Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ Гэндса, иксӗмӗрӗн интерессем те пӗрле килӗшнине курса, пӗр тӗлӗшпе ҫеҫ шанма пултаратӑп: эпир иксӗмӗр те шкунӑна хӑрушӑ мар вырӑна, каярахпа ӑна нимӗнле йывӑрлӑхсӑрах илсе тухмалли вырӑна, ҫитерме шутлатпӑр.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Эпир утравӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫри вӗҫӗнчен ҫурҫӗр енчи бухтӑна кӗмелли вырӑна ҫитиччен нимӗнле йывӑрлӑхсӑрах пытӑмӑр.
XXVI сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ҫапла ӗнтӗ, карапа эпӗ йывӑрлӑхсӑрах тупрӑм.
VII сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Ытти ҫынсен вара пӗр йывӑрлӑхсӑрах питӗ лайӑх пулса пычӗ, вӗсен урӑхла пулма та пултарайманнӑн туйӑнчӗ.У других же без всякого, казалось, труда все шло отлично, как будто не могло быть иначе.
XXXI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫил вӑйлине пӑхмасӑрах, «Пилигрим» команди тӑвӑл пуҫланиччен илсе хума ӗлкӗрнӗ фокпа кливера та пӗр йывӑрлӑхсӑрах вырӑнне лартрӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Пӳрнисемпе стенасемпе маччана тӗке-тӗке, тахҫанах пӑхмасӑр калама вӗреннӗ урока ҫирӗплетнӗ пек, вӑл тӗрлӗрен кирлӗ пултаракан япаласем ҫинчен кала-кала кӑтартрӗ, ҫав япаласем пӗтӗмпех пур-мӗн, тупасса та вӗсене пӗр йывӑрлӑхсӑрах тупма пулать иккен, ҫитменнине тата юсамалли те ытлашшиех мар-мӗн.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Йывӑрлӑхсӑрах мар, анчах хӑй умне лартнӑ шухӑша пурнӑҫларӗ-пурнӑҫларех.
XIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗриленсе кайнӑ Мересьев, пӑлханнипе куҫӗсене ҫутӑлтарса, ҫав пур глиссадӑсене, змейкӑсене, точкӑсене турӗ, хӑвӑрт ҫаврӑнкаларӗ, ӑна хӑйӗн ҫӑмӑл та илемлӗ кӗлеткеллӗ, ҫулӑм пек курӑнакан кӑтра ҫӳҫлӗ хӗрне ташӑра пӗр йывӑрлӑхсӑрах илсе пынӑ пек туйӑнчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
- 1