпе хурса йышӑнӑп эпӗ ҫав вырӑна.
Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ
— Эпӗ сана кунти барышньӑсемпе паллаштарӑп, сана хамӑн ҫунатӑм айне йышӑнӑп, — пӳлсе хучӗ те Матвей Ильич, тулли кӑмӑллӑн кулса ячӗ.
XII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
— Тав тунине йышӑнӑп, анчах халӗ мар.
XXVIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Эпӗ мӗнпурне тав тусах йышӑнӑп.
XVI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
17. «Ҫавӑнпа вӗсен хушшинчен тухӑр, тет Ҫӳлхуҫа, уйрӑлӑр вӗсенчен. Таса маррине ан сӗртӗнӗр, Эпӗ вара йышӑнӑп сире».
2 Кор 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
41. Сире халӑхсем хушшинчен илсе тухсан, сире хӑвӑр сапаланса пурӑнакан ҫӗршывсенчен пӗр ҫӗре пуҫтарсан, Эпӗ сире тӗтӗрекен ырӑ шӑршӑллӑ тӗтӗме йышӑннӑ пек йышӑнӑп, ытти халӑхсем умӗнче Эпӗ сирӗнте ҫуталса тӑрӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Манӑн сӑваплӑ тӑвӑм ҫинче ҫеҫ, Израиль ҫӗрӗн ҫӳллӗ тӑвӗ ҫинче ҫеҫ, тет Ҫӳлхуҫа Турӑ, пӗтӗм Израиль халӑхӗн — ҫӗр ҫинче мӗн чухлӗ вӗсем, пурте, кашни ҫын таранччен — Мана ҫавӑнта пуҫҫапмалла; Эпӗ вӗсене кӑмӑллӑн йышӑнӑп; Эпӗ унта сирӗнтен парнесем, малтан ӗлкӗрнӗ ҫимӗҫсемпе пӗтӗм таса япалӑрсене ыйтӑп.
Иез 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
7. Эпӗ сана вӑхӑтлӑха ҫеҫ хӑвартӑм, халӗ тем пекех хӗрхенсе йышӑнӑп сана.7. На малое время Я оставил тебя, но с великою милостью восприму тебя.
Ис 54 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. [Вооз] каланӑ: [Ҫӳлхуҫа Турӑ] сана пиллӗх панӑ, хӗрӗм! ҫакӑ юлашки ырӑ ӗҫне эсӗ унчченхинчен те аванрах турӑн: эсӗ ҫамрӑккине, чухӑннине е пуяннине, шырама каймарӑн; 11. ан хӑра, хӗрӗм, эсӗ мӗн каланине пурне те тӑвӑп; манӑн халӑхӑм хушшинче эсӗ ырӑ хӗрарӑм иккенне пур хапха умӗнче ларакансем те пӗлеҫҫӗ; 12. чӑнах, эпӗ санӑн хурӑнташу пулатӑп, анчах санӑн манран та ҫывӑхрах хурӑнташу пур; 13. кӗҫӗрлӗхе кунтах ҫӗр каҫ; ыран вара сана вӑл йышӑнсассӑн — йышӑнтӑр, аван пулӗ; вӑл йышӑнмасассӑн, эпӗ йышӑнӑп; Ҫӳлхуҫа чӗрӗ!
Руфь 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эппин, Израиль ывӑлӗсене кала: Эпӗ Ҫӳлхуҫа, Эпӗ сире Египет пусмӑрӗнчен илсе тухӑп, сире вӗсен чуралӑхӗнчен хӑтарӑп, хӑватлӑ аллӑма тӑсса, аслӑ сут тӑва-тӑва сире ҫӑлӑп; 7. сире Хамӑн халӑхӑм пулма йышӑнӑп, сирӗн Туррӑр пулӑп, вара эсир Эпӗ Ҫӳлхуҫа, хӑвӑр Туррӑр, сире [Египет ҫӗрӗнчен,] Египет пусмӑрӗнчен хӑтарса кӑлараканӗ, иккенне пӗлӗр; 8. Эпӗ сире Авраама, Исаака тата Иакова пама пулса Хамӑн аллӑма ҫӗклесе тупа тунӑ ҫӗре илсе кӗрӗп, сире ӑна еткерлӗхе парӑп.
Тух 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1