Поиск
Шырав ĕçĕ:
19. Ҫав эрненӗн малтанхи кунӗнчех каҫпала, вӗренекенӗсем иудейсенчен хӑраса хӑйсем пухӑннӑ пӳртӗн алӑкне питӗрсе ларнӑ чухне, Иисус вӗсен варрине пырса тӑнӑ та: канӑҫлӑх пултӑр сире! тет.
Ин 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
38. Каярахпа Аримафея ҫынни Иосиф (вӑл Иисусӑн вӗренекенӗ пулнӑ, анчах иудейсенчен хӑранипе ҫакна палӑртман) Пилатран Иисус Ӳтне илме ирӗк ыйтнӑ; Пилат ӑна ирӗк панӑ.
Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Ҫавӑн чухне Мария патне пынӑ иудейсенчен нумайӑшӗ, Иисус тунӑ хӑвата курса, Ӑна ӗненнӗ; 46. хӑшӗсем тата фарисейсем патне кайса Иисус мӗн туни ҫинчен каласа панӑ.
Ин 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Унӑн ашшӗ-амӑшӗ иудейсенчен хӑранипе ҫапла каланӑ, мӗншӗн тесессӗн Иисуса Христос тесе ӗненекен ҫынна иудейсем синагогӑран уйӑрса яма сӑмах татнӑ пулнӑ; 23. ҫавӑнпа ӗнтӗ унӑн ашшӗ-амӑшӗ: «вӑл хӑй те ҫитӗннӗ ҫын, хӑйӗнчен ыйтӑр» тенӗ те.
Ин 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иудейсенчен хӑранипе ӗнтӗ Ун ҫинчен пурте вӑрттӑн анчах калаҫнӑ.
Ин 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Эсир хӑвӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлместӗр; эпир хамӑр мӗне пуҫҫапнине пӗлетпӗр: ҫӑлӑнӑҫ иудейсенчен килмелле.22. Вы не знаете, чему кланяетесь, а мы знаем, чему кланяемся, ибо спасение от Иудеев.
Ин 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14-15. Эй тӑвансем, эсир ӗнтӗ Христос Иисуса ӗненекенсен Иудейӑри ушкӑнӗ пек пултӑр: вӗсем иудейсенчен — Иисус Ҫӳлхуҫана та, Унӑн пророкӗсене те вӗлернӗ, халӗ ӗнтӗ пире хӗсӗрлекен иудейсенчен — асап тӳснӗ евӗр, эсир те хӑвӑр йӑхташӑрсенчен асап тӳсетӗр; иудейсен ӗҫӗсем Турра юрӑхлӑ мар, вӗсем пурне те хирӗҫ пыраҫҫӗ, 16. вӗсем пире суя тӗнлӗ халӑхсене ҫӑлӑнӑҫ ҫинчен вӗрентме чараҫҫӗ, ҫапла пӗрмаях ҫылӑхсен виҫине тултарса пыраҫҫӗ; вӗсем ҫине Турӑ ҫилли ҫитсе пырать ӗнтӗ.
1 Фес 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Египет ҫӗрне Эпӗ, Иерусалима пынӑ пекех, хӗҫпе те выҫлӑхпа, мур чирӗпе пырӑп, 14. вара чӗрӗ юлнӑ иудейсенчен, Египет ҫӗрне ҫитсе унта вӑхӑтлӑх пурӑнма вырӑнаҫнӑскерсенчен, пӗри те хӑтӑлаймӗ, пӗри те сывӑ юлаймӗ, Иудея ҫӗрне таврӑнаймӗ; вӗсем пӗтӗм чун-чӗрипе Иудейӑна таврӑнасшӑн, ҫавӑнта пурӑнасшӑн, анчах унтан тарса тухнисемсӗр пуҫне пӗри те каялла таврӑнаймӗ.
Иер 44 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Седекия патша вара Иеремийӑна ҫапла каланӑ: эпӗ халдейсем енне куҫнӑ иудейсенчен хӑратӑп.19. И сказал царь Седекия Иеремии: я боюсь Иудеев, которые перешли к Халдеям,
Иер 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Мардохей Эсфире хуравласа каланӑ: эсӗ, пӗтӗм иудейсенчен пӗри, унта, патша керменӗнче, ҫӑлӑнса юлӑп-ха тесе ан шутла.13. И сказал Мардохей в ответ Есфири: не думай, что ты одна спасешься в доме царском из всех Иудеев.
Эсф 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Израиль ывӑлӗсем иудейсенчен тарма пуҫланӑ, Турӑ ӗнтӗ вӗсене иудейсен аллине ӳкернӗ.16. И побежали сыны Израилевы от Иудеев, и предал их Бог в руки им.
2 Ҫулс 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1