Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вунсаккӑрмӗш ӗмӗрте Пӗрремӗш Петӗр шутласа кӑларнӑскер-ха медалӗ, ӗҫкӗпе ашкӑнакансене пама йышӑннӑскер.
46 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Паян виҫӗ станок ҫине втулка касма парас, материалӗ штамповка участокӗнчи порезкӑра выртать, ҫирӗм иккӗмӗш диаметрлӑ пӑрӑх, — хушусем пачӗ Корнеев, вӑхӑтлӑха аслӑ мастер вырӑнне йышӑннӑскер.
12 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.
Сарри, хӑй Христос тӗнне тахҫанах йышӑннӑскер, ку калаҫуран тытӑнса тӑчӗ: пит теветкеллӗ те тавлашуллӑ вӑл, тӗн ыйтӑвӗ.
13. Аттенее ҫӗр кирлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Сююнбике, малтан чӑваш мӑрсине тарават йышӑннӑскер, кайран, ытти тӑванӗ-пӗлӗшӗсем князь патне сӗкӗнме тытӑнсан унран кӑшт ютшӑнчӗ.
13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
— Шӑпах ҫакна кӗтмеллеччӗ те, — терӗ вӑл шутсӑр пӗлтерӗшлӗн, ахӑртнех, хӑйӗн сӑмахӗсене хӑй те ӗненет, — Элиас Бутлер, кӳнтеленсен умӗнче айӑпне йышӑннӑскер, — ларӑр та преступление мӗнле тунине каласа кӑтартӑр.
XXVIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
«Сӑнавҫӑ», хӑйсене хӑйсем ушкӑнпа вӗлернин версине йышӑннӑскер, чи малтанах «Виола» капитанӗн кӑтартӑвӗсене тӗпе хурать.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 211–227 с.
Каролос Папульяс, маларах Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑскер, 92 ҫула ҫитсе вилнӗ.Бывший президент Греции Каролос Папульяс умер в возрасте 92 лет.
Греци президенчӗн вырӑнне йышӑннӑ Каролос Папульяс вилнӗ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/30626.html
Халичченхи Конституци, 1924 ҫулта йышӑннӑскер, ССР Союзӗн пирвайхи Конституцийӗ пулать.Ныне действующая Конституция, принятая в 1924 году, есть первая Конституция Союза ССР.
II // И. Кузнецов, А. Золотов, П. Иванов. Сталин, Иосиф Виссарионович. ССР Союзӗн Конституци проекчӗ ҫинчен : (Пӗтӗм Союзри Советсен Чрезвычайлӑ VIII съездӗнче 1936 ҫ. ноябрӗн 25-мӗшӗнче тунӑ доклад) / И. В. Сталин ; Г. А. Молостовкин куҫарнӑ. - Шупашкар : Чӑваш АССР государство издательстви, 1936. — 58 с.
Ку — шӑпах та паҫӑр вӗсем кайӑк вырӑнне хурса йышӑннӑскер.
Марс // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Чӑнах та, кӑвакарнӑ ҫӳҫлӗ леш Семенов, пӗрремӗш экзамен вӑхӑтӗнче хамран япӑхрах курӑннипе мана савӑнтарнӑскер тата вӗренме кӗмелли экзаменсене панӑ чух иккӗмӗш вырӑна йышӑннӑскер, студент пурнӑҫӗн малтанхи уйӑхӗнче лекцисене пӗр сиктермесӗр ҫӳрерӗ, анчах репетицисем пуҫланичченех ӗҫме пуҫларӗ, курс вӗҫӗнче университета ҫӳреми те пулчӗ.
ХLIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Пире пӗлтернӗ тӑрӑх, чылай ҫул И. Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ректорӗн вырӑнне йышӑннӑскер паян клиникӑра вилнӗ.
Лев Патнелеймонович Кураков пурнӑҫран уйрӑлнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/27357.html
Тысленко, Богунский полкри рота командирӗ пулнӑскер, нумаях та пулмасть Щорс приказӗ тӑрӑх, дивизин снабжени начальникӗн должноҫне йышӑннӑскер, Фаняна хӑлхаран темӗн пӑшӑлтатса каланӑ.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Тепӗр ҫамрӑкӗ тата нумаях пулмасть мистер Боркӑн юлашки кроватьне йышӑннӑскер, хӑй вырӑнӗ ҫине выртса, чарӑнма пӗлмесӗр хытӑ ахӑлтатнӑ, кулӑ хӑйне вӗлересрен хӑтӑласшӑн пулнӑ пек, урисене сывлӑшра вылятнӑ.
XII // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Унӑн ҫӗнӗ командующийӗ Сидорин генерал, Краснов тӑрӑшнипе ӳссе кайнӑ генерал Денисов отставкӑна тухнӑ хыҫҫӑн ун вырӑнне йышӑннӑскер, тата каллех ӗнтӗ ҫар атаманне суйланӑ генерал Африкан Богаевский; союзниксем пулӑшасса шанаҫҫӗ.
LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Анчах вӑл хӑйне ӗлӗкхинчен начартарах мар тытнӑ пулсан, ун ҫине пӑхакан куҫсем вара нумай асӑрханӑ, нимӗнле урӑх куҫсем те ун чухлӗ курма пултарайман, — ҫапла, нимӗнле урӑх куҫсем те асӑрхама пултарайман пулӗччӗ ун чухлӗ: Лопухов хӑй те, — Марья Алексевна откуп енӗпе кайма ҫуралнӑ тесе йышӑннӑскер те, — Кирсанов хӑйне хӑй питӗ ирӗк тыткаланинчен тӗлӗннӗ, Кирсанов пӗр самантлӑха та улшӑнман, Лопухова ҫак сӑнавсем хытӑ савӑнтарнӑ, наука енчен илсе пӑхсан, вӗсем ӑна ирӗксӗрех психологи тӗлӗшпе чаплӑ сӑнав пулнипе интереслентернӗ.
XXIII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
- 1