Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

итлемесен (тĕпĕ: итле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мана итлемесен, сире вилӗм кӗтет.

Помоги переводом

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

— Эсӗ каланине итлемесен, хӗрарӑма итлеҫҫӗ пулать иккен!

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Бригадир каланине итлемесен, Архип Григорьевич килсе тухасса кӗтсех тӑр.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Аслисем каланине итлемесен, юмах ярса памастӑп, — терӗ Микулай мучи йывӑҫ урипе так-так тутарса сӗтел хушшине пырса ларнӑ май.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Татах итлемесен, курса тӑр, хӑвах ӳкӗнӗн.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Виҫсе панӑ — касмалла, — хулпуҫҫине сиктерчӗ мастер, — итлемесен юрамасть.

Помоги переводом

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Енчен те эпӗ хамӑн генерала тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушсан, ҫав вӑхӑтрах генерал эп хушнине итлемесен, ҫакӑ генералӑн мар, манӑн йӑнӑш пулӗччӗ».

«Если я повелю своему генералу обернуться морской чайкой, — говаривал он, — и если генерал не выполнит приказа, это будет не его вина, а моя».

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Тен, хӑвӑрӑн тыткаларӑша улӑштармасан, ҫынна итлемесен халӗ пӗтӗм ыйтӑва татса параймастӑр, чӑрмавсене парӑнтараймастӑр.

Возможно, сейчас не получится решить все проблемы и преодолеть все препятствия, если вы не готовы изменить манеру поведения и выслушать собеседника.

28-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

— «Куран ӗнтӗ мӗнле йӑх Санӑн пулас кил-йышсем, Ара, намӑспа ҫылӑх Аҫуна итлемесен

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чаплӑ хаяр Урхана Итлемесен халӑм ҫук.

Помоги переводом

XIV. Тухатмӑш // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫапах Шуртан сӑмахне Итлемесен юрамасть, Шартлантарсан хал пулмасть: Курнине те курман пул!

Помоги переводом

XI. Ӗшнере // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Итлемесен, чикетӗп! — шӑл витӗр калать Пуяндайкин.

Помоги переводом

Хӑвӑл йӑмра // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 74–85 с.

Шофер кабина алӑкне уҫрӗ те тиекенсене хӑйсене ларма хушрӗ, итлемесен, ҫаплипех каяссине хӑратрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

— Манса кайсан — аса илтерӗпӗр, итлемесен — итлеттерӗпӗр.

Помоги переводом

3 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Астӑвӑр, итлемесен эпир кунта пищальпе хӗҫ-пӑшалланнӑ стреленсене яратпӑр.

Помоги переводом

2. Сенӗк саккунран вӑйлӑрах // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Никам сӑмахне итлемесен те сан сӑмахна итлеҫҫӗ сотниксем.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Воевода та итлемесен аслӑ княҫа пӗлтеретӗп.

Помоги переводом

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Аслӑ ӗмпӳ хушнине итлемесен сире пӑлхавӑр тӑваҫҫӗ тесе айӑплӗҫ терӗм.

что царь может прогневаться и обвинит вас в бунтарстве.

Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Начальниксен приказне итлемесен мӗн кӗтнине астумалла эсӗ.

Ослушаешься приказа начальства — сам знаешь, что с тобой будет.

Савтепи // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Итлемесен эп тарҫӑсене чӗнеп.

Не уйдешь — работников позову.

Каллех ҫул ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней