Поиск
Шырав ĕçĕ:
Совет самани вӑй илсе, тӗревленсе пынине кӑтартнипе пӗрлех Иван Ивник телейлӗ пурнӑҫа епле йывӑрлӑхсенче ҫӗнсе илнине асӑрхаттарма та манман («Чемей пӑлхавӗ» поэмӑпа хӑш-пӗр сӑвӑсем).
Иван Ивник // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 71 с.
Христос Чӗрӗлсе тӑнӑ кун пире ӗненӳ, Раҫҫей халӑхӗн ӑс-хакӑл тымарӗ пулнӑ май, йывӑрлӑхсенче яланах пӗрлештернине тата Тӑван ҫӗршывӑмӑр интересӗсене хӳтӗлес ӗҫре иксӗлми вӑй пулса тӑнине аса илтерет.
Олег Николаев Мӑнкун ячӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/04/16/gla ... et-s-prazd
Анчах ӗҫ ҫак йывӑрлӑхсенче кӑна та мар-ха.
Марфа Ильинична // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Кирек те ӑҫта пул, кирек епле йывӑрлӑхсенче пул, анчах юлашки сывлӑш тухиччен!До последнего вздоха, где б ты ни был, в любых обстоятельствах!..
XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Палӑрмаллах нимле чаплӑ, паттӑр ӗҫсем туман пулсан та, ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсенче хӑюлӑх, ҫирӗплӗх, тимлӗх кӑтартни ӑна хӑйне евӗрлӗ паттӑр ҫын туса хуни ҫинчен вӑл тӗшмӗртме те пултараймарӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Санӑн аҫу кун пек мар йывӑрлӑхсенче пулкаланӑ.
Юлашки дюйм // Тӑван Атӑл. Джеймс Олдридж. Юлашки дюйм. — Тӑван Атӑл, 1961, 6№, 79–89 с.
Эпир ҫапах та пулас ҫулӑн йывӑрлӑхӗсене тавҫӑрса илме те пултараймастпӑр; Тойво ӗмӗчӗ пӗтӗмӗшпех тӗрӗс пек туйӑнать, кунсӑр пуҫне тата пур йывӑрлӑхсенче те ӑна хампа юнашар пынине курас килет, мӗншӗн тесен эпир пӗрле питех те нумай йывӑрлӑхсене тӳссе ирттернӗ, пурин ҫинчен те пӗрле сӳтсе-явса канашланӑ, ҫавӑнпа та Тойво суйни ҫинчен эпӗ никама та пӗлтермерӗм.
Пӗрремӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Кусем пӗр вӑхӑтрах тусемпе шывсем ҫинче тата ҫеҫенхирсемпе вӑрмансенче пыракан ҫапӑҫусем те пулнӑ, ун пек ҫапӑҫура утлӑ салтаксемпе те, десантниксемпе те, парашютистсемпе те, сапер-диверсантсемпе те усӑ курма май пулнӑ, салтакӑн пултарулӑхӗ вӑрҫӑри йывӑрлӑхсенче ҫирӗпленнӗ, мӗншӗн тесен пӗр вӑхӑтрах наступлени те туса пымалла тата оборонӑна та тытса тӑмалла пулнӑ, куҫса пымалла тата шӑтӑк чавса ҫӗр ӑшне пытанмалла, хӑвна ункӑра та пулма тивнӗ тата ҫав вӑхӑтрах тӑшмана та ҫавӑрса илекенсем пек туймалла, суранланса ӳкмелле — ҫапах та пӗр чарӑнмасӑр малалла, хӗвеланӑҫнелле куҫмалла пулнӑ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
- 1