Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хама итлеменнине, урлӑ пынине чӑтма ҫук йывӑррӑн йышӑнатӑп эпӗ.
XXVIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.
Хӗрача та хӑйне итлеменнине сисрӗ пулас, вара пӗр кӗтӳҫӗ кашкӑра ҫара алпах ҫӗнтерни ҫинчен ҫырса кӑтартнине вуларӗ, унтан институтсене вӗренме кӗмелли ҫинчен пичетленӗ пӗлтерӳсем ҫине куҫрӗ…
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
Лешӗ итлеменнине кура Борис ӑна аяркалла тӗртсе сирпӗтрӗ те хӗре аллинчен ҫулса тытрӗ.
V // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 87–108 с.
— Укка итлеменнине те курман вӑл.
Ҫухалнӑ ҫынна тупни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Хуралҫӑсем итлеменнине кура аскерсем хӑйсем шалалла сикрӗҫ, темиҫе ҫынна вӗлерсе хапхана яри уҫса ячӗҫ.
11. Кӑнтӑр енчи хапха // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Эрнепи Ахтупая тем каласшӑн пулчӗ, анчах лешӗ итлеменнине кура ӑна хыттӑн тӗртсе ячӗ.
11. Чун савни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.
Йытӑсем хӑйне итлеменнине кура Шурӑ Кашкӑр пӑшал курокне уҫнӑ, йӑпшӑнса шӑтӑк ҫӑварӗ патне пырса шалалла пӑхнӑ.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Саша юлташӗ хӑйне итлеменнине, Юрие урӑх калаҫу интереслентерменнине ӑнланчӗ те пукан ҫинчи дипломатне илсе куҫкӗски умӗнче ҫӳҫне якаткаларӗ, галстукне тӳрлетрӗ.
Юрий // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.
Капитан Сталин юлташ радио тӑрӑх тухса каланине кам та пулин итленипе итлеменнине ыйтса пӗлчӗ.Капитан спросил, слышал ли кто-нибудь выступление товарища Сталина по радио.
VIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
«Йо-хо-хо, тата бутылка ромчӗ», тенӗ сасӑ пирӗн пӳртӗн стенисене кисрететчӗ, пирӗн пата кӗнӗ ҫынсем унӑн вӗлерес пек ҫиллинчен хӑраса, капитан хӑйсемпе кӑмӑллӑ пултӑр тесе, пӗринчен тепри хытӑрах кӑшкӑрма, май килнӗ таран хытӑрах юрлама тӑрӑшатчӗҫ, мӗншӗн тесен, вӑл ҫав самантсенче виҫесӗрех хаярланса ҫитетчӗ: е пурне те шӑп пулма хушса сӗтеле чӑмӑрӗпе шаккатчӗ, е кам та пулин унӑн сӑмахне пӳлсе, мӗнле те пулин ыйту парсан, урнӑ пек тарӑхса каятчӗ, е ӑна ыйтусем памасан, вӑл вара татах хаярланса ҫитетчӗ, унӑн шухӑшӗпе, ҫакӑ ӑна тимлӗн итлеменнине пӗлтернӗ.
I сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Анчах лешсем итлеменнине кура, вӗсен умӗнче хӑйӗн хисеплӗхне тытас тесе урӑх нимӗн те каламасть вӑл.
Джонни хирӗҫни // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 48–72 с.
Карл Иваныч хӑйӗн кӑмӑлӗн туйӑмӗсене парӑннӑ чухне ҫынсем итленине е итлеменнине пӑхмасӑр, чӗринчи шухӑшсене хӑйшӗн хӑй каласа парать; вӑл халь ҫакнашкал кӑмӑллӑ пулнине асӑрхаса, эпӗ шарламасӑр, унӑн ырӑ пичӗ ҫинчен куҫа илмесӗр, кровать ҫине лартӑм.
VIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Кэргыль турех чупма хӑтланса пӑхрӗ, анчах урисем итлеменнине туйса илчӗ, вара пӗшкӗнкелесе туйине илчӗ те майӗпен алӑк патнелле утрӗ.
Телейлӗ ҫӗршывра // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӗсменсене тытнӑччӗ ӗнтӗ, анчах кимӗ итлеменнине аса илтӗм те каяс шухӑша пӑрахрӑм, кӑштах шикленнӗ пек пултӑм.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Качака таки итлеменнине курсан, карчӑк патак илет те хӗнесе хӑваласах ярать.Старуха видит, что козел не пронимается, взяла палку и прибила его.
Ӗнепе качака таки // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
— Хамӑр ҫурта ниепле те тирпейлесе ҫитерейместпӗр, унта тата ҫынсене юсаса пар, — мӑкӑртатма пуҫларӗ карчӑк, анчах, хӑйне никам та итлеменнине кура, телеграмма пирки шухӑша кайрӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Хӑйне никам та итлеменнине кура, механик гудок клапӑнне уҫмалли канат вӗҫӗнчи унка хӑй ярса тытрӗ те аялалла туртрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Хӑй каланине итлеменнине сиссе, Устинович хӑйӗн: сӑмахне часах пӗтерчӗ.Чувствуя, что ее не слушают, Устинович быстро закончила свою речь.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл нимӗн те ӳпкелешмен, мӗншӗн тесен халӗ вӑл Владик сивӗреххӗн пӑхнине, Иоськӑн хӗрӳ пуҫне, Баранкин никама та итлеменнине, хӑйӗннех тунине, тата вилнӗ Алькӑн хӑюллӑ, вырӑсла мар куҫӗсене урӑхла ӑнланса илчӗ.
Вӑрҫӑ секречӗ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар, Аркадий Петрович. Вӑрҫӑ секречӗ: [повеҫ] / А. П. Гайдар. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 175 с.
Нюша инке, хӗрӗ хӑйне итлеменнине асӑрхасан, калаҫма чарӑнчӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
- 1
- 2